Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ульяновскри «Еткер» телекăларăмăн ертӳçи ача чух каникулсене Теччӗ районӗнче ирттернӗ

«Еткер» телекăларăмăн тӗп редакторне Екатерина Лашмановăна чăвашсем ытларах хăй çырнă юрăсен авторӗ, вӗсене хăй юрлакан çăлтăр пек пӗлеççӗ. Халӗ вăл тата Ульяновск облаçӗнчи ЧНКА çумӗнчи «Хамăр ял» чăваш çамрăкӗсен комитечӗн хастарӗ те

«Пурнăç – нумай истори пуххи. Кашни çыннăн вăл – хăйӗн, – тет Екатерина. – Эпӗ мӗн пӗчӗкренех хамăн пурнăçăма юрă-кӗвӗпе çыхăнтарасса пӗлеттӗм. Ӗмӗтӗме çывхартма вара мана аннепе атте, «Манăн пурнăç» ятлă кинолентăн режиссерӗсем, Светланăпа Василий Лашмановсем пулăшрӗç».

Çуллахи каникул – чи телейлӗ вăхăтчӗ

Катя Теччӗ районӗнче çут тӗнчене килнӗ. 

– Хамăн шкул çулӗсене эпӗ кукамайпа кукаçи тата асаннепе асатте патӗнче Çӗньялпа Аслă Ăнăра ирттереттӗм. Атте-аннепе Ульяновскра пурăнаканскер, çуллахи вăрăм каникул маншăн чи телейлӗ вăхăтсенчен пӗри пулнă. Чӗрӗк вӗçленсен çу уйăхӗн вӗçӗнче яла кайнă та – çурла уйăхӗн вӗçӗнче çеç таврăннă. Çак хушăра телей авăрне, ним шухăшсăр ачалăх тӗнчине парăннă. Манăн кукамайпа кукаçи питӗ çивӗч ăслă лăпкă чăвашсемччӗ. Кукамай, Раиса Абрамовна Князькина (Самаркина),  колхозра дояркăра ӗçленӗ, ялшăн тăрăшнă. Кукаçи, Николай Прокопьевич Князькин, ялти пӗрремӗш электрик. Çавăнпа та ăна Çутти Колькки тесе чӗннӗ. Мăшăрӗпе çав тери туслă пурăннă. Ывăлпа хӗр, Петрпа Светлана (манăн анне), çуратса ӳстернӗ. Вӗсем питӗ телейлӗ çынсем пулнă: икӗ ачине анлă çул çине кăларнă, çемье çавăрма пулăшнă, туйсем кӗрлеттернӗ, 4 мăнукне юратса пăхнă. Çав мăнуксенчен пӗри эпӗ, вӗсен Катюкӗ. Кукамипе кукаçие 7 кӗçӗн мăнукне курма пӳрнӗ. Кукаçи пӗрремӗш кӗçӗн мăнукӗн туйӗччен кăшт кăна пурăнса çитеймерӗ. Паян иккӗшӗ те çут тӗнчере çук ӗнтӗ, анчах та аслисен хăватне, пулăшăвне, хавхалантарăвне яланах туятăп, – тет Екатерина.

Катьăн асламăшӗпе аслашшӗ, Мария Фоминичнăпа (Чугунова) Владимир Яковлевич Лашманов­сем пурнăçа юратнă ахаль çынсем, сăпайлă чăвашсем. Ӗмӗрне колхозра ӗçлесе ирттернӗ. Владимир Яковлевич кӗтӳçӗре çӳренӗ. Кайран пилорамăра хăма çурнă çӗрте вăй хунă. 

– Йывăçпа нумай çул ӗçлесе ачисене те (манăн атте те çав шут­ра) çак  пултарулăха халалласа хăварнă. Атте, Василий Лашманов, йывăçа юрлаттарма пӗлет, мунча, çурт пурисем тăвать. Асанне ял хуçалăхӗнче тăрăшнă, пилӗк ача çуратса нумай ачаллă амăшсене паракан сумлă медале тивӗçнӗ. Асаннен ватăлсан пичӗ çинче пӗр пӗркеленчӗк те çукчӗ. Яп-яка, çутă питçăмартийӗ кӗренччӗ. Вӗсен 8 мăнукпа 9 кӗçӗн мăнук. Атте енчи тăвансем хушшинче чиркӳре хитре юрланă çынсем пур. Яланах чунӗнче те, чӗринче те Турăпа пурăннă. Ку несӗлсен ырă енӗ манăн юнра та пур. Асатте Çӳлти Турă саккунӗсене пăхăнса, ыррине ӗненсе çеç пурăнмалла тетчӗ. Çӗр çинчен уйрăлса каяс умӗн мана хăй  патне чӗнсе илчӗ те:

– Катюша, аслаçу ватăлчӗ. Унăн автан авăтман яла кайма вăхăт. Эп вилсен хытă ан кулян. Санăн веçех аван пулать. Мӗн пуррипе савăнса пурăн. Эпӗ вăрăм ӗмӗрлӗ пултăм. Кашни çыннах ман пек сарлака та вăрăм çулпа утса тухма Турă хуштăр. Манăн чун тухсан вилнӗ çыншăн вулакан кӗлӗсен кӗнекине пӗр йӗрке юлмиччен вула. Эсӗ çакна пурнăçлама пултаратăн, эпӗ пӗлетӗп. 

Вăл каланă пекех пулчӗ. Асаттен чӗри тапма чарăнсан эпӗ тупăкӗ умӗнчен пăрăнмасăр леш тӗнчене ăсаннисемшӗн çырнă кӗлӗсен кӗнекине вуларăм. Асатте мана тав тунăн туйăнчӗ. Паян эпӗ пурне те хăйсен йăх-несӗлне тӗпчеме, ӳркенмесӗр сывлăхпа пурăнма сунатăп. Йăх тымарӗсене пӗлмелле, пурнăçра вара ырра çеç шанмалла, – терӗ аслисене хисеп­лекен «Еткер» редакторӗ.

Матрӳшке сутма кайни халӗ те асра

Екатерина Лашманова мӗн пӗчӗкрен ӗçе юратса ӳснӗ. Ахаль, ним тумасăр алă усса, мăйăр шӗкӗлчесе выртма тивмен ăна. Çулла яла килнӗ. Килти ӗçсем те, пахчари тивӗçсем те темӗн чух­лех лекнӗ.

– Кукаçипе кукамай та, асаттепе асанне те Марина аккапа иксӗмӗре питӗ кӗтетчӗç. Кашни тутлă апата – мороженăя, пӗремӗке е тата теттене  тарпа ӗçлесе илмеллине пӗлнӗ эпир. Аваншăн тав тума тăрăшнă, – сăмах çăмхине малалла сӳтет Екатерина. 

Катя ялта хур-кăвакал кӗтӳне те кӗтнӗ: вӗсене пӗве хӗрне илсе аннă, чӗпписем епле хитре пулнине пăхса ларнă. Çав вăхăтрах, кунӗпенех кӗтӳçе çырăннăскер, хăйне юлташӗсем çухатасса пӗлнӗ. Футболла е пытанмалла выляма е килне каясси килсен те аслисен хушăвне пурнăçлама тивнӗ. Ӗмӗтӗнче – симӗс йӳçӗ панулмисем татса çиесси, курăк çийӗн пӗр тивӗçсӗр реххетленсе чупса çӳресси. Аслашшӗпе тата асламăшӗпе ЛУАЗ автомашина çине ларса мат­рӳшкене кайнине паянхи пек астăвать. Кайран вӗсене юрла-юрла пӗчӗк-пӗчӗк çыхăсем туса Пăва пасарне кайса сутни те асрах. 

– Пăва пасарне каймасăр тăман эпир. Кашни кану кунӗнчех çула тухнă. Ирхине 5 сехетре тăрса чи хитре кӗпене тăхăнаттăм, çӳçе хыçалалла çыхса хурса автомашинăна кӗрсе лараттăм. Унăн салонӗ сутма илсе каякан таварпа лăк тулличчӗ. Мӗн кăна çукчӗ-ши унта? Çӗрулми, хăяр-помидор, çыр­ла, милӗксем, матрӳшке... Чи нумаййи чей курăкӗччӗ. Пӗррехинче кану кунӗнче асанне киле валли тавар туянма пăрăнас умӗн: «Чӗкеçӗм, эпӗ кайса килем-ха, эсӗ туянакансем килсен йăл кулса 2 тенкӗ те 50 пус тăрать тесе кала», – терӗ.  Эпӗ нимӗнрен те шикленмесӗр ун вырăнне юлтăм. Йӳнӗпе сутнă паллах. Шăрăхра, шăна-пăванран хăрамасăр пуçтарнă. Эпӗ хамăн асаттепе асаннене, кукамайпа кукаçие питӗ юрататтăм. Хальхи çамрăксене те хамăрăн йăх-тымарсене, тăван халăхăмăр культурине, этеплӗхне пӗлме чӗнсе калас килет. Вӗсене хисеплени питӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ. Аслисен пилне тытса пурăнсан эпир, çамрăксем, йăнăшсем тăвасран асăрханма тивӗçлӗ, – терӗ Катя.

Пӗчӗкренех юрланă

Вăхăт иртсен те Катенька хăйне ăс панă хаклă çыннисене тав тăвать. Вӗсем хӗрачана ырă чун-­чӗреллӗ пулма вӗрентнӗ. Ачаран мӗнпурне хăйӗн ăсӗпе, тăрăшулăхӗпе çӗнсе илме хăнăхтарнă.

– 9 çулхи пӗчӗк хӗрӗм çине пăхатăп та хама ача чухнехине куратăп. Хăйне мӗнлерех тыт­калани, сасси, калаçăвӗ – пӗтӗмпех хама аса илтерет. Тепӗр чух­не шухăшлатăп та – хамăр ача­лăхăмăрта пурнăçлайман ӗмӗт-тӗллевсене пирӗн ачасем пурнăçа кӗртчӗр тетӗп. Вӗсемпе юнашар яланах управçă-ангел пултăр тетӗп-çке. Ялта Анечкăран «санăн аннӳ кам?» тесе ыйтсан вăл мăнаçланса тата мана хытă юратнине пӗлтерсе: «Анне чăвашла телекăларăм ертсе пырать, уявсем ирт­терет, юрлать, хайлавсем çырать, сăввисене юрра хывать», – тет. 

Пӗчӗк хӗрӗме пулах эпӗ çирӗп кăмăллă çын. Кăмăл çирӗп пулмасан йывăр. Хальхи вăхăтра нумай япалана пурнăçа кӗртеймен пулăттăм. Эпӗ ачаран юрă-кӗвӗ тӗнчине парăннă çын. Пӗчӗкрен юрлатăп. Хăнасем килсен кӗреке хушшинче ларакансен илемлӗ юррисене тăраниччен итлесе лараттăм. Халăх сăмахлăхӗ чӗреме кӗрсе вырнаçрӗ. Тӗлӗнмелле, эпӗ малтан юрăсен тарăн пӗлтерӗшне ăнланма, чуна уçса кӗвӗсем шăрантарма вӗреннӗ, кайран тин чăвашла калаçма пуçланă, – кăмăллăн йăл кулса калаçать чăваш телепередачин тӗп редакторӗ.

Юрă çынна ырăлăх, çепӗçлӗх парнелет. Катя хулара ӳснӗрен унпа çемйинче малтанах вырăсла калаçнă. Кайран кукамăшӗ-кукашшӗне, асламăшӗ-аслашшӗне пула хӗрача хуть те мӗнле пулсан та чăвашла вӗренме тӗллев лартнă. 

Çамрăксен комитетне ертсе пырать

– Пурнăç çулӗ çинче тӗл пулнă ырă çыннăмăрсене тав сăмахӗ калас килет. Вӗсенчен пӗри – Çӗнӗ хулари 73-мӗш вăтам шкул вӗрентекенӗ Елена Михайловна Краснова. Вăл мана чăваш чӗлхипе тата литературипе, культурипе тарăн та анлă пӗлӳ пачӗ. Лариса Анатоль­евна Васильевăпа эпир 64-мӗш шкулта пӗрле вăй хутăмăр. Ульяновскри культура училищин директорне Н.П.Арининăна, ЧР тава тивӗçлӗ артисткине А.В.Уляндинăна, Самара хулинчи культурăпа ӳнер академийӗн педагогне И.В.Бойкăна – таймапуç. Тăван чăваш чӗлхи вӗрентекенӗсемпе культура ӗçченӗсене, юрăпа ташă коллективӗсене...  çамрăк ăрăва чӗлхене вӗрентнӗшӗн, этеплӗхе аталантарнăшăн, пур пӗлӗве çи­рӗплетнӗшӗн тав тăватăп. Чăваш писателӗсем, таврапӗлӳçисем (Н.Н.Ларионов, В.Н.Тарават, Е.Г.Аксупи, Р.В.Макарова, В.А.Селендеев...) чăваш чӗлхине вӗренме пулăшрӗç. Манăн юрăсене юратакансене, çӗннисене çырма хавхалантаракансене те уйрăм тав. Ульяновск облаçӗнчи ЧНКАн тӗрлӗ вăхăтри пуçлăхӗсене – П.Я.Уфимкина, В.И.Сваева, О.Н.Мустаева – яланах ырăпа аса илетӗп. Паянхи автономи Ӗçтăвкомӗн председательне В.П.Бабайкина та, чăваш культурине  аталантарассишӗн тăрăшакан хастара И.В.Гавриловăна та шаннăшăн тав. Паян эпир пӗрле ӗçлетпӗр, мероприятисем йӗркелетпӗр. Эпӗ Ульяновск облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗнче çамрăксен комитетне ертсе пыратăп. Регионти «Хамăрьял» пӗрлешӳпе пӗр чăмăрта ӗçлетпӗр эпир. Çулла Пушкăртстан Республикине ӗçлӗ çулçӳреве кайрăмăр, Ӗпхӳре иртнӗ тӗнчери чăваш çамрăкӗсен форумне хутшăнтăмăр. 

«Хамăрьялта» – питӗ хастар чăвашсем. Автономи йышӗнче пулни пушшех те тӗрлӗ палăртнă тивӗçсене тухăçлă пурнăçлама май парать. Атăлăн сулахай çыранӗнче «Ниме» чăваш культура центрӗ пур. Пурте пӗрле эпир нумай пуçарусене пурнăçа кӗртетпӗр. Нумаях пулмасть «Сарпике», «Кӗр сăри», «Нарспи» конкурс-фестивальсем, Атăлçи халăхӗсен туслăхӗн уявӗсем кӗрлесе иртрӗç, – терӗ Екатерина ун чӗринче пурин валли те ăшă ­ту­йăмсем çителӗклине, кӗçӗн Тăван çӗршывне юратнине пӗлтерсе, хăйӗн юррисенчи тӗп сăнарсем ашшӗпе амăшӗ çуралса ӳснӗ ялсенче – Теччӗ тăрăхӗнче пурăннине палăртса.

 

Алена СЕЛИВАНОВА.

Е.Лашманован çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура