Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫулсем ҫинчи юра вӑхӑтлӑ тасатаҫҫӗ

Юр хӳнине пула Тутарстанри аслӑ ҫулсем ҫинче 200 единица ятарлӑ техника ӗҫлет. Ҫакӑн ҫинчен журналистсене ТР Ҫул-йӗрпе транспорт хуҫалӑхӗн министерствин пресс-служби пӗлтернӗ

"Хальхи вӑхӑтра регионри ҫулсем ҫинче 210 юр тасатакан машина ӗҫлет. Кирлӗ пулсан ҫул-йӗр хуҫалӑхне тимлекенсем техника шутне ӳстерме хатӗр",– тесе пӗлтернӗ министерствора. 

Унсӑр пуҫне, пӑрлӑ ҫулсене тасатма дорожниксем 4 пин тонна хӑйӑрпа тӑвар хутӑшне усӑ курнӑ.
Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, юр ҫуни чукун ҫул транспорчӗпе аэропортсен ӗҫӗ ҫине витӗм кӳреймен.
"Чукун ҫул транспорчӗ штатлӑ режимра ӗҫлет. Ҫанталӑк условийӗсене пула Тутарстанри “Казань”, “Бегишево” тата “Бугульма” аэропортсенче рейссене тытса чарман" , – тесе палӑртнӑ пресс-службӑра.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев