Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Улталама пӗлместпӗр çав эпир

«RT.Док: Время героев» документлă кино фестивалӗ нумай çивӗч ыйтăва хускатрӗ. Çавсенчен пӗри – информацилле вăрçă. Раççей çарне, Раççей салтакне парăнтарма вăй çуралман пулсан, информацилле фронтра эпир вăйлă мар. Мӗншӗн тесен моральпе кăмăл-сипет законӗсем çынлăха çухатса улталама, хайп хыççăн хăваласа кирлӗ-кирлӗ мара шутласа кăларма чараççӗ. Кӗскен каласан – совеçлӗ çынсем эпир.

Çав вăхăтрах Анăçпа Америкăра тахçанах фейк фабрикисем ӗçлеççӗ. Суя хыпар çырма, ăна сарма аслă шкулсенче вӗрентеççӗ. Икӗ ӗмӗртен кая мар пырать информацилле пропаганда пирӗн çӗршыва хирӗç. Демократиллӗ Европăра пурăнакан халăхсен ирӗклӗхӗ те темиçе хут суяпа витӗннӗ. Ӗнтӗ мӗн чăн, мӗн суя пулнине экспертсем кăна тавçăрса илме пултараççӗ. Моральпе тӗн хаклăхӗсене хирӗçлекен принципсене йышăнтарни мӗн патне илсе çитернине паян хамăр куçпа куратпăр. Тӗрӗссипе, хамăр та чутах çак серепене çакланмарăмăр – 30 çул хушши ют хаклăхсене ылтăн вырăнне хурса йышăнса. Мӗнпур майпа усă курса пире Раççейре ним аванни те çук тесе ӗнентерме тăрăшрӗç, иноагентсем лайăх ӗçлерӗç, çав шутра федераллă каналсенче те, литература анинче те, искусствăра та. Кăна та хăвăрах куратăр. 

«Культурный фронт: искусство, вдохновляющее на подвиги» çавра сӗтел ӗçӗнче акă «Татаркино» ертӳçи Миляуша Айтуганова: «Çӗршыва тӗп тăвас тесен вӗсен ачисене пăхса ӳстерӗр, воспитани парăр», – тесе питӗ те тӗл каларӗ. Чăн та çапла пулса тухрӗ, мӗн чухлӗ çамрăк ятарлă çар операцийӗ пуçлансан çӗршывран тухса кайрӗ. Çӗршыв вӗсене ӗçлесе илес енӗпе кăна интереслӗ иккенни тӗкӗр çинчи пек курăнчӗ.

Суя хыпара уйăрма пӗлмелле

Кинофестивале ятарласа килнӗ пранкерсем Вованпа Лексус (Владимир Кузнецовпа Алексей Столяров, иртнӗ номерте асăннăччӗ вӗсем пирки) «Информацилле вăрçă» темăпа уçă дискусси ирттерчӗç. Суя хыпара мӗнлерех палласа илмелле, унран хамăра, атьсене хӳтӗлес тесен мӗн тумалла. Çӗнтерӗ-и Раççей çак тан мар кӗрешӳре? Нумай ыйтăва хускатрӗç вӗсем. Сăмах май, хăйсем те çак фронтра кӗрешеççӗ. Тӗнчери паллă çынсен, çӗршыв ертӳçисем таранах, телефон номерӗсене тупса вӗсем патне шăнкăравлаççӗ. Пӗр-пӗр çӗршыв ертӳçи е паллă шоу-бизнес çынни пек хăйсене палăртса кирлӗ информацие вăлтса илеççӗ. «Тен, ку атьсем вăрттăн службăсем çине те ӗçлеççӗ?» –  тени залра илтӗнкелерӗ. Анчах çакна çирӗплетекен факт çук пирӗн. Пӗри паллă, Вованпа Лексус ӗçне власть представителӗсем асăрханă, наградăпа палăртнă. 

– Тӗрӗссипе кӗперсене, газ пăрăхӗсене кам сирпӗтнине пурте аван чухлатпăр, анчах официаллă хыпар кун пирки çук. Ăна тăваканӗсем те тӳррӗн калама хăраççӗ. Эпир çакна пӗлтӗмӗр. Украинăн ют çӗршыв ӗçӗсен министрӗ Крым кӗперне хăйсемех сирпӗтнине телефонпа пӗр пытармасăр каласа пачӗ. Крым вӗсен çывăхри планне кӗменнине те, – калаçăва хутшăнчӗ Лексус. 

Вован палăртнă тăрăх, час-час федераллă каналсене те суя хыпар шăвăнса кӗрет. Мӗншӗн тесен журналистсем хыпар паракана шанаççӗ. Паллах, рейтингшăн хăваласа та хыпаланаççӗ, тӗрӗслемеççӗ. Ку чухне информаци мӗнле çăлкуçран иккенне, МХХ сайчӗн авторитетне, имиджне, вăл камăн укçипе тухнине, хăçантанпа ӗçленине, информаци пахалăхне – йăлт сăнамалла, информаци уçă пулмалла. Пӗлнӗ-пӗлмен çăлкуçран, уйрăмах уйрăм автортан килнӗ хыпара шанмалла мар. Ку йышши хыпара, шел, ытларах çамрăк ăру пăхать. Пӗр-пӗрне ярса парса лару-тăрăва тата та çивӗчлетеççӗ. 

Чӗнмен хăнаран  ачăрсене упрăр

Дискуссие ертсе пыракан паллă журналист, Шаманăн пресс-секретарӗ Антон Коробков-Землянский шучӗпе, уйрăм авторсем, блогерсем хыпар сарнăшăн пӗр яваплăх та тытманнипе те суя информаци питӗ хăвăрт сарăлать. Çавăнпа пирӗн çӗршыва ятарласа атакăланине, обществăна пăлханăва кӗртсе яма тăрăшнине пӗрре те манмалла мар. Атьсене информаци вăрçине пула инкеке лекесрен  сыхлас тесен вӗсене ытларах тимлӗх уйăрмалла. 

– Хăйсен пӳлӗмӗсенче хупăнса ларса кирлӗ мар сайтсенче ан çӳреччӗр вӗсем. Гаджетсем урлă килӗре чӗнмен хăнасене ан кӗртӗр. Эсир килте çук чухне ачăр телефонпа кампа калаçать, кама килӗре кӗртет? Çакă ашшӗ-амăшӗн тимлӗхӗнче пулмалла. Çӗршыври лару-тăру çинчен хăвăр ачăра ăнланмалла чӗлхепе каласа парăр. Тӗрӗссине вăл сиртен пӗлтӗр, – канаш пачӗ Антон Коробков-Землянский. 

Вован шучӗпе, анонимлă çăлкуçсене пач та шанмалла мар. Аноним-тăк, апла вăл яваплăхран пăрăнать. Ку сисчӗвлентермеллех шухăшлакан çынна. Шел те, кашни шутламасть çав, мӗн панă – çавна хыпса çăтать. 

Наполеон айăплă? 

– Информацилле вăрçа чӗртсе яракансем мӗнле кнопкăсем çине пусмаллине пӗлеççӗ: çынсен эмоцийӗсем тата тӗрӗслӗхшӗн çунни. Шăп çак туйăма хускатса çынсемпе вӗсем хăйсене кирлӗ пек хуçаланаççӗ. Информаци вăйлă эмоци, çилӗ, тарăху çуратать-тӗк – пӗлсех тăрăр, ку суя хыпар, – терӗ паллă юрист Борис Герасин, – информаци вирусӗнчен те прививка кирлӗ. Мӗнле? Официаллă МХХсене пăхмалла.     

Сăмах май, «информацилле вăрçă» термина Наполеон 200 çул ытла каяллах шутласа кăларса Францие, ун халăхне Раççее хирӗç тăратнă. Суя информаци сарса Раççей çыннине чи путсӗр те начар этем пек кăтартнă. Коробков-Землянский палăртнă тăрăх, халӗ те ним те улшăнман, йăлт çак сценарипех пырать: 

– Сăмахран, 1980 çулта иртнӗ Олимпиадăра Америка пирӗн çӗршыва хирӗç бойкот тунă. СССР Афганистана хăйӗн çарӗсене кӗртнипе. 2014 çулта Украинăри лару-тăрупа усă курса шăв-шав çӗклерӗç, хирӗç тăчӗç. Русофоби технологийӗсем пире хирӗç çӗршер çул аталанса пыраççӗ. Раççей ку фронта тинтерех кăна кӗчӗ. Çавăнпа информацилле вăрçăра хальлӗхе çӗнтерейместпӗр. Мӗнле калас, вӗренме вăхăт çук, тӳрех кӗрешӗве кӗрсе ӳкрӗмӗр. Кӳршӗ ачисем тӳпелешнине пăхса тăрса çапăçма вӗренейместӗн-çке, хăв хутшăнсан тин ăнланатăн мӗн тумаллине.  

Мӗн шутлать Анна Чапман?

Кинофестиваль хупăннă кун паллă тележурналистпа Анна Чапманпа тӗл пултăмăр. Хусанта унăн «Красная тревога: гибридная война» фильмӗн премьери пулчӗ. Кино авторӗ Виктор Савенков. Анна Чапман кино сюжечӗ валли ятарласа паллă та авторитетлă спикерсенчен интервью, комментарисем илнӗ. Çавсен шутӗнче РФ ют çӗршыв ӗçӗсен министрӗ Сергей Лавров, Америкăн экс-разведчикӗ Скотт Риттер, отставкăри полковник Ричард Блэк тата ыттисем. Америка çыннисен чун тӳрӗлӗхне шанма пулать-и тесе ыйтсан Анна çапла хуравларӗ: «Вӗсем хăйсен карьерипе кăна мар, маларах тунă çитӗнӗвӗсемпе, наградисемпе, унран та ытларах пурнăçӗпе теветкелленеççӗ. Хăйсен çӗршывӗнче вӗсем изгойсем. Скотт Риттер тӗрӗслӗхшӗн электричество тенкелӗ çине те ларнă. Телее, ăна тӳрре кăларнă. Тӗрӗсех, вăл хăй çӗршывӗн патриочӗ, ăна пытармасть. Анчах тӗрӗслӗх уншăн малти вырăнта. Ку паттăрла ӗç. Ниме парăнман çынсем пурри шанчăк кӳрет». 

Анна Чапман сăмахӗпе, халӗ Европăра та ытларах та ытларах çын информацин альтернативлă çăлкуçӗсене шырать. Хăйсен патӗнчи информацие критикăлла куçпа пăхма тытăнаççӗ. Анна Чапманăн пӗрремӗш фильмне нимӗç чӗлхине куçарнă пулнă. Çӗнни тухсан ссылка ыйтма пуçланă. 

– Мӗн-тӗр пулса иртет халӗ, мӗн-тӗр тапранчӗ, – тет Анна Чапман.  – Хамăрăн кинона эпир халăхсен хушшинчи шайра ӳкерме тӗллев лартрăмăр. Апла спикерсем те тӗнче шайӗнчи çынсем пулмалла. Нумайăшӗ интервью пама килӗшмерӗ. Туятăп, малашне калаçас кăмăллисем нумайланӗç. 

Анна Чапман кино ӳкериччен гибридла вăрçă пирки лайăхрах ăнланас тесе ятарласа вӗренме кӗнӗ. Гибридла вăрçă çинчен Мускаври патшалăх университетӗнче те курссем пур, унта кăмăл пулсан кашни вӗренме пултарать. Спикер сăмахӗсемпе, историпе вӗрентни – чи хакли. 

– Нумай лайăх вӗрентекенпе паллашрăм унта. Вӗреннӗ хушăра уйрăммăн Ливи, Варшава, Германи, Англи пирки киносем ӳкертӗмӗр. Вӗсене интернетра тупма пулать. Информацилле вăрçăн чурисем пулса тăрас темесен ман пӗр канаш: хăвăрăн юратнă ӗçӗрпе пурăнăр. Повар-тăк – тутлă апат пӗçерӗр, воспитатель-тӗк – ачасене юратса ӳстерӗр, малалла вӗçӗмсӗр списока тăсма пулать. Юратнă ӗçпе ӗçлесе, лăпкă пулса çӗршыва пысăкрах усă кӳретӗр. Эпӗ те хам пӗлнӗ пек юратнă ӗçпе ӗçлетӗп. Енчен те ятарлă çар операцине хутшăннă паттăрсене ман фильмсем хавхалантараççӗ пулсан, вӗсен тимлӗхне лекме ман ят кирлӗ пулсан – малашне те ӗçлӗп. RT телеканал çинчен каласан, вӗсемпе ӗçлеме пуçлани нумаях мар-ха. Пӗрремӗш кинона Европăра та, Латин Америкинче те пăхма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. 

Çӳлерех çыртăмăр ӗнтӗ, Раççей хальлӗхе информацилле вăрçа выляса ярать. Çапах та пур-и шанчăк çак фронтра та çӗнтерме? Пур пулсан мӗнле тапхăрта эпир? Анна Чапман шучӗпе, юлашки çулталăк çурăра çынсен куçӗ уçăлма пуçланă. «Пулăмсене, тӗрлӗ лару-тăрăва шута илсе çынсем мӗн-тӗр кунта урăхларах пулнине, сыпăнманнине туйма пуçларӗç. Вӗсем информацин урăх çăлкуçӗсене шырама тытăнчӗç. Ку чухне пирӗн сӗкӗнсе кӗмелле мар, ан тив хăйсем шыраса  тупчăр пире. Эпир вара хатӗр продукципе кӗтсе илӗпӗр», – пӗтӗмлетрӗ Анна. 

Шел те, паллă тележурналистпа, экс-разведчикпа калаçма вăхăт сахалрах пулчӗ. Фильмсенче çивӗч те принциплăскер пурнăçра питӗ ырă, çав тери уçă кăмăллă, кулса çеç тăракан çын Анна. Пуринпе те ыррăн, чунтан калаçрӗ вăл, уйрăмах ватăсемпе. Карчăксем ӗнтӗ ун хыççăн пăравус пек хыççăн çӳрерӗç, май килсен ыталаса: «Маттур эс,  хӗрӗм», – терӗç хӗпӗртесе.  (Автор сăнӳкерчӗкӗ).  

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество