Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

УЛТАВА ТĂРĂ ШЫВ ÇИНЕ ШКУЛ ФРОНЧӖ КĂЛАРӖ

Парламент урокӗсем «Эпир Раççей гражданӗсем» темăпа иртӗç

«Эсир пирӗн элита, педагогсем мӗн тери пысăк халăх пулнине тӗрӗссипе палăртман та-ха. Сирӗн алăра çӗршыв, республика пуласлăхӗ», – çакăн пек хак пачӗ вӗрентекенсен ӗçне ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин парламент çуртӗнче хуласемпе муниципаллă районсенчи вӗрентӳ уйрăмӗсен, историпе обществознани тата право  вӗрентекенӗсен методика пӗрлешӗвӗн ертӳçисемпе, педагогсемпе иртнӗ ларура. Тӗлпулăвăн тӗллевӗ 2023 çулта пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӗрентӳ учрежденийӗсенче парламент урокӗсене ирттерессине пăхса тухасси. Кăçал парламент урокӗсем Тутарстанри кашни шкулта февралӗн 1 – 18-мӗшӗсенче «Эпир Раççей гражданӗсем» темăпа иртӗç. Уроксене Наци культурисемпе йăлисен çулталăкне халалланă.

Сăмах май, парламент урокӗсем республикăра 2009 çултанпа пыраççӗ. Фарид Мухаметшин шучӗпе, вун тăватă çул хушшинче çитӗнекен ăрăва республикăн обществăлла политика аталанăвӗпе интереслентерни харама кайман. «Ку таранччен право, закон йӗрки пирки нумай калаçнă эпир, гражданла яваплăх çинчен сахалрах. Çавăнпа пӗлтӗртен пуçласа, ТР Конституцийӗ 30 çул тултарнă тӗле, ăна тӗп тимлӗхе илтӗмӗр», – терӗ парламент пуçлăхӗ.  

Фарид Мухаметшин палăртнă тăрăх, ачасемпе çамрăксене гражданла патриотизм воспитанине парасси – чи кирли. Ăна вăхăт та кăтартса пачӗ. Ăс-хакăл аталанăвӗн никӗсне хывасси, ун шучӗпе, çемье тивӗçӗ. «Патриотизмла воспитани ашшӗ-амăшӗнчен пуçланать. Шкул тата педагогсем ăса хывнине çирӗплетсе пыма тивӗç. Пирӗн ачасем ăс-хакăл енчен çирӗп пулччăр, çӗннине тивӗçлӗ кӗтсе илме пултарччăр тесен воспитани ӗçӗн рульне, паллах, шкул тытса пымалла», – терӗ Фарид Хайруллович. Тулашран килекен деструктивлă контента хирӗç тăрас тесен педагогсен ашшӗ-амăшсен пӗрлӗхӗсемпе те тачă çыхăнса ӗçлемеллине каларӗ.

Парламент пуçлăхӗ вӗрентекен статусӗ пирки те сăмах хускатрӗ. Ун шучӗпе учитель  авторитетне тавăрмаллах, вăл граждан обществин аталанăвӗшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ: «Ӗлӗк эпир урампа пынă чух учителе курсан тӳрленсе тăраттăмăр, куç умне курăнас мар тесе хăш чух таçтан аякран учитель килнине асăрхаса айккине пăрăнаттăмăр. Питӗ пысăк çын пулнă учитель. Педагогсен пӗрлӗхӗн, вӗрентекенсемпе наставниксен çитӗнекен ăрăва тӗрӗс ориентирсем суйлама, çын пулма пулăшассинче пысăк витӗм кӳреççӗ», – терӗ Фарид Мухаметшин вӗрентекен статусӗ, пӗлтерӗшӗпе вырăнӗ пирки çывăх вăхăтра федераллă шайра пăхса тухассине пӗлтерсе.  Ачасен ăс-хакăлпа кăмăл-сипет енчен пӗтӗм енлӗ аталанăвӗпе, аслисене хисеплессипе гражданла туйăмсене аталантарассипе çыхăннă ыйтусем Раççейӗн çӗнетнӗ Конституцине кӗртнине, вӗсене вӗрентӳ çинчен калакан федераллă законра шута илнине аса илтерчӗ. 

Фарид Мухаметшин хăй сăмахӗнче нумай нациллӗ, нумай конфессиллӗ  республикăри халăхсен туслăхӗпе килӗшӗвӗ, çемье тӗреклӗхӗн кирлӗлӗхӗ çинчен нумай каларӗ.  

Республикăра наци политикине пурнăçлассин чи эффективлă инструменчӗсен шутне Тутарстан Халăхсен ассамблейине кӗртрӗ. Ун тӗслӗхӗпе ют çӗршывсем те интересленеççӗ. Иртнӗ çул вӗçӗнче ассамблейăна Пӗрлешӳллӗ Нацисен организацийӗн Экономикăпа социаллă канашӗн консультативлă статусӗпе тивӗçтернӗ.  

Фарид Мухаметшин сăмахӗпе, вӗрентекенсен ачасене паянхи лару-тăру çинчен тӗрӗс ăнлантарма пӗлмелле: «Эпир украинсемпе вăрçăшмастпăр. Украина çӗрӗ çинче хамăрăн çӗршыва хӳтӗлетпӗр. Енчен те ятарлă çар операцийӗ пирки йышăнăва вăхăтлă туман пулсан, нацистсене хӗç-пăшалсăрлантарма тытăнмасан ытларах юн тăкăнатчӗ. Çӗршыв пысăкрах çухату тӳснӗ пулӗччӗ». Республикăна Донбасран пин çурă ытла çынна йышăннине палăртса хăварчӗ парламент ертӳçи. 

Сăмаха вӗçлесе Фарид Мухаметшин вӗрентӳ ӗçченӗсене, педагогсене республикăшăн пӗлтерӗшлӗ ӗçсене пысăк тӳпе кӗртнӗшӗн тав турӗ: «Тӗрӗссипе сирӗн власть вăйӗ пысăкрах та. Премьер-министрăн та ун чухлӗ çук. Çитӗнекен ăрăвăн ăс-тăнӗпе хуçаланатăр эсир. Çӗршывпа республика пуласлăхӗ сирӗн алăра», – терӗ Фарид Хайруллович.  

ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗпе тӗл пуличчен педагогсен семинарӗ иртрӗ. Çавăнта 2023 çулхи парламент урокӗсен теорипе методика аспекчӗсене пăхса тухрӗç. Ăна Патшалăх Канашӗн закон тексчӗсене тутар тата вырăс чӗлхисемпе пӗрпеклетессипе комиссин председателӗ Римма Ратникова йӗркелесе пычӗ. Тухса калаçакансен шутӗнче ТР Вӗрентӳпе наука министерствин Пӗтӗмӗшле пӗлӳ управленийӗн пуçлăхӗ Татьяна Алексеева, ТР культура министрӗн çумӗ Дамир Натфуллин, ТР Вӗрентӳ аталанăвӗн институчӗн проректорӗ Лариса Шамсутдинова, ТР Президенчӗн пулăшуçи, «Движение первых» Раççей çамрăкӗсемпе ачисен регионти уйрăмӗн канашӗн председателӗ Тимур Сулейманов пулчӗç. Докладсемпе тухса калаçакансен тӗп теми гражданла патриотизм воспитанийӗ, информаци уçлăхӗнчи фейксем тата вӗсене хирӗç кӗрешесси, объективлă ăнлантарса парасси тавра пычӗ. Спикерсен шучӗпе кăçалхи парламент урокӗсенче асăннă темăсем тӗп никӗсре пулмалла. 

Римма Ратникова Раççей шкулӗсенче харпăр информаци «фрончӗ» хута кайнине пӗлтерчӗ. Кун пирки РФ Президенчӗпе Владимир Путинпа пулнă канашлура РФ çутӗç министрӗ Сергей Кравцов сăмах хускатнă. Министр палăртнă тăрăх, педагогсем суя хыпарсене, тӗрлӗ провокацисене тăрă шыв çине кăларса ачасене идеологилле агрессирен, улталанасран сыхлама тивӗç пулӗç. 

Юлашкинчен педагогсем ӗçтешӗсене хăйсен опычӗпе паллаштарчӗç, шухăшӗсене пӗлтерчӗç.      

Ирина ГОРДЕЕВА.   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев