Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ултавçăсем 6 уйăх хушшинче 2,1 миллиард тенкӗ вăрланă

Тутарстанра ултă уйăх хушшинче информаци технологийӗсемпе усă курса тунă преступленисен шучӗ 43,3 процента чакнă – 14 886-ран 8 441 таран. Кун пирки ТР прокуратурин уйрăмӗн прокурорӗ Алмаз Фаттахов пӗлтернӗ.

Преступленисен шучӗ чакнă пулин те çынсене кӳнӗ сиен пысăк – 2,1 миллиард тенке яхăн. Чи пысăк суммăсене йӗрке хуралӗн органсен тата финанс организацийӗсен ӗçченӗсем тесе шăнкăравлакан аферистсем вăрлаççӗ.

Тӗслӗх вырăнне Алмаз  Фаттахов Хусанта пулса иртнӗ ӗç-пуçа илсе кăтартнă: ултавçăсем хӗрарăма хваттерсемпе автомобильсене суттарнă, ун хыççăн 11 миллион тенкине ВСУ валли  куçарасран сыхласа хăварас тесе курьертан парса яма ыйтнă. Кăçал çакнашкал курьерсемпе çыхăннă 94 уголовлă ӗç пуçарнă.

Унсăр пуçне прокуратура пӗтӗмӗшле 68 миллион ытла  тенкӗлӗх 241 тавăç тăратнă. Ведомствăра ултавçăсен аллине лекекенсем çамрăкланнине палăртнă: кашни тăваттăмӗш шар куракан 30 çула çитеймен.

Экспертсем иккӗленӳллӗ шăнкăравсем пулсан васкама хушмаççӗ, лару-тăрăва тăвансемпе юлташсемпе сӳтсе явма сӗнеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество #ОсторожноМошенники