Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

УНĂН ТАНКӖ ТЕМИÇЕ ТЕ СИРПӖННӖ

Чăваш Пăрнай каччи çулталăк çурă Афганистанра хӗсметре пулнă хыççăн хăйӗн çуралнă кунӗнче килне таврăннă

Элкел районӗнчи Чăваш Пăрнайӗнче 1961 çулта çуралнă Иван Дулатова 1980 çулхи июнӗн 15-мӗшӗнче Совет çарне илнӗ. Июльтен пуçласа ноябрьччен вăл Туркмен ССрӗнчи Теджен хулинче вăтам танкăн механик-водителӗ пулма вӗреннӗ. Çав çулах декабрь уйăхӗнче Ивана малаллахи служба иртме Афганистана янă. 

СССР чикки урлă вертолетсемпе каçнă вӗсем, Кундуз гарнизонӗнче анса ларнă. БМПпа Тулукан хули çывăхне çитнӗ – кунта 149-мӗш мотострелковăй полкăн танк батальонӗ вырнаçнă.

Иван Дулатов Т-62 танкăн механик-водителӗ пулса темиçе уйăх хушши мотострелковăй взводпа пӗрле Тулукан хули хӗрринчи ту айккипе юхса выртакан юханшыв урлă хывнă кӗпере хуралланă. Каярах унăн танк роти нумай хутчен çар операцийӗсене хутшăннă. 

Пӗррехинче Дулатовăн танкӗ мина çине пырса кӗнӗ те сирпӗннӗ. Телее, экипаж – танк командирӗ Владимир Макаров капитан, авăрлакан Сергей Миронов рядовой, тупă наводчикӗ Сергей Митин сержант – сывă юлнă. Танк вара арканмаллипех арканнă, текех нимле юсав та пулăшайман ăна. 

1981 çулхи апрельте Иван Дулатов хӗсмет иртекен танк ротине Ханабад хулине куçарнă. Кунта вара пăлхавçăсем кашни кунах пирӗн салтаксем тăракан подразделени çине пенӗ. Çавна кура хула хӗрринелле куçма тивнӗ. Иванăн танкӗ, 2-мӗш танк ротинче шутланаканскер, Кундуз – Файзобад стратегилле пӗлтерӗшлӗ çула сыхланă. Тата автомобильсен колоннипе пӗрле ял-хуласене законлă мар çар йӗркеленӗвӗсенчен тасатас ӗçсене хутшăннă. 

Пӗрре çапла Кундузран Ханабада кайнă чух вӗсем çине тăшман хытă пеме пуçлать. Кун пирки акă мӗнле аса илет Иван Дулатов: «Малта пыракан танка гранатометран персе лектерчӗç. Ку танкăн командирӗ Иван Кузнецовччӗ, Тутарстанри Алексеевски районӗнчен. Механик-водителӗ Павлă районӗнче çуралса ӳснӗ Фирдаус Гараев. Наводчикӗ Алексей Ничепоренко, Украинăран. Авăрлаканни узбек каччиччӗ, хушаматне астумастăп ӗнтӗ. Вăл, хытă аманнăскер, çавăнтах вилчӗ. Эпир хамăр экипажпа çунакан танк патне çитрӗмӗр те юлташсене пулăшма васкарăмăр. Тăшман пӗр минута та пеме чарăнмасть. Эпир командирпа тата авăрлаканпа пӗрле çунакан танкăн экипажне хăтарнă вăхăтра  наводчик танк пулемечӗпе тăшмана персе пире хӳтӗлерӗ. Çунакан танкра снарядсем шартлатса çурăлма пуçларӗç, вара вăл тӗппипех çунса кайрӗ. Башни çаврăнса аяккалла сирпӗнчӗ. 

Кӗçех икӗ салтак çухални пирки пӗлтӗмӗр. Танксен экипажӗнчисем пурте аманнă, пӗри, каларăмăр ӗнтӗ, вилнӗ. Эпӗ сурана бинтпа çыхрăм та çапăçу пулнă вырăна пӗчченех кайрăм. Аманнă икӗ салтака çавăнта тупрăм. Вӗсем хăйсем тӗллӗн утаймаççӗ иккен. Пăлхавçăсем вара пеме чарăнма шутламаççӗ те. Аманнисене танк çине хурса хамăр тăракан вырăна илсе килтӗм».

1982 çулта Иван Дулатовăн танкӗ татах мина çинче сирпӗннӗ. Взрыва пула сылтăмри гусеница татăлнă. Экипаж ăна юсама тухсан тăшман тата вăйлăрах пеме пуçланă. Пӗр вăхăтрах юсама та, тăшманран персе хӳтӗленме те тивнӗ салтаксен. Маххă паман пирӗннисем – персе тăнă çӗртех гусеницăна юсанă та ума лартнă çар задачине пурнăçланă. 

Тăшман час-часах хăйсем тӗллӗн тунă минăсем хунă. Вӗсене танк снарячӗсен пенӗ хыççăн пушаннă гильзисемпе усă курса тунă: ăшне взрывчатка тултарнă та кăштах çӗре чавса çул варринех лартса хăварнă. Хăш чухне взрывчаткăна çӗр ăшнех чавса чикнӗ, детонаторăн контакчӗсен хушшине хаçат касăкӗсем хурса тухнă – замыкани хăвăрт ан пултăр тесе. Çавăнпа çул урлă темиçе техника йӗркеллех иртсе кайнă, унтан тин взрыв пулнă. 

Мина хурас ăсталăха çӗнетсех пынă тăшман. Вăл тепрехинче хăçан, ăçта, мӗнлерех капкăн хатӗрленине епле пӗлейӗн-ха? Çулла ытларах чухне танк ăшӗнче питӗ шăрăх, тимӗрӗсене тытма çук вӗри. Хӗлле вара ту-сăртлă вырăнсенче çав тери сивӗ, нӳрӗ те чăтмалла мар хивре çил вӗрет. Хăш чух эрни-эрнипе сивӗ çумăрсем çăваççӗ. Тепӗр чух тата пӗтӗм таврана çăра тӗтре карса илет...

Иван Дулатов Совет çарӗнче 1982 çулхи июньччен хӗсметре пулнă. Килне шăп хăйӗн çуралнă кунӗнче, июнӗн 15-мӗшӗнче, таврăннă. Савнийӗ Татьяна ăна икӗ çул вăрçăран кӗтнӗ. Дулатовсем хӗрпе ывăл çуратса ӳстернӗ, халӗ 4 мăнукӗпе йăпанаççӗ. 

Иван Лазаревич çарта пӗрле пулнă юлташӗсенчен нумайăшӗнпе халӗ те çыхăну тытать. Тӗрлӗ вăрçăсенче пулнисем ирттерекен мероприятисене яланах хастар хутшăнать. Шкул ачисемпе çамрăксенче патриотизм туйăмне чӗртсе аталантарас тӗлӗшпе нумай ӗçлет. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев