Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Унăн тирпейлӗхӗ, йăрăс та патвар утти, çап-çутă та йăлтăртатса тăракан хром аттисем халӗ те ял халăхӗн куçӗ умӗнче

Çӗр çинче пурăнакан кашни çыннăн хăйӗн историйӗ, хăйӗн шăпи. Кашни çын çӗр çинче хăйӗн пурнăç йӗрне хăварать. Çав йӗр тăрăх вăл мӗнле çын пулнине нумай çул иртнӗ хыççăн та тӗпчесе пӗлме пулать. Шел, паллă та чаплă, ăслă та вăйлă çынсем çинчен нумай чухне вăл сывă чухне мар, çут тӗнчерен уйрăлнă хыççăн кăна пӗлетпӗр. Çапах та ваттисем калашле: «Пуян çын вилет – мул юлать, хисеплӗ çын вилет – ят юлать», – тени тӗрӗсех. Çак пӗлтерӗшӗн чăнлăхне Анисим Владимирович Кузнецов пурнăçӗн тӗслӗхӗпе çутатса пама пулать. Вăл – манăн кукаçей.

«Куштансен» йăхӗнчен

А.В.Кузнецов 1913 çулхи июльте Çӗпрел районне кӗрекен Матак ялӗнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Вӗсене ялта «куштансем» тенӗ, халӗ те çак ят халăх хушшинче сыхланса юлнă. Унăн историйӗ кӗскен кăна çапла: ӗлӗкхи вăхăтра Çимӗк çитсен ялпа ял, касăпа касă çапăçнă. Ялпа ял çапăçнă вăхăтра Матак ялӗнчен лашапа Анисимăн ашшӗ Тимăркка (Владимир), Чăваш Ишлӗрен Цивильсий хашаматлă çын тухнă. Кам та кам çак çапăçура çӗнтерет, çав ял çыннисем Çимӗк вăййисенче ертсе пыракансем пулнă: картана тăрса сăвă каланă, таканкки сикнӗ, купăс каласа юрланă, ташланă, тӗрлӗрен вăйăсем вылянă. Паллах, Тимăркка çапăçура яланах çӗнтернӗ, çавăншăнах ăна «куштан» ят панă. Çапла вара куштан Тимăркка пулса тăнă.

Анисим 1922 – 1928 çулсенче ялти шкулта вӗреннӗ. 5-мӗш класра чухнех вăл çӗр ӗçне пуçăннă, лашапа суха тунă. Шкултан вӗренсе тухсан 1933 çулта ял Советӗнче налук пуçтаракан пулса ӗçлеме тытăннă. Ытти ялти çамрăк каччăсем пекех 1935 – 1937 çулсенче совет çарӗнче хӗсметре тăнă, тăван яла аслă сержант званийӗпе таврăннă. Хӗсметрен таврăнсан ăна ял Совечӗн пуçлăхне суйлаççӗ. Кунта вара вăл мӗн Аслă вăрçă пуçланичченех вăй хурать. Çав хушăрах Пăчăрлă Пашьел хӗрӗпе, Кӗтернепе пӗрлешсе икӗ ача, хӗрпе ывăл çуратаççӗ.

 

Тӗл перекен лейтенант

1941 çулхи июль уйăхӗнче ялти арçынсене вăрçа ăсатнă хыççăн, Анисим Владимирович хăйӗн ӗçне ял халăхне парса хăварса, фронта тухса каять. Вăл килтен вăрçа тухса кайсан вӗсен çемйинче тепӗр ывăл ача çуралать (шел, вăл вăрçă хыççăн выçлăхпа вилет), мăшăрӗ вара виçӗ пӗчӗк ачапа киле юлать. Аслă хӗрӗ виççӗре, ывăлӗ иккӗре пулнă. Малтанхи кунсенче, питӗ хаяр çапăçусенче, вăрçă хирӗнче нумай салтак выртса юлать. Хӗç-пăшал, снарядсемпе патронсем, вăрçăра кирлӗ хатӗрсем çитменнисем те пулнă, мӗншӗн тесен пирӗн çӗршыв ку вăрçă пуласса кӗтмен. Унсăр пуçне вăрçăра политработниксем те çитмен. Вара çар командованийӗ А.В.Кузнецов аслă сержанта Мускав çывăхӗнчи 5-мӗш армин политшкулне вӗренме ярать.

Вăл вăхăтра нумай вăхăт хушши вӗренме çуккине пула вӗсене хăвăртлăх мелӗпе вӗрентсе кăларса тӗрлӗ фронтсене ăсатаççӗ. Анисим вара тӗрлӗ чаçсенче политрук пулса тăшмана аркатнă çӗре хастаррăн хутшăнать. Вăрçăри пӗрремӗш наградăна вăл 1941 çулта «Мускава хӳтӗленӗшӗн» медаль илме тивӗç пулать, çавăнтах вăл питӗ йывăр аманать те. Госпитальтен сывалса тухнă хыççăн вăл каллех фронта каять, салтаксемпе çума-çумăн тăрса тата та хаяр çапăçусенче паттарлăх кăтартать. Унăн хастарлăхӗпе паттăрлăхне шута илсе çар командованийӗ 1943 çулта ăна Ташкент хулинчи 25-мӗш артиллери çар училищине вӗренме ярать. Çак çар училищине виçӗ уйăхра вӗренсе пӗтерсен Анисим Кузнецов лейтенант каллех тăшмана аркатма пуçлать, унăн тупăран пенӗ снарячӗсем яланах тӗл лекеççӗ.

Çак хăрушă та хаяр вăрçăра вăл темиçе хутчен те питӗ йывăр аманать. Çар тухтăрӗсем ăна вилӗмрен пӗрре мар хăтарса хăварнă. Унăн паттăрлăхӗ пирки вара наградăсем каласа параççӗ: Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗ (Сталинград хулине хӳтӗленӗшӗн); Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин II степеньлӗ орденӗ (Висла юханшывӗ урлă каçса тăшман плацдармне аркатнăшăн); Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин I степеньлӗ орденӗ (Одер юханшывӗ урлă салтаксене каçма пулăшса, тупăсенчен тӗл персе тăшмана аркатнăшăн); медальсем – Мускав, Ленинград, Сталинград хулисене хӳтӗленӗшӗн; Варшавăпа Прага хулисене тăшманран  тасатнăшăн; Берлин хулине çӗнсе илнӗшӗн тата ытти те. Пурне те аса илсе пӗтерме те çук.

 

Тăрăшуллă председатель

Совет çарӗн майорӗ А.В.Кузнецов вăрçă вӗçленсен те-ха яла таврăнма васкамасть, мӗншӗн тесен Тăван çӗршыва сыхлама, çамрăк салтаксене вӗрентме çар ретӗнчех юлать. Çапла вара вăл вăрçăран 1946 çулхи ноябрь уйăхӗнче тин килне таврăнать. Офицер тăван яла таврăнсан та алă усса лармасть, тӳрех ӗçе пуçăнать. Ăна каллех ял Совечӗн председательне суйлаççӗ. Иртен пуçласа мӗн каçчен çак ӗçре вăй хума тӳр килет. 1948 çулта пӗчӗк колхозсене пӗрлештернӗ хыççăн район ертӳçисем «Трактор» колхоза ертсе пыма Анисим Владимировича шанаççӗ. Вăрçă хыççăнхи йывăрлăхсене пăхмасăр вăл тăван колхоза çӗклеме пӗтӗм вăй-халне, пӗлӗвне парать. Унăн тăрăшулăхӗпе колхозра çӗнӗ выльăх витисем, анкарсем туса хураççӗ, хресченсем те çӗнӗ çуртсем тума пуçлаççӗ, мӗншӗн тесен колхоз лесхозран ирӗк илсе вăрмантан йывăçсем кăларма пуçланă. Тыр-пул, сӗт, аш туса илессине те самаях ӳстереççӗ, колхоз районта малти вырăнсене тухать. 1954 çулта «Динамо», «Трактор» тата каярахпа «Дубровка» колхозсене пӗрлештерсе «Большевик» колхоз туса хурсан та ертсе пыма А.В.Кузнецовах шанса параççӗ. Вăл вара лара-тăра пӗлменскер, пур çӗре те хăй çитсе ӗçсем епле пынине тӗрӗслесе ертсе пырать, кунӗпе те лаша çинчен анмасть. Унсăр пуçне, колхоз пурлăхне вăрлакансемпе те кӗрешет, вӗсен çулӗсене пӳлет, халăх умӗнче çав çынсене явап тыттарать. Çакăн пек çынсем ăна курайми пулаççӗ, ăна тӗп тăвас тесе икӗ хутчен килне пырса, çӗрле, çывăрса выртнă вăхăтра, чӳречерен пăшалпа переççӗ. Телее арăмӗпе хăй те, ачисем те инкек курмаççӗ, сывă юлаççӗ. Вăрçăра пиçӗхнӗ офицера хăратма, тӗп тума çуккине кура, çак киревсӗр çынсем (вӗсен ячӗсем халӗ паллă ӗнтӗ) унăн Володя ятлă ывăлне тискеррӗн вӗлереççӗ. Унăн виллине çур çултан тин тупса масар çине пытараççӗ.

 

Ял-йыш асӗнче

Ялти ватăсем халӗ те астăваççӗ-ха: килӗнче çимелли çук пулин те, вăл колхоз кӗлетӗнчен килне пӗр килограмм тырă та илсе килмен, ӗçлекен çынсене кăна панă. Çавăнпа та унăн çемйинчи ачисем мӗн пӗчӗкрен, хăй пекех, ӗçре пиçӗхнӗ, кашни хăй ӗçлесе хăйне хăй тăрантнă. Вăрçă хыççăн вӗсен çемйинче тата тăватă ача (икӗ хӗрпе икӗ ывăл) çуралнă. Аслă ывăлӗ, Петя, техника наукисен кандидачӗ, профессор, Уралта НИИре вăй хунă. Кӗçӗн ывăлӗ, Саша, милици полковникӗ, Ульяновск хулинче пурăннă.

А.В.Кузнецов пуçлăхра ӗçленӗ пулин те, яланах халăхпа пӗрле пулма, пулăшма тăрăшнă. Вӗсен пурнăçри йывăрлăхӗсене, улшăнăвӗсене, хуйхи-суйхине пӗлсе тăнă. Унăн тирпейлӗхӗ, йăрăс та патвар утти, çап-çутă та йăлтăртатса тăракан хром аттисем халӗ те ял халăхӗн куçӗ умӗнчех тăраççӗ. Шел, вăрçăпа ӗç ветеранӗ, йывăрлăхран хăраман офицер, паянхи кунччен пирӗнпе пӗрле пурăнаймарӗ, вăрçăра амансан ӳте кӗрсе юлнă тăхлан ванчăкех ăна вăхăтсăр çӗре кӗртрӗ пуль. 1981 çулхи ноябрь уйăхӗнче вăл яланлăхах куçне хупрӗ, Матак масарӗ çинче ӗмӗрлӗх канлӗх тупрӗ. Апла пулсан эпир, ăна пӗлекенсем, ун çинчен, ун паттăрлăхӗпе чапӗ çинчен нихçан та манмастпăр. Вăл яланах пирӗн асра, чӗрере лайăх енпе кăна юлӗ. Чыс та хисеп çакăн пек çынсене. Çамрăксене вара пурнăçра камран тӗслӗх илмеллине инçетре шырамалла та мар, вăл Матак ялӗнчех – Анисим Владимирович Кузнецов.

Виталий МЕРДЕЕВ,

Чăваш халăх ăс-хакăлӗн тава тивӗçлӗ ăсти.

Çӗпрел районӗ,

Матак ялӗ.

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗкре Анисим Владимирович Кузнецов (сулахайра).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 75 годовщина победы