Унăн ырми-канми ӗçӗ – ыттисемшӗн тӗслӗх
Кашни ялта тенӗ пекех пурте хисеплекен, пуринчен ытла сума сăвакан çын пур. Мӗнле ӗç пуçлас тесен те çавăн пек çынсемпе канашлаççӗ малтан. Кӗскен каласан, вӗсем çинче ял тытăнса тăрать. Хăйӗн тăван ялӗшӗн чунне парса тăрăшаççӗ унашкал çынсем – вăхăтне те, вăй-халне те шеллемеççӗ. Шăп çавнашкал хастар ял старости пирки каласа парас килет те ман вулакансене.
Энтриел ачи
Василий Трофимов Чăваш Енри Шăмăршă районӗнчи Энтриелӗнче çуралса ӳснӗ. Мӗн ачаран строитель пулма ӗмӗтленнӗ. Шкул пӗтерсен çак тӗллевпех Мускаври патшалăх университетне вӗренме кӗнӗ, ядерлă шахтăсемпе аэродромсен строителӗн специальноçне алла илнӗ.
– Атте, Михаил Васильевич, маншăн яланах тӗслӗх пулнă. Эп ун пек пулма тăрăшаттăмччӗ. Вăл нумай çул вырăнти строительство организацийӗнче прораб пулса ӗçлерӗ. Ялта та, районта та питӗ хисеплӗ çынччӗ. Строитель профессине ăна кура суйласа илтӗм. Çакăншăн аттене тав туса пӗтерейместӗп, – каласа парать Василий.
Василий Трофимов нумай ачаллă чăваш çемйинче ӳснӗ. Килте яланах килӗшӳ, татулăх хуçаланнă. Ачалăхне аса илнӗ май вăл хăйӗн пурнăçӗнче йӗр хăварнă пӗр ăнсăрта аса илчӗ.
Асламăшӗн укçипе «Малыш» туянни халь те асра
– Эп ун чух 10 çултаччӗ. Пӗррехинче мана почтальон асанне килте çуккипе унăн пенсине парса хăварчӗ. Эпӗ тӗрлӗ тӗслӗ хут тата вак укçа çине чылайччен сăнаса пăхрăм. Пăхрăм-пăхрăм та 16 пус çухалнине никам та асăрхамӗ тесе шутларăм. Ача-пăча çиекен «Малыш» смесь шăпах çав хак тăратчӗ. Вăл вăхăтра унран тутли ним те çукчӗ-тӗр ача-пăчашăн... Укçа çухалнине килтисем çавах та асăрхарӗç. Почтальон вăрланă тесе шутларӗç. Чăтаймарăм, йӗрсе ятăм та укçана хам илни пирки каласа патăм. Мана хытă вăрçмарӗç, эп тунă япăх ӗçшӗн айăпсăр çын явап тытма пултарни пирки тӗплӗн ăнлантарса пачӗç. Çак куна эпӗ нихăçан та манас çук. Тӗрӗссипе каласан, пире, виçӗ ывăлне, аттепе анне нихăçан та хытă вăрçса курман. Яланах лăпкăн кăна сăмахпа каласа ăнлантарма тăрăшатчӗç. Тавах вӗсене, – калавне малалла тăсать Трофимов.
Çырчаллине – çуртсем тума
Тутарстанри Çырчалли хулине Василий 1996 çулта направленипе килсе лекнӗ – автогигантăн рабочийӗсем валли коттеджсем тума янă ăна кунта.
– Боровецки вăрманӗнче уйăрса панă участоксенче КАМАЗра ӗçлекенсем валли çуртсем турăмăр. Эп прорабчӗ. Кунсăр пуçне пирӗн бригада соцкультбыт объекчӗсене юсаса çӗнетес ӗçе те пурнăçлатчӗ, – аса илет Шăмăршă чăвашӗ.
2009 çулта пуçаруллă арçын çурт-йӗр тата промышленность объекчӗсем тăвассипе хăйӗн фирмине уçнă. Халь ун патӗнче ик çӗр ытла çын ӗçлет, тӗпрен илсен – узбексем. «Тӳрӗ кăмăллă, ӗçчен те тăрăшуллă вӗсем, ӗçе пысăк пахалăхпа тата вăхăтра пурнăçлаççӗ. Чи-чи кăткăс объекта тума та шанма пулать вӗсене», – тет Василий.
Вăрман хӗрринчи ял илӗртнӗ
Ялта çуралса ӳснӗскер вăл яланах яла юратнă. Аслăланса пынăçемӗн ку туйăм тата та ытларах вăйланать иккен. Çавăнпах ӗнтӗ Василий Трофимов 2014 çулта Тукай районӗнчи Куаклы ялӗнче çӗр туяннă та çурт тума пуçланă.
Куаклы – питӗ илемлӗ ял. Йӗри-тавра вăрман. Вăл 1947 çулта Биклянь леспромхозӗн поселокӗ пек йӗркеленсе кайнă. 1958 çулта унта 139 çын пурăннă пулсан, 2010 çулхи çыравпа 17 кăна юлнă. Мелекес ял хутлăхӗн Ӗçтăвкомӗн даннăйӗсем тăрăх, хальхи вăхăтра Куаклынче 23 кил хуçалăхӗ шутланать, 19 çын пурăнать.
– Малтан Калмаш ятлă ялта çурт илтӗм, кăшт пурăнса та пăхрăмăр унта. Анчах та çывăхра вăрман çуккипе пит килӗшместчӗ мана кунта. Куаклынче те пӗтӗмпех аван мар-ха ӗнтӗ, асфальт çул çукчӗ. Пурри нефтяниксен бази патне кăна çитетчӗ, малалла вара – çул тенин ячӗ кăначчӗ. Мӗн тумалла? Ял хутлăхӗн пуçлăхӗпе Юрий Павловичпа калаçса пăхма шутларăм. Вăл вара ку ыйтăва патшалăх тӗрев панипе хамăр вăйпа татса пама май пуррине пӗлтерчӗ, – калаçăва малалла тăсать строитель.
Кӳршӗре те чăваш
Чăн та, халăхран пухнă сулăм укçипе тата республика бюджетӗнчен уйăрнă нухратпа усă курса ялти хастарсем Василий Трофимов ертсе пынипе 1,5 километр тăршшӗ паха çул тунă. «Халӗ хуть мӗнле çанталăкра та пушмакпах çӳреме пултаратпăр», – йăл кулать ыр кăмăллă чăваш.
Кунсăр пуçне 2022 çулта ялта 17 фонарь вырнаçтарнă. 2023 çулта чăрăшсем лартнă, ача-пăча площадкине çӗнетнӗ. Ял варрине пысăк та капмар чăрăш лартса хунă. Ку ӗçре Василий Михайловича Раиф Мухаметов питӗ пулăшнă, ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Юрий Васильев вара ӗçсене пурнăçлама техника уйăрса панă.
– Тӗрӗссипе каласан ялта çулла кăна ача-пăча нумай. Хальлӗхе вара, документсем тăрăх, Куаклынче пӗр ача кăна – манăн хӗрӗм Ева. Анчах та лару-тăру лайăх енне улшăнасса шанас килет. Акă икӗ çул каялла Сергей Иванов пирӗнпе кӳршӗлле çурт турӗ. Мухтав Турра, халь тăван чӗлхепе тăраниччен калаçмалли çын пур ман – Сергей те чăваш, Аксу районӗнчен. Эпӗ хӗрӗме те чăваш чӗлхипе культурине юратма вӗрентетӗп. Арăм ман тутар, анчах та чăваш апат-çимӗçне питӗ тутлă хатӗрлет – хуплу та пӗçерет, салма яшки те хатӗрлет. Шăрттана вара эп хам пӗçеретӗп, анне вӗрентрӗ, – кăмăллăн калаçать Василий.
Çӗнӗ çула ял старости хăйӗн укçа-тенкипех таврари пӗтӗм ачана пуçтарса уявсем йӗркелет. Вăрмантан парнесем тултарнă пысăк хутаçлă Хӗл Мучи тухнине курсан кам савăнмӗ?
Пăхса ытараймăн
– Трофимовсен çемйи куçса килнӗренпе çак пӗчӗк ял питӗ улшăнчӗ, – тет Тукай районӗнчи Мелекес ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Юрий Васильев. – Василий Михайлович сулăм укçин программи пулăшнипе яла мӗнлерех лайăх еннелле улăштарма пулнине хăвăрт ăнкарса илчӗ. Ял-йышпа кӗске вăхăтрах пӗр чӗлхе тупрӗ вăл, çавăнпах ăна староста тивӗçӗсене пурнăçлама шанчӗç. Паян Куаклы ялне пăхса ытараймăн – хăтлă, тухма-кӗме çулсем лайăх, çутă, çынсем валли мӗн кирли йăлт пур. Çакăнта Василий Трофимовăн тӳпи çав тери пысăк – вăл ял уявӗсене ирттернӗ чух та укçа-тенкӗпе пулăшать, ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли гуманитари пулăшăвӗ пухас ӗçе те хастар хутшăнать. Унăн ырми-канми ӗçӗ – ыттисемшӗн тӗслӗх.
Çапласкер вăл Василий Трофимов – хастар, ларма-тăма пӗлменскер, ӗçченскер, пурнăçа юратаканскер. Тукай районӗнчи чи пӗчӗк ялсенчен пӗринче тӗпленнӗ пулсан та хăй пурăнакан вырăна хитререх, лайăхрах тăвасшăн ырми-канми тăрăшать. Куаклы ӳссе, аталанса, чечекленсе пытăр тесе тем тума та хатӗр.
Лия МАРДЕГАЛЛЯМОВА.
Автор тата В.Трофимов архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев