Упасарри чечекне Ешĕлварта кам тупнă?
Иртнӗ эрнере Ешӗлвар славянсен культурин тӗп хули пулса тăчӗ пӗр вăхăта. Иван Купала уявӗ пирки сăмахăм. Июлӗн 5-мӗшӗнче шăрăха пăхмасăр асăннă вăхăтра уяв пуçланчӗ. Тематикăпа илемлетнӗ Хурăн ращине кӗнӗ çӗрте вырăс халăх тумӗсене тăхăннă аниматорсем шӳтле-шӳтле, такмаксем каласа кӗтсе илеççӗ.
Кăшт айккинерех сӗтел çи вăййисене выляма пулать. Анчах вӗсем хапха айккинче пулнипе-и, вăйă вырăнне питӗ тӗрӗсех суйласа илменнипе-и çын сахалрахчӗ (уява утакан çын хапха умӗнче чарăнӗ-и? Килне кайма пуçтарăннине те вăйăпа уявра тытса тăраймăн). Хурăн ращинче сăн ӳкме фотозонăсем йӗркеленӗ, пысăк мар сценăсем çинче тӗрлӗ енчен килсе çитнӗ хăй тӗллӗн вӗреннӗ артистсем вырăс халăх юрри шăрантараççӗ.
Хула халăхне çутçанталăкпа çывăхрах паллаштарас тесе пулӗ, парк айккипе, сылтăм енче «чӗрӗ кӗтес» уçнă. Шăрăхран сӗнксе тăракан качака, пăчăхнипе «мӗнле кӗтесе тарса пытанам» текен декоративлă кролик сулхăн шыраса чупкалать, пӗр-пӗччен тăракан кăвакалне валашкапа шыв та лартса паман. Çутçанталăкпа чăнах та çапла майпа паллашмаллаччӗ-ши Иван Купалăна килнисен?
Уяв площадкине хăйне май зонăсем çине пайласа тухнă. Акă, «чӗрӗ кӗтесрен» иртсенех сутуçăсен речӗ. Ытти уявсенчи пекех алкасем, сулăсем, теттесем, бисертан çыхса тунă мăй çыххисем сӗнеççӗ. Тата, паллах, пуç кăшăлӗсем (ободоксем). Çак кун Хурăн ращинче пуç кăшăлне сутакансем, чечексенчен çыхма вӗрентекенсем пайтах пулчӗç. Икӗ пысăк палаткăра ачасемпе çитӗннисене курăк-чечекрен пуç кăшăлӗ çыхма, эрешлӗ алшăлли тума вӗрентессипе мастер-класс ирттерчӗç.
Тӗп çулăн сулахай енче çар комиссариачӗ палатка лартнă, контракт çырса ятарлă çар операцине кайма килӗшӳ тăваççӗ унта. Интересленекенсем Калашников автоматне салатса пухма та вӗренме пултараççӗ. Паллах, вăхăтпа.
Ачасен площадки кăшт уйрăмрах çӗрте: тӗслӗ-тӗслӗ пурăпа ӳкерме те, ытти вăйăсене выляттарма та хавас аниматорсем. Вăййисем пит нумай тӗрлех марччӗ (пур çӗрте те Каравонри пек пулаймӗ çав). «Чӗрӗ кӗтес» умӗнчи тӳремре те вăйă ирттерекенсем пулчӗç, анчах кунта ытларах çитӗннисене кӗтрӗç курăнать. Эпир çакна асăрхарăмăр — Иван Купала хăнисем выляма килмен кунта (вăййа хутшăнакансем сайра пулчӗç). Пуç кăшăлӗ тăхăнса сăн ӳкесси ытларах интереслентерчӗ çынсене. Каçхине 10 сехетчен пынă этнодискотека хыççăн ращара упасарри чечекне шыракансем те пулчӗç-тӗр, Иван Купала-çке.
Тӗп сцена лапамра пулчӗ. Аван вырăн, цирк арени пек, пур енчен те лайăх курăнать. Куракансем валли ырă кăмăлтан тăрăшса саксем туса хитре симӗс тӗспе сăрласа лартнă. Анчах шăрăхпа хыр хăмасен сухăрӗ юхса тухса куракан тумӗсене вараласси çинчен шутлама пултарайман ӗнтӗ йӗркелӳçӗсем.
Уяв прологӗ кăçал ытти наци уявӗсенчи пекех, çемье темипе пулчӗ. Çитменнине уяв Çемье, юрату, ӗненӳ кунӗ çывхарнă тӗле иртрӗ. Илемлӗ юрăсем, хӗрӳллӗ ташăсем йӗркелӳçӗсем калас тенине кашни куракан патне çитерчӗç. Çутă инсталляцийӗсене экран çине ăста кăларакансене уйрăммăн алă çупса мухтамалла.
Пролог хыççăн сцена çине Ешӗлвар районӗн тата хулин пуçлăхӗ Михаил Афанасьев уява уçса славянсен культури çинчен, халăхсен туслăхӗ çинчен ырă сăмахсем каларӗ. Авалтан пыракан уява килнӗ пысăк хăнасем те микрофон умне тухса ешӗлварсене уявпа саламларӗç. Кăçал Иван Купалăна РФ Патшалăх Думин Национальноçсен ӗçӗсен комитечӗн председателӗн çумӗ, хальхи вăхăтра председатель ӗçӗсене туса пыракан Ильдар Гильмутдинов, ТР Премьер-министрӗн çумӗ — ТР промышленноçпа суту-илӳ министрӗ Олег Коробченко, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Людмила Рыбакова, ТР Раисӗн Шалти ӗçсен политикин департаменчӗн Наци политикине пурнăçлассипе управленийӗн пуçлăхӗ Данил Мустафин, ТР Ачасен прависем енӗпе уполномоченнăйӗ Ирина Волынец, ТР культура министрӗн пӗрремӗш çумӗ Юлия Адгамова, Ешӗлвар муниципаллă районӗн пуçлăхӗ, Ешӗлвар хулин мэрӗ Михаил Афанасьев, Wildberries компание никӗслекенӗ Татьяна Бакальчук, Тутарстан Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Ренат Валиуллин, Тутарстан Халăхсен Туслăх Çурчӗн директорӗ Тимур Кадыров, «Спадчына» («Еткер») Белоруссен Хусанти обществăлла организацийӗн председателӗ Сергей Маруденко, Вырăс наципе культура пӗрлешӗвӗн председателӗ Ирина Александровская хутшăнчӗç.
ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Ренат Валиуллин ТР Халăхсен ассамблейин Канаш Председателӗ Ф. Мухаметшин ятӗнчен саламларӗ, вырăс, украина, белорус халăхӗсен культурине аталантарас ӗçре çитӗнӳсем тунисене наградăсем пачӗ. Çырчаллинчи «Веснянка» (ертӳçи Р. Гайфуллин) украина халăх фольклор ансамбльне сцена тумӗсене çӗлеме сертификат пачӗ.
Уявра нумай çул пӗрле килӗштерсе пурăнакан мăшăрсене сцена çине чӗнсе саламларӗç. Роберт Зариповпа Радмила Графская çамрăк мăшăр вара туйне çакăнтах турӗç.
Иван Купалăн концерт программине РФ тава тивӗçлӗ артистки Варвара вӗçлерӗ.
Кăçал Иван Купала Ешӗлварта юлашки хут иртрӗ, 2025 çулта район центрӗнчен 10 километрти Ильинское ялӗнче ирттерме йышăннă — йышлă хăнасене йышăнма вырăнӗ, пуç кăшăлӗ яма кӳлли пур ялта.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев