Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Уписем салтаксене пур енлӗн пулăшма тăрăшаççӗ

«Хамăрăннисене пăрахмастăр!» — çак чӗнӳпе пурнăçланаççӗ ырă ӗçсем Упири Культура çуртӗнче. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшас тӗллевпе ырă ӗç пуçарнă уписем. Пенсионерсен пӗр ушкăнӗ нарăс уйăхӗнче пухăнса канашланă, мӗн кирлӗ пулассине палăртнă. «Пиртен те ырă пулăшу пултăр», — тенӗ.

Кирлӗ пулакан хатӗрсем валли ятарласа социаллă ушкăн уçнă. Ялтисем те, аякра пурăнакан ентешсем те укçа-тенкӗ куçарса пама пуçланă. Ялти ăстасем çыхмалли каркаса хатӗрлесе панă. Интернет-лавккасем урлă спанбонд, тетелсем заказ туса туяннă.


«Ырă ӗç икӗ ӗмӗр пурăнать», — теççӗ ваттисем. Пӗр ушкăн тетел çыхать, теприсем хăю касса хатӗрлеççӗ. Кашни кунах чун ыйтнипе ӗçе тухаççӗ.
«Кунсерен 10-шар çын пухăнасса шутламан та. Мухтавшăн мар, çӗршыври лăпкă пурнăçшăн ӗçлетпӗр», — теççӗ волонтерсен ушкăнӗнчи хӗрарăмсемпе арçынсем.


Ырă кăмăлпа, хăйсен ирӗкӗпе тӗрлӗ пулăшу пама хатӗр çынсем çӗршывра нумай. Упи ялӗнчи волонтерсем те пысăк пуçарулăхпа хастарлăх кăтартаççӗ. Акă 28-мӗш маскировка сетки çыхас ӗçе вӗçлерӗç. Çуркуннехи каникул вăхăтӗнче вӗрентекенсемпе пӗрле ачасем те пулăшу кӳнӗ, каçхине вара «Ăшă çурт» приют коллективӗ те сетка çыхма хутшăннă.


«Ăшă çурт» социаллă приютра окоп çуртисем хатӗрлес ӗçе йӗркеленӗ. Ял-йыш кар тăрса пушă шуç банкăсем пуçтарса парать. «Ырă ӗçӗн çимӗçӗ те ырă», — тенӗ ваттисем. Çак ырă ӗçе ачасене те явăçтарнă. Парафин ирӗлтерсе савăта тултараççӗ.


Шкулта вӗренекенсем салтаксем валли çыру çыраççӗ. Шăрçаланă йӗркесенче тăван киле ырă-сывă, тӗрӗс-тӗкел, ашшӗ-амăшӗ патне Çӗнтерӳпе таврăнма сунаççӗ.


Ялта пурăнакансем тӗрлӗ енлӗн пулăшма тăрăшаççӗ. Ял хутлăхне апат-çимӗç, ăшă нускисем, çи-пуç кӳрсе параççӗ, каярахпа салтаксем патне волонтерсем урлă ăсатаççӗ. «Пӗрлӗхре — вăй», — тесе ахальтен каламаççӗ. Коробкăсем çине: «Çӗнтерӳпе кӗтетпӗр!» — тесе çырнисем те çакна çирӗплетеççӗ.


Фронтпа тыл пӗрле пулни Çӗнтерӗве çывхартма хавхалантарать.


Юрий АДЪЮТАНТОВ.


Çӗпрел районӗ, 


Çӗнӗ Упи.


Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев