Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

УРЕТНИК

Афганистанра паллашнă ентешӗм асанне каласа панă историри тӗп сăнарăн мăнукӗ пулса кайрӗ

Çар хушăвӗсене пурнăçласа Пули-Хумри текен хула çывăхӗнчи çар склачӗсем патне çитме тӳр килчӗ. Çӗр каçма пӗр хăна çурчӗ манерлӗ çурта кӗтӗм. Кунта тата тăватă офицер чарăннă иккен. Çывăрма выртиччен 11 сехет те çитрӗ. Пӳлӗмри кӳршӗсемпе паллашрăм, кам ăçтан пулнине пӗлтӗм. Ирхине манăн колоннăпа хăрушă маршрутпа иртмелле, тен, манпа пӗрле çӗр каçакансенчен кам-тăр çак çулпах каять? 

 

– Эс хăш енчисем пулатăн? Акцент пит палланă пек, – интересленчӗ пӗр офицер. 

– Тутарстанран, – терӗм м­ă­йăх­лă­скере. 

– Э-э-э, эпир санпа ентешсем иккен, – савăнăçне пытармарӗ вăл. – Эпӗ Александр Владимирович, Çӗпрел районӗнчи Упи ялӗнчен. Чăваш эпӗ. 

– Расих Залялов, – тетӗп. – Эпӗ тутар, – хапăлласах паллаштаратăп хампа. Тăван килтен çакăн пек инçетре пулса та ентешпе тӗл пулнăшăн пит хӗпӗртерӗм. – Пăва районӗнчи Карлă ялӗнче çуралса ӳснӗ эпӗ. 

Асанне революциччен ялсенче мӗнле пурăннине каласа пани аса килчӗ. Уйăхра пӗрре ялсене уретник* пырса çӳренине час-час аса илетчӗ. Уретник шурă шăлаварпа, çутатса тăракан хром атăпа, шурă кителӗ çине патша медалӗсене çакнă-мӗн, карттусӗн кокарди çине хӗвел пайăркисем ӳксе куçа йăмăхтарнă. Айккине çӗре лекес пекех хӗçне çакнă. Уретник сăнӗпе яланах çилӗллӗ пек, мăйăхӗн вӗçне вӗçкӗнле пӗтӗрсе çавăрттарса хунă. Вăл кашни килмессерен ял çыннисем пухăнса тӗрлӗ ыйтăва сӳтсе явнă. Айăплисене уретник наказани панă – пӗтӗм халăх умӗнче  пушăпа. Пӗррехинче уретник пирӗн ял çумӗпе Сивӗшыв ялне иртсе пынă. Çул çинче кӳлнӗ лаша урапи çинче ларса пыракан çамрăк мăшăра тӗл пулнă. Каччă хӗре вăйпа аллипе тытса пыни уретнике килӗшмен, хӗр те хăйне ирӗклӗн тытман пек туйăннă. Çавсене чарса вырăнтах ыйтусем пама пуçланă уретник. Хӗр йӗрсе янă, юнашар ларса пыракан çынна пӗлмест-палламасть иккен вăл. Каччă хӗре кăнтăр кунӗнче пирӗн ялтан вăрласа тухнă иккен. Уретник хӗре çавăнтах ирӗке кăларнă, килне кайма хушнă. Каччăна штраф панă – 15 хутчен çурăмӗнчен пушăпа çапмалла тунă. 

Çӗнӗ пӗлӗш, ентеш çак историе кулса итлесе ларчӗ:

– Пӗлетӗн-и, эпӗ çав уретникӗн мăнукӗ пулатăп, – терӗ эпӗ каласа пӗтерсен.

Эпир тата темӗнччен калаçнă пулăттăмăр, анчах кӳршӗсем çывăрса кайрӗç, çын ыйхине татмарăмăр. Ирхине  Александр Владимировичпа адрессемпе ылмашăнтăмăр. Унăн çемйи Омскраччӗ, Афганистан хыççăн шăпа ăçта илсе çитерессине пӗлместӗмӗрччӗ ун чух. 

Афганистанран таврăнсан çак тӗлпулу çинчен аттене каласа патăм. 

– 1955 çулта пӳрт лартма пӗрене шыраса Упи пасарне çитсе тухрăм, – каласа пачӗ атте. – Çавăн чух уретник пулнă çын çемйинче çӗр выртма тӳр килчӗ. Аттепе вӗсем пӗр-пӗрне лайăх пӗлнӗ. Уретникӗ хăй çукчӗ ӗнтӗ. Революци хыççăн ун пек çынсене шеллемен...

 

Уретник* – патша Раççейӗнчи кӗçӗн полици чинӗ. 

 

Расих ЗАЛЯЛОВ.

Хусан.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев