Урманфест ыркăмăллăх акцие пуçаракансем ку çуркунне тăватă районта пурӗ 300 пин тӗп йывăç лартма палăртнă
Кашни çыннăн хăй ӗмӗрӗнче йывăç, унтан çурт лартмалла, вара ывăл çуратса ӳстермелле тенӗ мӗн авалтан. Уйрăмах пултаруллисем вара пӗрре кăна та мар чылай хула туса лартма, вăрман ӳстерме вăй-хал çитереççӗ, ачи-пăчи те сак тулли. Шăп çавăн пек çынсем пуçарнă та йывăç лартас ыркăмăллăх акцине.
Кашни çыннăн хăй ӗмӗрӗнче йывăç, унтан çурт лартмалла, вара ывăл çуратса ӳстермелле тенӗ мӗн авалтан. Уйрăмах пултаруллисем вара пӗрре кăна та мар чылай хула туса лартма, вăрман ӳстерме вăй-хал çитереççӗ, ачи-пăчи те сак тулли. Шăп çавăн пек çынсем пуçарнă та йывăç лартас ыркăмăллăх акцине.
Урманфест ыркăмăллăх акцийӗн пуçаруçи Фаиль Фаритович Ахматханов. Вăл нумай ачаллă атте, РФ ИЖС застройщиксен пӗрлешӗвӗн вице-президенчӗ, «ЭкоСтройГарант» строительство компанийӗн генеральнăй директорӗ.
Урманфест акцине хута янăранпа 5-мӗш çул кайнă, çак хушăра çӗршер пин ытла йывăç лартнă, мероприятисене хутшăнакансен шучӗ 5 пинрен иртнӗ. Фаниль Фаритович строительство сферинче ӗçлекен ытти партнерӗсене те хăйӗн идейипе «чирлетсе» янă. Паян Урманфестăн 70 ытла шанчăклă тус.
«Манăн строительство компанийӗ пур, пӗррехинче юлташ расхутланă йывăçсене саплаштарас тӗллевпе йывăç лартма сӗнчӗ. Ку шухăш мана питӗ килӗшрӗ, – каласа парать Фаниль Фаритович. – Малтанласа хамăр лартнă çуртсем тавра кăна йывăç лартса таврана симӗслетме шухăш çуралчӗ. Иккӗмӗш çул идея самай анлăланчӗ. Халӗ ӗнтӗ пирӗн çутçанталăк лару-тăрăвне лайăхлатас, тавралăха упрас тени хавхалантарчӗ. Çак ыркăмăллăх экологи акцийӗ ландшафта илем кӳнисӗр пуçне атмосферăн экологине лайăхлатма, пурăнма ырă условисем туса пама пулăшать. Хам нумай ачаллă атте пулнă май, тăваттăн вӗсем манăн, ачасен манран лайăхрах пурăнмалла пултăр тесе тăрăшатăп. Енчен те ман ăна пурнăçлама майсем пулсан апла мӗншӗн-ха тăвас мар? Экологие упрани çинчен кăна сăмах пымасть – ăна самай лайăхлатасси çинчен», – терӗ «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцие уçса Фаниль Ахматханов. Ӗмӗчӗсем пысăк ыркăмăллăх пуçаруçин, пӗр-ик çултан харăсах пӗр кунра 1 миллион тӗп йывăç лартса Раççейӗн рекордсен кӗнекине кӗресси.
Кăçалхи çуркуннене йывăç лартма 4 вырăн пăхса хунă. Апрелӗн 28—мӗшӗнче Хусанти «Наташа» хоспис тавра çамрăк хунавсем лартнă – 500 тӗп. Вӗсен шутӗнче улма-çырла йывăççисем тата ытти тӗрлӗ тӗмсем. Майăн 11-мӗшӗнче Павлăра, 12-мӗшӗнче – Пӗтреçре, 18-мӗшӗнче Менделеевск районӗнче, пӗтӗмпе 300 пин йывăç лартасшăн. Акци çулталăкне икӗ хутчен – çуркуннепе кӗркунне иртет. Кӗрхи акцие хушас пулсан кăçал пурӗ 500 пин тӗп йывăç лартмалла.
Пресс-конференцие хутшăннисен шутӗнче Рамиль Назымович Усмановпа (ИЖС федерацин президенчӗ) проект ертӳçи Гульнара Файзуловна Рустамова пулчӗç.
Рамиль Усманов шучӗпе (вăл та нумай ачаллă атте), проектăн пӗлтерӗшӗ пысăк. «Вăрман лартасси, ман шутпа, застройщиксен тӗп задачисенчен пӗри. Строительствăра пиломатериалпа нумай усă куратпăр. Çавăнпа çухатăва саплаштарсах пымалла. Тата çакна та палăртса хăварас килет. Урманфест акци ялан çемье форматӗнче иртет. Посадкăсене ялан çемьепе килеççӗ, чăн-чăн праçник вăл пуриншӗн те», – терӗ спикер.
Рамиль Усманов сăмахӗпе, çак акцие хутшăнса ашшӗ-амăшӗ хăйсен ачисене ырă тӗслӗх парать. Хăйсен енчен йӗркелӳçӗсем мероприяти чăннипех праçник евӗр ирттӗр тесе ачасем валли аниматорсене чӗнеççӗ, аслисене артистсем юрă-ташăпа савăнтараççӗ. Кайран пурте тутлă пловпа хăналанса чей ӗçеççӗ.
Гульнара Рустамова акци хӳттинче çӗнӗ проект пуçарни çинчен каласа пачӗ. Ятарласа шкул ачисем валли «Урманфест – шкулсене» проект хута кайнă. Шкулта вӗренекенсем ашшӗ-амăшӗпе пӗрле вăрлăхран хунав ӳстермелле те кӗркунне ăна шукл территорийӗнче е харпăр кил умӗнче лартма пултараççӗ. Вăрлăхне проект пуçаруçисем хăйсем салатаççӗ, икӗ вăрлăха пӗчӗк пакета торф таблеткипе пӗрле хунă. Лартас умӗн торф таткине шывра йӗпетес пулать. Пӗр вăрлăхне çав исленсе кайнă торф ăшне акмалла, теприне хура çӗр ăшне. Вара вăрлăх ăçта лайăхрах шăтса тухнине сăнамалла. Гульнара Рустамова шучӗпе, ку вӗренӳре те усă кӳме пултарать. «Ачасем эпир каланă пек вăрлăхсене акмалла та епле шăтнине сăнамалла, пирӗнпе çыхăнса ăçта лайăхрах ӳснине пӗлтермелле. Ачасем хăйсен сăнавӗ тăрăх пӗчӗк наука ӗçӗ те çырма пултараççӗ-çке кайран. Çак проекта хутшăннисене пурне те парне кӗтет. Шкул ачисене пурӗ 600-е яхăн вăрлăх салатса патăмăр. Пурте шăтса тухасса шанас килет», – терӗ Гульнара Файзуловна. Сăмах май, çак акцие кашни хутшăнма пултарать, кăмăл кăна пултăр.
Кунта ним хушса каламалли те çук пулӗ. Питӗ ырă акци, кун пек пуçаруçăсем пур чух вăрмансем сайралмӗç-ха пирӗн.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев