Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

УШКĂНПА ТЕМ ТЕ ТУМА ПУЛАТЬ

Хӗрлӗшурсем масар çинче çӗнӗ çурт туса лартрӗç

Салам, хисеплӗ редакци! 

Ман вулакансене Аксу районӗнчи Хӗрлӗ Шур çыннисем мӗнле ӗçчен, 

маттур, пултаруллă тата туслă халăх пулни пирки çырса пӗлтерес килет. 

Кӗске вăхăтра, çанталăк сиввине пăхмасăр, эрне хушшинче масар территорийӗнче çурт туса пӗтерчӗç. Çак ӗçе вӗçленӗрен кăмăл хавасланать. Паллах, халăх хăй ирӗкӗпе укçа-тенкӗ пуçтарса ӗçе пуçăнчӗ. 

Эпир ку тӗнчене хăнана кăна килнӗ, вăхăт çитсен пурте хăçан-тăр леш тӗнчене ăсанатпăр. Çанталăк тӗрлӗ пулать вӗт-ха: хаяр сивӗсем те, çил-тăманӗ те, витререн тăкнă пек çумăр çума пултарать е хӗвел хытă хӗртнӗ вăхăтсем те пулаççӗ. Çавăнпа та ку масар çурчӗ кирлехчӗ. Пирӗн ялта масар çурчӗ кивелнӗччӗ. Халăх пухăвӗнче сулăм укçипе тата патшалăх ун çумне хушса панă нухратпа усă курса масар çинче çӗнӗ çурт туса лартма йышăнтăмăр. Анчах ку укçа-тенкӗпе пура кăна лартайрăмăр тата тăррине витме калайӗ те пӗр листа çитеймерӗ. Вара ял-­йыш халăх вăйӗпе туса пӗтерме йышăнчӗ. 

 Туслăн ӗçе пикентӗмӗр. Хӗрарăмсем ӗçлекенсем валли апат-çимӗç пӗçерчӗç, хăшӗ хăйӗн çуртӗнчен электричество тăсса пулăшрӗ... Чи маттурисем вара ял арçыннисем пулчӗç. Вӗсем пирӗн ӗçчен, пултаруллă, хастар, нимрен хăраман çынсем. Ӗçе тытăнсан вӗçне çитерме хăнăхнă.

Çакна та палăртса хăварас килет: хамăрăн ялта ӳссе çитӗннӗ, халӗ тӗрлӗ хуласенче пурăнакан ентешсем те масар çинче çурт тума хăйсен кăмăлӗпе укçа-тенкӗ куçарса пачӗç. Пурне те чӗререн тав ял-йыш ятӗнчен!

Любовь ТИМКИНА.

Аксу районӗ,

Хӗрлӗ Шур.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев