Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Усламçăсене те кăштах пулăшу пур

Заявлени çырса панă вăхăта усламçăн парăмӗсем 3 пин тенкӗрен иртмеççӗ пулсан, субсиди илме шанăç пур

Раççей Налог служби уйрăм предпринимательсен субсиди илмешкӗн çырмалли заявленисене ансатлатнă.

Усламçăсем минималлă ӗç укçи чухлӗ субсиди илмешкӗн ыйтса çырнă заявление электронлă алă пуснисӗр те пама пултараççӗ. Раççей Федераллă налог служби «Харпăр кабинетри» функционала ансатлатнă. Çакна субсиди илме тивӗç предпринимательсем укçисене хăвăртрах илме пултарччăр тесе тунă.

Заявление харпăр кабинетри даннăйсем тăрăх тултарма çăмăл, Налог тӳлекенӗн укçа куçарма хăйӗн банк счечӗн реквизичӗсене çеç кăтартмалла та «Отправить заявление» çине пусмлалла.

Усламçăн е организацин субсиди илме ирӗк пуррипе çуккине Раççей ФНС-ӗн ятарлă сервисӗнче тӗрӗслеме пулать. Çакăншăн ИНН номерне кăна çырмалла. Предпринимателе МСП реестрне кӗртнӗ-тӗр, услам ӗçӗ-хӗлӗ коронавирусран уйрăмах пысăк хур тӳснӗ отрасльсен шутӗнче-тӗк, унăн 3 пин тенкӗрен ытларах парăмсем çук-тăк, субсиди параççӗ.

Унсăр пуçне, ФНС сайтӗнче компанин ИНН номерне çырсан, налог тӳлекенӗн тата мӗнле мелсемпе усă курма май пулнине пӗлме пулать.

     
Раççей ФНС-ӗн Тутарстанри Управленийӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев