Уяв илемлетнӗ чӳречепе ирттӗр
Ҫапла та пулин савӑнӑҫ туйӑмӗ кӗртесшӗн ҫынсен чӗрисене
Пӗтӗмраҫҫейри «Окна России» акцие Тутарстан та хутшӑнать. Паян пӗтӗм ҫӗршывра ҫуртсемпе кантурсен чӳречисем илемленеҫҫӗ.
ТР Ҫамрӑксен ӗҫӗсен министерстви те акцие хутшӑннӑ: ун ҫурчӗн кантӑкӗсем Раҫҫее халалланӑ ӳкерчӗксемпе илемленнӗ.
"Раҫҫей вӑл – сирӗнпе эпир, хамӑр хумханусемпе, ҫӗнтерӳсемпе, ҫитӗнӳсемпе.
Нумай нациллӗ, пысӑк ҫӗршывӑмӑрпа пӗрле мӑнаҫланас килет. Ӳсекен ӑру пирӗн патшалӑха хӑйсен тӗллевӗсене пурнӑҫа кӗртме пултаракан никӗс пек куртӑр, вӗсем Раҫҫейрех хӑйсен вырӑнне тупчӗр", – тесе каланӑ ТР ҫамрӑксен ӗҫӗсен министрӗ Дамир Фаттахов.
Аса илтеретпӗр, акци флешмоб формачӗпе иртет. Унта хутшӑнакансем хӑйсен кил чӳречисене Раҫҫее тата унӑн регионӗсене халалланӑ ӳкерчӗксемпе, наклейкӑсемпе, сӑрсемпе илемлетеҫҫӗ.
Чӳречесен сӑнӳкерчӗкӗсене социаллӑ сетьсенче #ОкнаРоссии #ЯлюблюРоссию #МояРоссия хэштегсемпе вырнаҫтармалла.
Росмолодежин официаллӑ сайтӗнче тӗплӗнрех информаци пур.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев