Уяв ячӗпе сана, атте!
Çын шăпи ку е вăл йӗрпе каясси ялан тенӗ пекех унпа юнашар пурăнакан çынсен витӗмӗнчен килет. Ман ӗмӗрӗмре çакăн пек палăрмалла витӗм кӳрекен çынсенчен пӗри – атте, Аксу районӗнчи Беловкăра пурăнакан Геннадий Николаевич Селиванов. Атте кăçал 75 çул тултарчӗ. Унăн ӳсӗмӗнчи ытти нумай çыннăнни пекех пурнăçӗ çăмăлах пулман, вăрçă хыççăнхи выçăллă-тутăллă ачалăх, кунне-çӗрне пӗлмесӗр ӗçлесе ирттернӗ çамрăклăхпа вăйпитти чухнехи çулсем, малашне ырă пурнăç пуласса шанни, иртнӗ ӗмӗр вӗçӗнче çӗршыври пурнăç кӗтмен çӗртен пачах тепӗр майлă çаврăнса кайни…
Татăлнă ӗмӗт
Манăн атте Беловка ялӗнче çуралса ӳснӗ. Кунтах пуçламăш шкул пӗтернӗ. Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкула кӳршӗри Кивӗ Тимушкелне çӳренӗ. Амăшӗ, М.П.Селиванова вӗрентекен, ир вилни математика учителӗ пулма ăнтăлакан каччăн чи çутă ӗмӗтне касса татнă. Ашшӗ, Аксу районӗнчи шалти ӗçсен пайӗн ӗçченӗ, пенси çулне те çитеймен. Çемьери чи кӗçӗнни – тăхăр уйăхри ача. Тепӗр шăллӗпе йăмăкӗ те пӗчӗк-ха. Аслисем – акăшӗпе тетӗшӗ – инçетри хуласенче вӗреннӗ. Геннадий Селиванов вара Мелекесри педагогика институтӗнчи математика факультечӗн 1-мӗш курс студенчӗ. Задачăсене мăйăр пек шӗкӗлченӗрен шăпине нимӗнпе те мар, шăп та шай тӗрӗс наукăпа, ăслăлăхсен патшипе, çыхăнтарма ӗмӗтленнӗ. Вӗренме кӗресси пирки пӗртте иккӗленмен...
Виçесӗр çухату хыççăн Геннадийӗн пӗр тăхтамасăр тăван ялне таврăнма тивет. Кӗçӗннисене ӳстерес, ăс парас тиеве хăй çине илет вăл. Валерий, Людмила тата Александр кăшт аталансан вăхăта усăллă ирттерес тесе Чистайри ял хуçалăхӗпе механизаци техникумне механика вӗренме кӗрет. Ăна ăнăçлă вӗçлесен докуменчӗсене Хусанти патшалăх ял хуçалăх институтне кайса пама шухăшлать. Агроном ӗçне алла илет.
Бригадир,инженер, парторг
Ӗç кӗнекине тăван Беловка ялӗн хуçалăхӗнче уçать. Малтан качча «Верный путь» хуçалăхри трактор бригадин ертӳçин тилхепине параççӗ, унтан комплекслă бригадăн бригадирне суйлаççӗ. 1969 çулта Геннадий Селиванов республикăри колхозниксен III конференцине хутшăнма тивӗçлӗ пулать. Каярах Беловкăпа кӳршӗри Çӗнӗ Ӳселӗнчи ял хуçалăхӗсене пӗрлештерсе «Дружба» туса хурсан тăрăшуллă ӗçчене инженер пулма шанаççӗ. 1972 – 1980 çулсенче хуçалăхăн партком секретарӗнче тăрăшать.
– Пире, Аслă вăрçă хыççăн çуралнă, ача чухнех йӗтем çинче, уй-хирте нумай вăй хунăскерсене, йывăрлăхсем хăратман. Кăмăлсем çирӗп пулнă. Нимӗнле ӗçрен те шикленмен, шкулта та аван паллăсемпе вӗреннӗ. Пушă вăхăтра ӗмӗтленме, илемлӗ тавралăхпа – вăрманпа, уй-хирпе, Сӗнче юханшывӗн пуянлăхӗпе – киленме юратнă. Кăмпа-çырлана, мăйăра, çӗмӗрте, палана çӳренӗ. Вăрман пуян, тулăх: Мирун сăмси, Çӗмӗртлӗх. Тепӗр чух аттен йăмăкӗ – Елинкка аппа – çемйипе пурăнакан Ахматкăна çитсе килеттӗмӗр эпир аслă тетепе Володьăпа. Унта вара чăн-чăн çăтмаха лекнӗнех туйăнатчӗ – кăмпи-çырлине хуть çавапа çул. Выртса çăл шывне ӗçеттӗмӗр, май килсенех Киремет тăвӗ çине улăхса Качинкке урлă Кăмака çăлне çитсе килеттӗмӗр. Унта ӗлӗкхи укçасене, чӳлмек катăкӗ-ванчăкӗсене пухнă. Яла килсен мухтаннă вара тупрапа, – аса илет Геннадий Николаевич.
Çемьере асли, Володя, Чистайри юханшыв училищинчен вӗренсе тухсан Геннадие шыв тăрăх çулçӳреве илсе кайнине, унтан ăнсăртран пăрахутран (документсăр-мӗнсӗр) тăрса юлнине, кайран моторлă кимӗпе хăваласа çитнине халӗ те астăвать вăл. Çав хăйне евӗр ишев Геннадий Николаевичăн чӗринче нумайлăха тарăн йӗр хăварнă.
Механикра тата бригадирта тăрăшнă чухне те çамрăк та вăйпитти ӗçчен аслă пӗлӳ илесси пирки ӗмӗтленме пăрахман – çирӗппӗнех тӗллевӗ патне утнă. Çамрăклах çӗр çинчи чи çывăх çыннисӗр тăрса юлсан суранланнă çуначӗсем туртăнма пуçланă. Йывăртарах чухне ăшӗнче амăшӗпе калаçнă, канаш ыйтнă самантсенче вăл пушшех те вăйлăрах, çынна юрăхлă пулма, шăллӗсемпе йăмăкӗсене пулăшма сăмах панă. Амăшӗ ун çине çӳлтен, çăтмахран, пăхса тăнине туйнă Геннадий – шăпах ăна хăй пултарулăхне кăтартса ӗнентересшӗн пулнă. Аслă шкула кӗрсе унтан ăнăçлăнах вӗренсе тухнă.
Агрономран – председателе
Кивӗ Ӳселӗнчи «Сульча» ял хуçалăхӗнче малтан тӗп агрономра, унтан председательте вăй хунă Беловка чăвашӗ. Ӗççи вăхăтӗнче тулă, ыраш хумханнине, пучах тулса пиçсе çитнине тӗпчеме, сăнама юратнă. Пӗрчӗллӗ, пăрçа йышши культурăсем, сахăр кăшманӗ... парка çитӗнтӗр, тухăçлăхӗ пысăк пултăр тесен ака-сухара еплерех технологисемпе усă курмаллине нумай тӗпченӗ хастар агроном. Хӗрӳ ӗççи вăхăтӗнче кăвак çутăллах тăнă та сӗм çӗрлеччен тăрăшнă. Водитель-механизаторсемпе яланах пӗр чӗлхепе калаçнă Геннадий Селиванов, лăпкăн ăнлантарма пӗлнӗ. Çамрăк ӗçченсене çӗр ӗçне илӗртме пултарнă.
Тивӗçне тӳрӗ кăмăлпа пурнăçлакан агронома отчетпа суйлав пухăвӗнче пӗр саслăн пулса председателе суйласан хăй çине пысăк яваплăх тиеннине питӗ аван ăнланнă Геннадий Николаевич. Эппин халăх шанăçне тӳрре кăлармалла, панă сăмаха тытмалла. Умне пысăк тӗллевсем лартать. «Сульча» чечеклентӗр тесе ырми-канми тăрăшакан пӗр шухăшлă çынсемпе тӗл пулса калаçать, шурсухалсене çавра сӗтел тавра пухать. Çывăх вăхăтрах Кивӗ Ӳсел çыннисен çурчӗсене çутçанталăк газӗпе тивӗçтермелли программăна явăçма палăртать. Хастарлăхне кура Г.Н.Селиванова «Кивӗ Хăяслă – Кивӗ Ӳсел» çулпа газ пăрăхне хывакансен ӗçне йӗркелесе тăракансен пуçлăхне çирӗплетеççӗ. Кăштахран ялта пуринчен малтан кирлӗ халăхăн социаллă йăла, пӗлӳ тата медицина ыйтăвӗсене тивӗçтерекен çуртсене – çӗнӗ икӗ хутлă вăтам шкул, ача сачӗ, фельдшерпа акушер пункчӗ – çӗклемеллине картса хурать.
Пуçарса янă хӗрӳ стройкăна «Сульча» председателӗ ун чухнехи шкул директорӗпе Илья Александрович Айдовпа пӗрле тимлесе, йӗркелесе ертсе пырать. Хăтлă та çутă пӗлӳ çуртне хута янă çӗре пысăк тӳпе хывнăшăн Геннадий Селиванова «Халăх çутӗçӗн отличникӗ» Хисеп паллипе наградăлаççӗ. Унăн сăнӳкерчӗкӗ Аксу районӗн Хисеп Хăми çинче çакăнса тăмалли тивӗçе пӗр хутчен çеç мар çӗнсе илнӗ. Тухăçлă та мухтавлă ӗçсемшӗн кивӳселсем халӗ те ырăпа аса илеççӗ хуçалăх пуçлăхне.
1990-мӗш çулсенче Аксу тата ытти кӳршӗллӗ районсенчи председательсемпе пӗрле Чăваш Енри Етӗрне районӗнчи çӗршывӗпе паллă Аркадий Айдак ертсе пыракан «Ленинская искра» хуçалăха кайса курнине халӗ те астăвать вăл. Таврăнсан çак тӗлӗнтермӗш ертӳçӗпе унăн ӗç опычӗ çинчен ентешӗсене, çемйине каласа парать.
Ветерансен канашӗн ертӳçи
Тивӗçлӗ канăва кайиччен «Верный путь» хуçалăхра тӗп экономистра вăй хунă. Обществăлла ӗçсенчен те пăрăнман Геннадий Николаевич. Ӗçленӗ хушăра ăна ял канашӗн депутатне, халăх депутатне пӗрре мар суйланă. Хальхи вăхăтра вăл Беловка ял хутлăхне кӗрекен Алексеевка, Федоровка, Сергеевка ялӗсенчи вăрçăпа ӗç ветеранӗсен (пурӗ 140 яхăн шурсухал) канашӗн председателӗ. Беловка ял старостипе Сергей Владимирович Улановпа тата вырăнти ыйтусене тимлесе тăракан яваплă çынпа Илья Кузьмич Кожемановпа час-час телефонпа çыхăнса хал пӗлсе тăрать ӗç ветеранӗ.
Халăх çинче ытлашши шавламасăр, хăйӗн çитӗнӗвӗсемпе мухтанмасăр, лăпкăн та сăпайлăн тăрмашса пурнăçа кӗртсе пырать хăй ӗмӗчӗсене хавхалануллă чун-чӗреллӗ атте. Ун шучӗпе, çынсемшӗн пуринчен малтан вӗсем мӗнле йăх-ăруран тухнине асра тытни хаклă пулмалла. Çавăнпа та йăх-несӗл пирки тăванӗ-пӗлӗшӗсенчен нумай ыйтса пӗлет, ачисене мӗнле йăх-ăруран тухнипе интересленме вӗрентет.
Колхозра ӗçленӗ чухнех, тăван уй-хир ӗçне чунӗпе парăннă пулин те, кил-йыш валли тимлӗхпе чун ăшши уйăрма яланах май тупатчӗ атте. Иккӗмӗш амăшне (Марина хӗрӗ патӗнче Аксу рабочи поселокӗнче пурăнакан 90 çултан иртнӗ Зинаида Ивановна Полоруссова-Селивановăна), йăмăкӗсемпе шăллӗсене пулăшма яланах хатӗр пулнă вăл. Çирӗп кăмăллă, шанчăклă мăшăрӗпе, тăватă теçетке çул Беловка ял çыннисен, ватăсен, ачасен сывлăхне тимлесе тăнă пултаруллă фельдшерпа Валентина Степановнăпа виçӗ хӗрпе пӗр ывăл çуратса пурнăç çулӗ çине кăларнă, кашнинех аслă пӗлӳ панă, ӗçе юратма, сăпайлă пулма, çынна хисеплеме вӗрентсе ӳстернӗ.
Юрă-ташă ăсти те
Селивановсен килӗнчен хӗлле те, çулла та çын татăлмасть. Хуçасем хăнасене тарават. Хăйсем те ӗлӗкрен çын хушшинче. Çулла пахчаран кӗмесӗр вăй хума хатӗр, хурт-хăмăр ӗрчетеççӗ, çырла-кăмпана пӗрле çӳреççӗ. Хӗлле ал ӗçӗпе йăпанаççӗ. Геннадий Николаевичпа Валентина Степановна пурнăçăн анлă сукмакӗпе юнашар утма пуçланăранпа кӗçех 50 çул çитет. Мăшăр пур пуçарура та пӗрле. Иккӗшӗ те юрлама-ташлама кăмăллакан çынсем. Беловкăри «Хамăр ял» фольклор ансамблӗнче (илемлӗх ертӳçи Т.Л.Андреева) юрлаççӗ, уявра-мӗнре хуть те мӗнле кӗрекене илем кӳреççӗ.
Акă ӗнтӗ эпир, ачисем, хамăр та чылай çул пурăннă çынсем пулса тăтăмăр. Атте вара пирӗншӗн ашшӗ-амăшӗпе аслашшӗ-асламăшӗн, кукашшӗ-кукамăшӗн чун-чӗринчи ӗмӗрсен тăршшӗ ламран лама куçса пырса капланнă ăс-хакăл сӗткенне-хăватне упракан çын. Тепӗр япала çинчен те каласах килет. Аттепе калаçма питӗ интереслӗ, вăл питӗ нумай пӗлет, çӗршыври лару-тăрупа, унăн спортри çитӗнӗвӗсемпе интересленет. Эп астăвассах вăл кăшт вăхăт тупăнсанах алла кӗнеке тытма тăрăшатчӗ (кӗнеке тенӗрен, пирӗн килте вӗсем самаях).
Çакă пулчӗ манăн атте çинчен калас тенӗ сăмахăм. Юратнă та хаклă çыннăма Атте кунӗпе саламласа пӗтӗм кăмăлтан тав тăватăп, çирӗп сывлăх тата нумай-нумай çул пире савăнтарса пурăнма сунатăп.
Елена АЛЕКСЕЕВА,
РФ Писательсен, ЧР Профессиллӗ писательсен союзӗсен, РФ Журналистсен союзӗн пайташӗ, Ульяновск облаçӗнче тухса тăракан «Канаш» хаçат журналисчӗ, виçӗ кӗнеке авторӗ.
Аксу районӗ,
Беловка ялӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев