В. Путин: «Раççее хăратнин усси çук»
Хусанти БРИКС саммичӗ акă ӗнтӗ темиçе кун пӗтӗм тӗнче тимлӗхӗнче. Хусанта тӗнче ыйтăвӗсене сӳтсе явма çур планета пуçтарăнни, Хӗвеланăç çӗршывӗсен политикӗсенчен сахал кама килӗшрӗ-тӗр. NBC News журналисчӗ Кир Симмонс та ăкă Раççей лидерне майпа усă курса чӗпӗтме хăтланчӗ: «Президент господин, спутниксенчи сăнӳкерчӗксем Çурçăр Корейăн çарӗ пуррине кăтартаççӗ. Мӗн тăваççӗ вӗсем кунта, Украинăри вăрçа тата аталантармасть-и вара ку? АПШ Президенчӗн суйлавӗччен темиçе эрне кăна юлчӗ. Раççее каллех суйлав ӗçне хутшăнать тесе айăплаççӗ, эсир Трамппа калаçнă теççӗ. Ку калаçу пулнă-и, мӗн çинчен калаçрăр?» – тесе ыйтрӗ.
«Сăнӳкерчӗксем пур-тăк, эппин вӗсем мӗн-тӗр кăтартаççӗ, – пуçларӗ сăмахне Владимир Владимирович. – Сире тимлӗх уйăрма сӗнетӗп, Украинăри конфликта вăйлатса яраканни Раççей мар, Пӗрлешӳллӗ Штат тӗрев панипе 2014 çулта тунă патшалăх переворочӗ. Ун чухнехи АПШ администрацийӗ ăна йӗркелесе ирттерме мӗн чухлӗ укçа янине те уççăнах каларӗç вӗт, конфликта вăйлатни мар-и ку?
Конфликта Минск килӗшӗвӗпе, мирлӗ майпа чаратпăр тесе 8 çул улталарӗç. Каярах, кăна хăвăр та илтнӗ пулӗ, Европа патшалăхӗсен лидерӗсем пире улталанине уççăнах каларӗç, мӗншӗн тесен çак вăхăта вӗсем Украинăна хӗçпăшаллантарма усă курнă. Çапла мар-и ку? Çапла.
Малалла хӗвеланăç çӗршывӗсем Украинăна хӗçпăшаллантарма тытăнчӗç. Мӗн патне илсе çитерчӗ ку? НАТО çӗршывӗсен çар çыннисем тӳрремӗнех хутшăнасси патне. Хура тинӗсре пилотсăр тинӗс аппарачӗсене ярасси мӗнле пулнине те пӗлетпӗр. Çар инструкторӗсем тата, наемниксем мар, çар çыннисем. ATAMS, Storm, Shadow ракетăсене ярасси тата? Космос разведкисӗр, хӗвеланăçра хатӗрлекен программа тивӗçтерӗвӗсӗр, НАТО офицерӗсем хутшăнмасăр украин салтакӗсем тăваймаççӗ кăна.
Корей Халăхпа Демократи Республикипе хутшăнусем пирки, паян кăна Стратегилле партнерствин килӗшӗвне çирӗплетрӗмӗр. Вăт унта 4-мӗш номерлӗ статья пур. Унпа мӗн тăвасси вара – пирӗн ӗç.
Раççей çарӗ паян кашни направленире çӗнтерсе пыни вăрттăнлăх мар. Курск тăрăхӗнче те активлӗ ӗçлет. Украин çарӗн чаçӗсен пӗр пайӗ, икӗ пине яхăн çын унка лекнӗ. Вӗсене хăтарас е хăйсем тухас тесе те пăхаççӗ, хальлӗхе ăнăçсăр. Раççей çарӗ çак группировкăна пӗтерес ӗçе пуçăнчӗ.
Трамппа çыхăну тытни пирки, кун пирки пӗр çул кăна калаçмаççӗ ӗнтӗ. Хăçан-тăр пире, Трампа хăйне те Раççейпе çыхăннă тесе сăмах хускатрӗç. Каярах следстви Америкăра, çав шутра Конгресра хăйӗнче те ку апла марри палăрчӗ. Кун пекки ун чух та пулман, халӗ те çук.
Раççейпе Америка хушшинчи çыхăнусем мӗнле аталанасси пиртен мар, Пӗрлешӳллӗ Штатран хăйӗнчен килет. Енчен те вӗсем йӗркеллӗ çыхăнусем йӗркелес шутлă-тăк, эпир хатӗр. Çук-тăк – кирлӗ те мар. Ку вăл пулас Администрацин суйлавӗ.
Павел Зарубин («Россия» телеканал): «Трамп сирӗнпе телефонпа çыхăнсан Мускава перессипе хăратнă тени тӗрӗс-и? Сирӗн çине кун пек хăратнисем витӗм параççӗ-и? Хăвăра изоляциленӗ пек туятăр-и, тен, Хӗвеланăçри ӗçтешӗрсемпе калаçушăн тунсăхлатăр?
– Хуть кама та хăратма пулать. Вăт Раççее хăратни усăсăр, пире ку уçăлтарать кăна. Анчах та эпӗ Трамппа кун пек калаçу пулнине астумастăп. Суйлав кампанийӗн çивӗч фази халӗ, çавăнпа кун пек япаласем çине тимлӗх уйăрмастăп. Нумай пулмасть кăна-ха Трамп Украинăри конфликта чарма хăйӗнчен килнине йăлт тума ăнтăлнине илтнӗччӗ. Хуть камран та кун пек калаçăва ырласа йышăнатпăр эпир.
Эпир хӗвеланăçри партнерсемпе çыхăнуран нихăçан та пăрăнман, халӗ те пăрăнмастпăр. Кун пек сӗнӳсене илетпӗр те. Пирӗнпе çыхăнусене çӗнӗрен чӗртес теççӗ-тӗк – тархасшăн.
Куратăр вӗт эпир йӗркеллех пурăнатпăр, аталанатпăр та. Пирӗн экономика ӳсет. Пӗлтӗр 3,4-3,6 процентчӗ, кăçал 3,9 пуласса кӗтетпӗр. Еврозонăн экономики вара рецесси патнех çитнӗ. Штатра ӳсӗм пур, 3,1-3,2 процент. Ку япăх мар, анчах вӗсен те йывăрлăхӗсем пур: тулашри суту-илӳре, тӳлев балансӗн дефицичӗ тата тем пысăкăш парăмӗ, 34 триллионччӗ пулмалла.
Пирӗн те пур йывăрлăхсем, пирӗн пӗр-пӗринпе тавлашмалла мар, ку ыйтусене мӗнле татса памаллине пӗрле шутламалла.
Сăнӳкерчӗк photo.brics-russia2024.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев