Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вакцинаци вăхăчӗ çывхарать

Учительсем, вӗрентӳ заведенийӗсенче ӗçлекен персонал, пульницара ӗçлекенсем, студентсем... список пысăк

Санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвӗ республикăра вакцинаци патне çывхарса пырать. Медиксем халăха гриппран та, коронавирусран та прививка тăвасшăн. Çынсен 60 проценчӗ вакцинаци иртсен кăна эпидеми хăрушă мар.

«Татар-Информ» агентствора иртнӗ черетлӗ персс-конференцире те спикерсем çакăн çине пусăм турӗç. Коронавирусран тата гриппран пӗр вăхăтра укол тума пулать. Çакна медиксем сентябрьти суйлавсен вăхăтӗнче тума пуçласшăн. Вакцинаци ирӗклӗ теççӗ. Анчах та чир хăрушлăхне шута илсен, режимлă предприятисемпе бюджет тытăмӗнче ӗçлекенсене хистесси паллă.   

Учительсем, вӗрентӳ заведенийӗсенче ӗçлекен персонал, пульницара ӗçлекенсем, студентсем... список пысăк. Йывăр çын хӗрарăмсем те грипп ертес хăрушлăх пысăк. Çавăнпа та Роспотребнадзор ӗçченӗсем те, Сывлăх сыхлав министерствинчисем те хыпар хатӗрӗсем вакцинацин усăлăхне пропагандăласса шанаççӗ.

Çынсене хумхантаракан ыйтăва та патăмăр эпир ТР сывлăх сыхлав министрӗн çумне Владимимр Жаворонкова.
– Пандемиян иккӗмӗш хумӗ килет тенипе пирӗн вулакансем питӗ хумханаççӗ. Коронавируспа иккӗмӗш хут чирлеме пулать-и?
– Медицинăра ун пек тӗслӗхсем çук. Коронавируса пула амаланнă чир – пневмония-и вăл е урăххи – вăраха тăсăлма пултарать. Икшер уйăх ИВЛ аппарачӗ айӗнче врытакансем те пур. Вируса пула шала кайнă чир йывăрланма та пултарать. Анчах та, медиксем сăнанă тăрăх, коронавирус инфекцийӗ организмра вăрах тăмасть, – пулчӗ хурав.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев