Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ВĂЛ ПӖЧЧЕН МАР

Нумай çул почтальонра тăрăшнă ӗç ветеранне Валентина Николаевна Угандеевăна 90 çулхи юбилейпе район администраци пуçлăхӗн çумӗпе Алексей Егорович Ярухинпа ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Роберт Надирович Дружков тата тăванӗсемпе ял-йыш саламларӗç.

Валентина Николаевна Угандеева 1933 çулхи сентябрӗн 15-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче çуралнă.

– Атте Николай Сидорович Угандеев, анне Ольга Ильинична (хӗр чухнехи хушамачӗ Макарова). Асаттесен çӗрӗ чылай пулнă, çав çӗрсем çинче сурăх кӗтӗвӗ тытнă. Аннене лайăх паллăпа çеç вӗренсе пӗтернӗшӗн шкул «Евангели» кӗнекине парса чысланă. Эпир çемьере 5 пӗртăван çуралнă. Иккӗшӗ пӗчӗклех чирлесе вилнӗ, – тесе каласа парать хăй пурнăçне аса илсе Валя аппа.

Çапла вара çемьере вăл виççӗмӗш – кӗçӗнни пулса ӳсет. Люба (1927 çулхи), райпора бригадирта ӗçленӗ, вăтамми Анна (1931 çулхи) ӗмӗрӗпех колхозра тăрăшнă: пăрçа çулнă, чӗкӗнтӗр çумланă, улăм ури тума çӳренӗ тата ытти те. Кăçал июлӗн 30-мӗшӗнче аппăшӗ пурнăçран уйрăлса кайрӗ.

Валя аппа 1933 çулхи, вăл иртнӗ эрнере шăпах 90 тултарчӗ. Хӗрача 1941 çулта Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи çичӗ çул вӗренмелли шкула каять, ăнăçлă вӗренсе тухать. 1970 çулсенче çӗршывра вăтам шкул пӗтермелли çинчен пӗлтерсен, хăйпе пӗр çултисемпе пӗрле вăл та малалла вӗренсе аттестат илет. Ачаранах колхоз ӗçӗнче сахал мар вăй хума тивнӗ ăна. Ачалăхӗ вара хаяр вăрçă çулӗсене тӳрӗ килнӗ, çамрăклах аслисемпе пӗрле колхозри йывăр ӗçсене кӳлӗннӗ: амăшне тырă çулма пулăшнă, хире кӗл тăкма çӳренӗ, тырă пуссисене çумран тасатнă. Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш çулӗсенче Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнчи почта уйрăмӗнче почтальонкăра ӗçлет. Çак тивӗçе вăл 30 çула яхăн, 1989 çулччен, пурнăçлать.

Ял тăрăх хаçат-журнал, çырусем, телеграммăсем, саламлă открыткăсем тултарнă йывăр сумкăна çӗклесе килӗрен валеçсе çӳресси пӗртте çăмăл ӗç мар. Хаçат-журнал çырăнтармалли вăхăтра çырăнтару ӗçне илсе пымалла, тивӗçлӗ канăва тухнисене пенси укçине те памалла. Астăватăп-ха, 60–70-мӗш çулсенче, 8 çул вӗренмелли шкулта пӗлӳ илнӗ вăхăтра, Валя аппа çемьесене, шкулта вӗренекен ачисем пуррисене, питӗ савăнтаратчӗ. Ун чухне телевизор та, интернет та, кӗсье телефонӗ те пулман-çке. Информаци çӑлкуçӗ – хаçат пулнӑ. Çавăнпа çынсем темиçе тӗрлӗ хаçат-журнал çырăнса илнӗ.

Шăпи енчен ăна çемьеллӗ пулма пӳрмен, ӗмӗр тăршшӗпех пӗччен пурăнать. Апла пулсан та ытти çынсенчен кая мар хуçалăх илсе пынă. Сурăхсем, чăх-чӗп те усранă. Пахчинче те çӗрулми ӳстерсе илнӗ.

Пурнăçӗнче хуйхи-суйхи вара сахал мар пулнă Валя аппан. Нушапа туса лартнă йывăç пӳртӗнче 2000 çулта пушар тухать. Кӳршӗ-аршă, ял-йыш, пушар сӳнтерекенсем вăхăтра çитнипе кăна çурта сыхласа хăварма пултараççӗ. Пӳрт тăрри çавах та çунать. Çаксем пурте Валя аппан сывлăхне те витӗм кӳнӗ, паллах.

Халиччен Валя аппана социаллă ӗçченсем Зинаида Денисовăпа Ирина Ларионова пăхса, пулăшса тăчӗç. Пӗр вăхăт аппăшӗн ывăлӗпе кинӗ Бориспа Любовь Марковсем те пăхрӗç. Хальхи вăхăтра вара, утса çӳреме йывăр пулнăран, Валя аппана пӗртăван аппăшӗн, Аннăн, хӗрӗ Галя Ульяновск хулинче пăхса пурăнать. Хăй ыйтнипе тăванӗсем Валя аппана юбилей тӗлне тăван килне Çӗнӗ Йӗлмелне илсе килнӗччӗ. Валентина Николаевнăна 90 çул тултарнă ятпа çывăх çыннисенчен тимлӗх, чир-чӗрсӗр нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунатпăр. 

 

Геннадий КАРСАКОВ.

Çӗпрел районӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев