Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вăл пирӗн мăнаçлăх, вăл пирӗн истори

Шупашкарти И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университетӗнчи Яковлев музейӗнче кашни чăваш, уйрăмах Тутарстансем эпир, пулса курмаллах. Экскурсие хуть кам та килме пултарать, тӳлевсӗрех. Кун валли маларах университетăн вӗрентӳ управленине шăнкăравласа хăçан тата миçере килесси пирки калаçса татăлмалла кăна. Ку вăл кунта килсе курмалли пӗртен-пӗр услови.

2023 çул чăваш тӗнчишӗн çав тери пӗлтерӗшлӗ: чăваш букварӗн авторӗ И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитет. Просветителӗн юбилейӗн хатӗрлев ӗçӗсем пыраççӗ ӗнтӗ. Чăваш Енре, Тутарстанра ӗç ушкăнӗсем йӗркеленӗ пулин те, Иван Яковлевич еткерлӗхӗн управçисен хăйсен планӗсем. Шупашкарти И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗн те программи анлă. Ентешӗмӗрӗн юбилейӗ умӗн эпир ятарласах университетри музейпе паллашма шутларăмăр.

«Яковлев университечӗ»

И.Я.Яковлевăн астăвăмне тăван ялӗ Кăнна Кушки улăх-çаран таран упрать-тӗк, ӗçне Шупашкарти педагогика университечӗ малалла тăсать. Чӗмпӗрти чăваш вӗрентӳçисен шкулӗн йăлисене (студентсене тӗрлӗ енлӗн аталантарассине) упраса хăварнă вӗренӳ заведенийӗ вăл. Кунта конкурентлă, тарăн пӗлӳллӗ специалистсене, тӗпрен илсен педагогсене, хатӗрлеççӗ. Ученăйсем педагогика, психологи, менеджмент ыйтăвӗсене тӗпчеççӗ, вӗрентӳпе, инклюзи вӗрентӗвӗпе çыхăннă ятарлă программăсем хатӗрлеççӗ. 2020 çултанпа аслă шкулăн ытти вӗрентӳ учрежденийӗсенчен уйăрса тăракан хăйӗн брендбукӗ (эмблеми) те пур. Сăмах май, ăна кунти студентсемпе педагогсем шутласа тупса хатӗрленӗ. Графика мелӗпе ăсталанăскер И.Я.Яковлевăн профилӗнчен тăрать. Тӗпре – аслă шкулăн вӗрентӳ системи чăваш наци культурипе йăли-йӗрки çинче никӗсленнине пӗлтерекен чăваш орнаменчӗ. Графики çаплах компьютер платине те аса илтерет. Ку ӗнтӗ аслă шкулăн техникăпа вӗрентӳ бази хальхи пурнăçпа тан пынине кăтартать. Логотипа (аслă шкулăн ятне туллин те, кӗскетсе «Яковлев университечӗ» тесе те) виçӗ чӗлхепе – вырăсла, чăвашла тата акăлчанла – çырнă.Брендбукăн социаллă сетьсенче, сувенир продукцийӗ çине вырнаçтарма илемлетнӗ «Я» саспаллирен тăракан аватарӗ те пур. Хăйӗн студенчӗсене малашлăха çул кăтартакан ухă йӗппине аса илтерет вăл. Куратпăр ӗнтӗ, Чăваш педагогика университечӗ И.Я.Яковлевăн халалне çирӗп тытса пырса малалла аталанать.

Кунта пулман студент çук

Педагогика университечӗ И.Яковлев ячӗпе çӳрет кăна мар, ун пурнăçӗпе пурăнать те пек туйăнать. Кашни кӗрен-тухана ентешӗмӗр хăйӗн вӗренекенӗсемпе кӗтсе илсе ăсатса ярать, иккӗмӗш хута хăпарнă чух та «Я» брендлă пусма карлăкӗсем куçа илӗртеççӗ. Коридорсенче пӗр ӳнерçӗн картинисен куравӗ теприннипе ылмашăнсах тăраççӗ. Ӳнерпе графика факультечӗн студенчӗсен ӗçӗсен куравӗсене те час-часах йӗркелеççӗ иккен. Эппин кунта вӗренме кӗнӗ студент пӗрремӗш кунранах пултарулăх тӗнчине чăмать те пилӗк çул чăн-чăн искусствăна ăша хывать. И.Я.Яковлевăн мемориалпа педагогика музейӗ хăй кăна мӗне тăрать тата! Сăмах май, пӗрремӗш курс студенчӗн вӗренӗвӗ кунта аудиторири лекцирен мар, музейрен пуçланать иккен. Куратор сехечӗсем е педагогика урокӗсем кунта иртеççӗ. Çапла майпа И.Я.Яковлевăн музейӗнче пулса курман пӗр студент та çук ку аслă шкулта.

Эткерлӗх 55 çул упранать

Тӗлӗнмелле пулин те, И.Я.Яковлевăн мемориалпа педагогика музейӗ уçăлнăранпа кăçал 55 çул çитет. Чӗмпӗрти чăваш шкулӗ йӗркеленнӗренпе – 100, аслă просветитель çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа уçнă пулнă. Чăваш Енри аслă шкулсенчи пӗрремӗш музей иккен вăл. Ентешӗмӗрӗн педагогика еткерлӗхне тӗпчекен лаборатори (ертӳçи педагогикăпа психологи кафедрин доценчӗ Н.Г.Краснов) 1967 çулта йӗркелеме йышăннă. Çав кунран пуçласа Шупашкарти, Хусанти, Ульяновскпа Мускаври, Самарăпа Ленинград хулисенчи архивсемпе библиотекăсенче И.Я.Яковлевăн, Чӗмпӗрти чăваш шкулӗн ӗçӗ пирки материалсем пухма тытăннă. Çав вăхăтрах унăн вӗренекенӗсемпе, тăванӗсемпе, ученăйсемпе, ăслăлăх учрежденийӗсемпе çыхăну йӗркеленӗ. Кун йышши музейре харпăр япаласемсӗр май çук. Ку енӗпе Иван Яковлевичăн мăнукӗсем Анна Алексеевнăпа Екатерина Алексеевна Некрасовасем, Иван Алексеевичпа Ольга Алексеевна Яковлевсем питӗ пулăшнă. Вӗсем Иван Яковлевичăн харпăр япалисене, савăт-сапине, сăнӳкерчӗксемпе докуменчӗсене, картинисене музее панă. Чи пысăк парне вара 1904 кӗнекерен тăракан библиотека. Пӗтӗмӗшле музейӗн тата пӗрремӗш экспозицин концепцине Г.Н.Волков профессорпа Н.Г.Краснов доцент (ун чух вăл педагогика наукисен кандидачӗ пулнă), проектне ӳнерпе графика преподавателӗсем И.И.Григорьевпа М.А.Зобнина хатӗрленӗ. Уçнă çӗре Иван Яковлевичăн çывăх тăванӗсем те килнӗ.  Хальхи вăхăтра музейре пурӗ 3000 ытла экспонат. Тӗп фондри чи хаклă экспонатсенчен чăваш букварьне, Иван Яковлевичăн ывăлӗн А.И.Яковлевăн алăпа çырса хăварнă асаилӗвне аса илмелле пуль.Çаплах музейре искусствăри паллă çынсен: Е.М.Бондарь,       Г.Д.Кузнецов,Ф.И.Мадуров скульпторсен, Ю.В.Викторов графикпа искусствоведăн, М.Г.Григорян, Н.В.Овчинников, П.В.Сизов, А.В.Данилов ӳнерçӗсен ӗçӗсем упранаççӗ. Иван Яковлевăн музейне 51 çул Маргарита Васильевна Илларионова ертсе пынă кăна мар, куç пек упраса аталантарнă та Иван Яковлевичăн тăванӗсемпе, Чӗмпӗрти чăваш шкулӗнче вӗреннисемпе çыхăну тытнă вăл.

Саманапа тан 

2019 çултанпа музей ӗçне Наталья Геннадьевна Малкова ертсе пырать. Иван Яковлевичăн юбилейне музей те хатӗрленнине пӗлтерчӗ вăл. Университетра наука конференцийӗсем, çавра сӗтелсем иртмелле. Шкул, ача сачӗн ачисем, колледжсемпе техникумсенче, аслă шкулсенче вӗренекен студентсем экскурсие килӗç. Хăнасем ахаль чухнехинчен нумайрах пулассине шута илсе апрель уйăхӗн 25-мӗшӗ тӗлне музее юсаса çӗнетме йышăннă. Хальхи вăхăтра юсав ӗçӗсем хӗрсе пыраççӗ. Апла пулин те суварçăсене пире Наталья Геннадьевна музее кӗрсе курма ирӗк пачӗ. Тав ăна куншăн. 

– Пирӗн музей 1968 çулта университетăн ученăйӗсем Раççей Вӗрентӳ академийӗн профессорӗпе, педагог-ученăйпа Г.Н.Волковпа Н.Г.Краснов профессор тăрăшнипе уçăлнă. Шăпах вӗсем педагогика кафедри çумӗнче И.Я.Яковлевăн еткерлӗхне тӗпчекен лаборатори йӗркеленӗ. Питӗ пысăк наукăпа тӗпчев ӗçӗсене пуçарнă. Вӗсем пухнă пуян материал упранать те пирӗн музейре халь. Тӗп фондра Иван Яковлевичăн тăванӗсем панă харпăр япаласем, пысăк библиотека (ку кӗнекесемпе Иван Яковлевич хăй тата унăн аслă ывăлӗ Алексей Иванович усă курнă) пурӗ 2000 ытла экспонат, – паллаштарчӗ вăл пире музейпе. Экскурсие килекенсене пуринчен ытла Иван Яковлевичăн харпăр япалисем кăсăклантараççӗ. Кунта унăн шпаги, генерал шлепки, вăл усă курнă савăт-сапа, ют çӗршывра чух туяннă шкатулки, музыка инструменчӗсем таранах пур. Вӗсене пăхсан чăнах та Иван Яковлевич кунтах, вăхăтлăха кăна пӳлӗмрен тухнă пек туйăнать. Просветителӗн шкулсем уçса çӳренӗ маршрутне, витринăри букварӗсене курсан халăхшăн мӗнле пысăк ӗç тунине тепӗр хут ăнланса илетӗн.

Университетăн ӳнерпе графика факультечӗн вӗрентекенӗн, РСФСР халăх художникӗн Н.В.Овчинниковăн пысăк картини вара Иван Яковлевичăн Раççей обществинчи вырăнне кăтартать. 1896 çулта Чулхулара иртнӗ Пӗтӗм Раççей ярмарккинче чăваш хорӗ юрланине ӳкернӗ унта. Хорпа юнашар Иван Яковлевичпа мăшăрӗ Екатерина Алексеевна тăраççӗ, чăваш хорӗ юрланине курма император хăй килнӗ. Наталья Геннадьевна сăмахӗсем тăрăх, ку чăнах та историлле факт. Чӗмпӗрти чăваш шкулӗ хăй ăсталанă япаласене те тăратнă пулнă çав ярмарккăра, ӗçӗсем пӗрремӗш вырăн йышăннă. Çав япаласенчен пӗри – хӗрсем тӗрленӗ вымпел –кунта упранать.

Музейре ытти ăста художниксен картинисем те пур. Тӗслӗхрен, Д.Архипов 1921 çулта ӳкернӗ Иван Яковлевичăн портречӗ.

Паллă художниксен ӗçӗсемпе юнашарах студентсен ӗçӗсем те пур. И.Яковлевăн, Чӗмпӗрти чăваш шкулӗн еткерлӗхӗн тематикине университет халӗ те тытса пырать. 175 çулхи юбилей тӗлне те акă университет студенчӗсен хушшинче пултарулăх конкурсӗ пуçарнă. Студентсен диплом ӗçӗсем – хăйсем ăсталанă йывăç парта та, тӗрленӗ чӳрече карри те музейре тивӗçлӗ вырăн йышăннă. Наталья Геннадьевна кунта килекен çамрăксене çав парта хушшине лартса чернилпа çыртарса пăхтарас шутлă. Ун чух И.Яковлев тапхăрне чунпа туйса илӗччӗç вӗсем. Паллах, музей саманапа тан утма та тăрăшать. Юсав хыççăн кунта интерактивлă оборудовани, мультимедиа технологийӗсем вырнаçтарма йышăннă иккен. Ун чух музей çамрăксемшӗн тата интереслӗрех, илӗртӳллӗрех пуласса иккӗленмест музей ертӳçи. Пурнăçӗн 50 çулне халăх вӗрентӗвне халалланă, ахаль хресченрен статский советника çитейнӗ Иван Яковлевич Яковлев историе кӗрсе юлнă çын. Çынсем çăпата сырнă вăхăтра малашлăха темиçе утăм маларах курма пултарни, чăваш ачисене тӗрлӗ енлӗ аталанма майсем туса пани хăй пӗр тӗлӗнтермӗш.

Музей чăнах та интереслӗ, унта кашни чăваш, уйрăмах Тутарстансем эпир, пулса курмаллах. Ку вăл пирӗн мăнаçлăх, пирӗн истори. Экскурсие хуть кам та килме пултарать, тӳлевсӗрех. Кун валли маларах университетăн вӗрентӳ управленине шăнкăравласа хăçан тата миçере килесси пирки калаçса татăлмалла кăна. Ку вăл кунта килсе курмалли пӗртен-пӗр услови. (Сăнӳкерчӗксем авторăн, И.Трифонован, К.Малышевăн тата музейӗн «ВКонтактери» страницинчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество