Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Валентина Иванова: «Саша купăс калама питӗ юрататчӗ»

Февралӗн 2-мӗшӗнче «Суварăн» виççӗмӗш тӗп редакторӗ Александр Кириллович Иванов 85 çул тултарнă пулӗччӗ.

Вăл редакцие 1998 çултан 2003 çулччен ертсе пычӗ.  Шăп çак вăхăтра «Суварăн» тиражӗ 6 пин экземпляра çитрӗ, шкулта вӗренекенсем, вӗрентекенсем валли «Шăнкăрав» хушма хаçат тухса тăма пуçларӗ. «Шăнкăрав» паян та ачасемпе педагогсемшӗн кӗтнӗ хăна пулса тăрать. Вăл вăхăтра редакцире ӗçленӗ çамрăксем паян опытлă журналистсем пулса «Сувара» малалла аталантараççӗ. Эпир Александр Кирилловича хăйне коллективпа виçеллӗ тыткалакан ертӳçӗ, хăйне шанса панă редакцие малалла аталантарма тăрăшнă пуçлăх пек пӗлетпӗр. 

Пурнăçра мӗнле çын пулнă вăл – мăшăр, икӗ ача ашшӗ, аппăшӗсемпе шăллӗсемшӗн çывăх тăван. Александр Кириллович мăшăрӗ Валентина Анисимовна Иванова патне çитрӗмӗр ку ыйтупа.

– Валентина Анисимовна, эсир Александр Кирилловича ачаранах пӗлнӗ-и? Ялăрсем кӳршӗллӗ пулнă. 

– Пит инçе пулман, эпир Чăваш Енри Вăрнар районӗнче çуралса ӳснӗ, Саша – Хирпуçӗнче, эпӗ – Уравăшра. Эпӗ унăн шăллӗпе Петяпа пӗр шкулта, хамăр ял шкулӗнче вӗреннӗ. Ялӗ пысăк пулнипе-и, пирӗн ялта тахçанах, XIX ӗмӗртенех шкул ӗçленӗ, Ленин ашшӗ Илья Николаевич Ульянов уçнă тетчӗç. 

– Пулас мăшăрăрпа хăçан паллашрăр вара?

– Шкул хыççăн Шупашкарта педагогика институтӗнчен вӗренсе тухсан мана хамăр районти Хумуш ялне ӗçлеме ячӗç. Математика, физика урокӗсене илсе пыраттăм тата завуч ӗçне шанса пачӗç. Çакăнта паллашрăмăр та Сашăпа. Варвара йăмăкӗ пионервожатăй пулса ӗçлетчӗ, отпускри моряк  йăмăкӗ патне килнӗччӗ. Купăс та ăста калать.  

Саша Тинӗс çар флотӗнче  хӗсметре тăнă. Вăл вăхăтра моряксем пилӗкшер çул Тăван çӗршыв хӳттинчеччӗ. Служба вӗçленсен контрактпа тата юлма ыйтнă. Çӗршывăн чи малтанхи атомлă карапӗсенчен пӗрин çинче тăмалла пулнă. Хăй ирӗкӗпе юлакансене ӗç укçи те самай ытларах тӳленӗ. Ивановсен çемйи пысăк пулнă, çичӗ ача. Паллах, карап çинче юлни çемйине пулăшма май панă. 

– Чи малтанхи атом карапӗсенчен пӗрин çине мӗнле те пулин тӗрӗслесе илнӗ пулӗ-ха?

– Пăхнă ӗнтӗ. Саша Вăрнарти ветеринари техникумӗ хыççăн салтака кайнă. Питӗ лайăх паллăсемпе пӗтернӗ ăна. Вăл пур çӗрте те лайăх вӗреннӗ, ачасем те ăна хывнă.(Паллах, Валентина Анисимовна ытла сăпай пулнипе çапла калать. Чăннипе вӗсем ăс-тăн енчен пӗр-пӗринпе тан пулнă ӗнтӗ. Тин кăна диплом илнӗ çамрăк хӗре завуч пулма çирӗплетниех çакăн çинчен калать – Т.В.) Юлма килӗшсен ăна мӗн ӗçлессине суйласа илме ирӗк панă. Çынсем электрик ӗçне мухтанипе çавна суйласа илнӗ. Кайран ӳкӗнетчӗ: пӗлнӗ пулсан акустик пулмаллаччӗ тетчӗ. Питӗ хисеплӗ ӗçчен пулнă иккен. Саша, музыкăна çивӗч туяканскер, пултаратчӗ ӗнтӗ.  

– Контрактне хăçанччен çырнă? 

– Срокӗ пулнă-ши унăн? Çын отпуск вăхăтӗнче (отпускӗ вӗсен çуршар çула тăсăлнă) авлансан е вӗренме кӗрсен тип çӗр çине таврăнма ирӗк панă. 

– Эсир паллашнă çулах пӗрлешсе çемье çавăрнă-и?

– Эпир 1966 çулта пӗрлешнӗ. Çав çулах вӗренме кӗчӗ. Саша питӗ вӗренесшӗнччӗ. Хусанти университета журналистика факультетне кӗме экзаменсем пачӗ. 

– Сирӗн тăрăхран ытларах Шу­пашкара, Мускава вӗренме çӳ­ретчӗç.

– Хусанта унăн шăллӗ Петя химипе технологи институтӗнче вӗреннӗ. Саша пӗрре отпуска килсен уйăхах пурăннă шăллӗ патӗнче. Çавăнпа хулана лайăх пӗлнӗ, килӗштернӗ. Вӗренме те кунтах кӗрес тенӗ. Анчах журналистика уйрăмне кӗме конкурсӗ те пысăк пулнă курăнать. Икӗ-виçӗ грамматика йăнăшӗ тупни те малалла иртме паман. Сочинени экзаменаторсене килӗшнӗ, ытти экзаменсене лайăх паллăсемпе тытнă. Çавăнпа Сашăна вырăс филологи уйрăмне куçма сӗннӗ. Вӗсен канашӗпе усă курчӗ, филолога вӗренчӗ. Студентсен ушкăнӗнче староста пулчӗ.

– Эсир те студент-мăшăрăр­­па Хусана килтӗр-и?

– Малтанах эпӗ хамăр ялта, Уравăшра вӗрентрӗм. Саша канмалли кунсене килсе çӳретчӗ. Ку аннене килӗшместчӗ: «Арăмӗн упăшкипе пурăнмалла», – тетчӗ çирӗппӗн. Çапла эпӗ те Хусана куçса килтӗм, кунти шкула ӗçлеме выр­наçрăм. Ялти пекех математика, физика предмечӗсене вӗрентрӗм. Саша икӗ çул куçăн майпах вӗренчӗ. Стипендийӗ çемье­не пурăнмалăх çукчӗ, 1967 çулта Люда çуралчӗ. Ӗçлекен арă­мӗн укçине илме лайăхмарланатчӗ. 

Чунӗ туртнипе, пичетленнишӗн гонорар тӳлессине пӗлнипе те пулӗ, пӗррехинче заметка çырса «Советская Татария» редакцине пырса кӗнӗ. Унта ял хуçалăх уйрăмӗн ертӳçипе Василий Мукусев­па паллашнă. Вăл Сашăна материалсем çырма хушатчӗ, района кайса килнине те астăватăп. 

Чи пӗрремӗш ӗç укçипе баян туянчӗ. «Детский мир» лавккара рассрочка мелӗпе илтӗмӗр. Çулталăк тӳлесе тăтăмăр. Питӗ купăс калама юрататчӗ. 

– Александр Кирилловичăн ашшӗ купăс каланă-и, ăçта купăс калама вӗреннӗ?

– Вăрнарта ветеринари техникумӗнче вӗреннӗ чух Николай пиччӗшӗ патӗнче пурăннă. Унăн купăс пулнă. Пиччӗшӗ ӗçе кайсан Саша купăса сентре çинчен илнӗ те сасă вӗççӗн калама вӗреннӗ. Мӗншӗн пиччӗшӗ каясса кӗтнӗ? Ирӗк паман-ши? Николайпа Саша питӗ çывăхчӗ. Кайран чирлесе вилсен тахçанччен кулянчӗ. 

– Алек­сандр Кириллович филологинчен журналистика уйрăмне куçас темен-и, кун пек тӗслӗхсем тӗл пулаççӗ пурнăçра – 1-2 çул вӗренсен урăх уйрăма куçаççӗ.

– Çук. Шутламан-ши кун пирки, майӗ килмен-ши? Икӗ çул вӗреннӗ хыççăн Саша куçăн мар майпа вӗренме куçрӗ. Хăй Çӗмӗрлери район хаçатне ӗçе вырнаçрӗ. Хаçат вырăсла-чăвашла тухса тăратчӗ, Сашăна куçаруçă пулса илчӗç. ­Андрей унта çуралчӗ. Пит нумаях пурăнман Çӗмӗрлере.

– Александр Кириллович «Сувара» Новороссийскран килнӗ. Çӗмӗрлерен Новороссийска мӗнле çитнӗ эсир?

– Пӗрре çулла Краснодар крайне канма кайрăмăр, Саша вырăнти хаçат редакцийӗн ӗçченӗсемпе паллашрӗ. Унта шăпах ваканси пулнă иккен, Сашăна ӗçе чӗнчӗç, килӗшрӗ. Çапла пирӗн çемье Краснодар крайне куçса кайрӗ.

– Хаçат ӗçӗ Александр Кирилловича ăçта çитсен те хăй патне туртнă. 

– Саша Крымск хулинчи, Новороссийск хулинчи хаçатсенче ӗçлерӗ. Эпӗ – шкулта математика, физика урокӗсене илсе пынă, класс ертӳçи пулнă. Ачасем вӗренӳреччӗ. Шкул хыççăн Люда Хусанти химипе технологи институтне вӗренме кӗчӗ. Хӗрлӗ ­дипломпа вӗренсе тухрӗ унтан. Андрей КАИ суйласа илчӗ. 

– Сирӗн ачасем халь иккӗшӗ те çемьеллӗ. Кӗçӗн мăнукăр та пур. 

– Люда çемйипе Хусанта пу­рăнать. Хӗрӗ Алена, амăшӗ пекех, КХТИре вӗренсе хӗрлӗ диплом илнӗ. Ăна аспирантурăна юлма ыйтнă деканатра, анчах Аленăн шухăшӗсем урăхларах курăнать. Халӗ вăл мăшăрӗпе Дениспа ывăл çитӗнтерет, ашшӗ пекех вăл та Денис ятлă. Людăн кӗçӗннине Максима та хими науки çывăх. Шкулта вӗреннӗ чухнех тӗрлӗ шайри олимпиадăсене хутшăнмассерен лауреат пулса таврăнаканскер, çак енӗпе шкул хыççăн Мускаври патшалăх университетне вӗренме кӗнӗ. Вӗренӳ вӗçленсен те унтах аспирантурăра юлнă. Халӗ Максим IТ-технологисемпе интересленет.

– Андрей 90-мӗш çулсенче çемйипе Америкăна куçса кайнă. Халӗ те унтах пурăнать-и?

– Андрей çемйипе Америкăра – Сан-Францискăра пурăнать. Унăн икӗ ывăл. Асли Артем IT енӗпе вӗренсе тухнă, çав вăхăтрах вăл политолог профессине те илнӗ (пӗр вăхăт коммунизм идейи те интереслентеретчӗ ăна). Вӗренӳ тӳлевлӗ пулнă, ашшӗ-амăшӗ икӗ уйрăмшăн тӳлеме килӗшмен. Питӗ лайăх вӗренсе пыракана тепӗр профессие тӳлевсӗрех вӗренме ирӗк пур. Çапла Артем хăй ӗмӗтне пурнăçлайнă. Андрейăн иккӗмӗш ывăлӗ Антон та IT-технологисен енӗпех вӗренет.

–  Люда каласа панине ас­тă­ватăп. Шкула ӗç урокне ашшӗ халат çӗлесе панă. Творчество, хаçат çынни пулсан та уншăн çемье чи пӗлтерӗшли пулнă-тăр.

– Чăнах. Унăн ашшӗ шăп хăй çуралнă кун вилнӗ. Сӗтел хушшине ларсан пӗлтӗмӗр çакна. Питӗ хурланчӗ Саша. Çакăнтан çуралнă куна санпа пӗр кун палăртăп, терӗ (Валентина Анисимовна та февраль уйăхӗнчех çуралнă. – Т.В.). Нумай çул çак йӗркене тытса пытăмăр. 

– Тавах сире калаçушăн. 

 

Архиври сăнӳкерчӗксем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана общество