Теччӗ районӗнчи Чăваш Чакăлтăмӗ ялӗнче пурăнакан пӗртен-пӗр шкул ачи Валерия Морозкина «Шкул ачисен чăвашла кинофестивалӗ» проекта «Пурăн, çăлкуç» документлă фильмпа хутшăнать. Çапла майпа тăван тăрăхӗн интереслӗ историйӗпе паллаштарас шутлă вăл. Сăмах май, Валерия пирӗн проекта чи малтан заявка янисенчен пӗри.
Чăваш Чакăлтăмӗ: ял историйӗпе тавралăх илемӗ
Теччӗ районӗнчи икӗ урамлă пысăках мар Чакăлтăм ялӗ çинчен 1698 çултах асăннă документсем сыхланса юлнă. Район центрӗнчен, Теччӗ хулинчен, республикăн кăнтăр-хӗвеланăçнелле – 31 километрта, Сӗве юханшывӗ хӗрринчи сăртра ларать вăл. 1920 çулта кăна яла икке уйăрса Чăваш тата Тутар Чакăлтăмӗ çине пайланă иккен. Тӗрӗссипе, ялсем хут çинче кăна уйрăм, пурнăçра вара темиçе ӗмӗр каяллахи пекех паянхи кунччен те пӗрре. Ленин урамӗнче – чăвашсем, Чапаев урамӗнче тутарсем пурăнаççӗ. Питӗ туслă тăраççӗ.
Сăртри çак пӗчӗк ялăн тавралăхӗ калама çук илемлӗ. Мăнаçлăхӗ вара – пӗвесем. Вӗсене мăн аслашшӗ-кукашшӗсем нумай-нумай çул каяллах пӗвеленӗ иккен. Паянхи кунччен çыранӗсене çатан карта тытса ишӗлме памаççӗ ял çыннисем, çуркунне-кӗркунне субботниксем йӗркелесех пăхса тăраççӗ.
Валерия Морозкина Чăваш Чакăлтăмӗнче пурăнакан пӗртен-пӗр шкул ачи
Ялта колхоз та, шкул та çук халӗ. Ял ачисем кӳршӗллӗ Пăхăрçă шкулне вӗренме çӳреççӗ. Шел те, Валерия Морозкина Чăваш Чакăлтăмӗнче паян пӗртен-пӗр шкул ачи. Пăхăрçă вăтам шкулӗнче 9-мӗш класра вӗренет вăл. Класӗ ахальли мар – агрокласс. Выльăх-чӗрлӗхе мӗнле тӗрӗс пăхас, сӗт-çу хатӗрлес технологин, ял хуçалăхпа çыхăннă ытти вăрттăнлăхсемпе паллашаççӗ вӗсем унта.

Ялăн культура пурнăçне те хастар хутшăнать Валерия. Пӗлтӗр, тӗслӗхрен, Ял кунне халалланă мероприятие Ульяновск облаçӗнчи Ишеевка поселокӗнчи Ача-пăча пултарулăх çуртӗнче нумай çул ӗçлесе пурăннă хыççăн яла таврăннă Валентина Викторовна Прохоровăпа питӗ интереслӗ ертсе пынă. Вӗсем иккӗшӗ пухăннисене ял историйӗпе, кунти йăхсемпе паллаштарнă.
– Проектри «Ман тăван тăрăхăн интереслӗ историйӗ» темăна суйласа куракансене хам тăрăхпа паллаштарасшăн эпӗ. Пирӗн Чакăлтăм ялӗ пит илемлӗ вырăнта вырнаçнă, сăрт çинче инçетрен-инçетрен курăнса ларать. Кунта пирӗн икӗ кӳлӗ: Çӳлти Анатпа Анатри Анат. Вӗсен вӗçӗнче пӗвесем пур. Хӗррипе йăмрасем ӳсеççӗ. Яла йӗри-тавра вăрман хӳтӗлесе ларать.
Учӳк тăвакан ту пуçӗ те пур кунта. Çӳлти Анат çырма тăрăхӗпе вăрманах кӗрсе каять. 2000-мӗш çулсенче манăн тете Владимир унта çăлкуç тупнă. Шывӗ уйрăмах тутлă. Хамăн кинофильмра çак çăлкуç çинчен каласа парасшăн эпӗ», – мӗншӗн çак темăна суйланине пӗлтерет Валерия хăйпе паллаштаракан видеозявкăра. Сăмах май, видеона «Сувар» хаçатăн «ВКонтактери» тата мессенджерсенчи ушкăнӗсенче курма пулать.
– Валерия пирӗн «Пилеш» ансамбле çӳренӗ Зиновий Петрович Морозкинăн мăнукӗ. Пит нумай сăмах вакламасть, лайăх вӗренет. Ялтан пӗччен кăна вӗренме çӳрет шкула вăл. Ялти культура пурнăçне хастар хутшăнать», – терӗ Чакăлтăмри Культура çурчӗн директорӗ, Теччӗри Чăваш наципе культура автономийӗн хастарӗ Луиза Степановна Семенова. Валерия Морозкинана «Пурăн, çăлкуç» кино ӳкерме пулăшаканӗ те вăлах.

Чăваш Чакăлтăмӗн хӗрӗ Валерия Морозкина «Сувар» хаçатăн «Шкул ачисен чăвашла кинофестивалӗ» проектне пӗртăван тетӗшӗ тупнă çăлкуç пирки ӳкернӗ фильмпа хутшăнас шухăшлине пӗлсен, çамрăк ентешне ялӗпех пулăшма калаçса татăлнă кунта. Асăннă çăлкуç таврашне виçӗ хутчен пурте пӗрле пухăнса тасатса хунă. Тӗрӗссипе, малтан та тирпейсӗрех пулман-ха вăл, ял хастарӗсем тăрăшнипе ун патне каçмасем тунă, укçа пуçтарсах хăтлăх кӗртнӗ пулнă.

Ахаль çăлкуç кăна та мар иккен тата. 2019 çулта шывне лабораторирех тӗрӗслеттернӗ. Хăятран Николай атте килсе светить тунă хыççăн ял престолӗн праçникне халалласа çăлкуçа Михаил Архангел ятне панă. Пӗтӗм яла тутлă шывпа савăнтаракан çак çăлкуç тата мăн асаттесен пӗвисем çинчен ӳкерекен фильмра «Пилеш» ансамбль те, ялти ватăсем те хутшăнма кăмăл тунă. Шухăшӗ çав тери лайăх, çавăнпа документлă фильма чăтăмсăр кӗтнӗ май Чăваш Чакăлтăмӗн хӗрне Валерия Морозкинăна ăнăçу сунатпăр.
В.Морозкина сăнӳкерчӗкӗсем.
Нет комментариев