Вăрçă инваличӗн пуçӗнче 5 тенкӗлӗх укçа пысăкăш шăтăк юлнă
УНĂН ЯЧӖ ВИЛНИСЕН КӖНЕКИНЧЕ ТЕ ПУР, ТАВРĂННИСЕННИНЧЕ ТЕ
Манăн Володя йысна пур, вăл юратнă Зина аппан мăшăрӗ. Вӗсем Тольятти хулинче пурăнаççӗ пулсан та пирӗн пата, Йошкар-Ола хулине, час-часах хăнана килсе çӳреççӗ.
Пӗрре çапла хисеплӗ тăвансем хăнана килсен каçхи апат хыççăн Володя йысна хăйӗн Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ашшӗ çинчен каласа пама пуçларӗ. Çав тери кăсăкланса итлерӗм ун калавне. Хам илтнине ытти çынсене те каласа парас килнипе хаçата çырса яма шутларăм.
Бригадир
Володя йыснан ашшӗ Леонтий Никонович ятлă пулнă. Ку ята пӗрре илтсенех астуса юлтăм эпӗ, мӗншӗн тесен хăйӗн ячӗ те, ашшӗн ячӗ те халь сайра тӗл пулаканнисем. Леонтий пичче тахçанах çут тӗнчере çук ӗнтӗ, 1987 çултах çӗре кӗнӗ. Анчах та вăрçă паттăрӗ çинчен каласа панă асаилӳ пирӗн чӗресенче тахçанччен упранӗ-ха.
Леонтий Никонович Левуков 1925 çулта Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкел ялӗнче çуралнă. 16 çулта çеç пулнăран ăна вăрçă пуçлансанах фронта илсе кайман-ха. Çамрăк фронта май пур таран пулăшнă, колхозра бригадир пулнă. 1943 çулта 18 çул тултарсан вара ăна çара илнӗ, автоматчика вӗренме янă. Автоматчиксен курсне сержант званийӗпе пӗтернӗскере фронта, тӳрех малти линие ăсатнă.
Володя йысна каласа панă тăрăх, унăн ашшӗ Хӗвеланăç фронтӗнче Белоруссири Витебск хули çывăхӗнче çапăçнă. Нимӗçсем 1944 çулта унта çирӗпех тӗпленнӗ пулнă иккен, вӗсен танкӗсем нумай, артиллерийӗ вăйлă пулнă. «Центр» ятлă плацдарм та йӗркеленӗ унта. Гитлер хăйӗн «йыттисене» кунта пӗр вырăс салтакне те кӗртмелле мар тесе приказ панă, пӗр патрон юлмиччен пеме хушнă. Фашистсем пирӗн çарсен наступленине чарасшăн пулнă. Анчах та совет çарӗсем утăм хыççăн утăм тăшмана атакăланă, малтан мала кайнă. Леонтий Никонович та хăй пек хӗрлӗармеецсемпе пӗрле кашни кун çапăçăва кӗнӗ. Мӗн кăна курма тивмен-ши ăна: самолетсем уласа вӗçнине те, бомбăсем пăрахнине те, снарядсем çурăлнине те... Чи хăрушши вара вилмеллех аманнă салтаксем ахлатни пулнă. Леонтий Никоновичăн телейӗ пулнă ахăр, вăл кашни çапăçуранах аманмасăрах тухнă темелле. Пӗррехинче вара...
Командир
Ку ӗç 1944 çулхи мартăн 7-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Командирсем çӳлтен панă приказа салтаксене пӗлтернӗ: тăшман оборонине татса нимӗçсен «Центр» плацдармне тӗп тумалла! Ку – приказ! Тул çутăлнă çутăлман ахăрсамана пуçланнă: пирӗннисем атакăланă, нимӗçсем парăнасшăн пулман – вӗсене пулăшакан çӗнӗ вăй тупăнсах тăнă. Снарядсем шăхăрса çеç тăнă, вӗсем ӳкнипе çӗр кисреннӗ, йӳçӗ тӗтӗм куçа каснă... Пӗр атака вăхăтӗнче автоматчиксен ушкăнне çапăçăва ертсе кӗрекен аслă лейтенант вилмеллех аманнă. Çап-çамрăк, çав вăхăтрах питӗ харсăр Леонтий, ку вăхăт тӗлне аслă сержанта çитнӗскер, командир тивӗçӗсене хăй çине илет. «Пурте ман хыççăн! Атакăна! Тăван çӗршывшăн!» – тесе кăшкăрнă та салтаксене ертсе çапăçăва кӗнӗ Кивӗ Тимушкел каччи. Харсăррăн çапăçнă совет салтакӗсем. Хаяр çапăçура нимӗçсен шучӗ палăрмаллах сайралнă. Сасартăк юнашарах снаряд ӳксе çурăлать. Леонтий тăнне çухатать. Малалла хăйпе мӗн пулнине пӗлеймен вăл.
Мартăн 8-мӗшӗ – иккӗмӗш çуралнă кун
Вăрçă хыççăн кăна куракан-пӗлекенсенчен вăл хăйне çак çапăçура вилнисен шутне кӗртнине пӗлнӗ. Мӗншӗн тесен унпа пӗрле атакăна çӗкленнӗ кашни салтаках вӗсен командирӗ çумӗнчех снаряд çурăлнине, взрыв хумӗ ăна таçта çити илсе кайса пăрахнине курнă. Командовани Леонтин ашшӗпе амăшӗ патне виç кӗтеслӗ çыру янă. «Сирӗн ывăлăр Леонтий 1944 çулхи мартăн 7-мӗшӗнче Витебск патӗнчи çапăçура пысăк харсăрлăх кăтартса паттăрсен вилӗмӗпе вилчӗ...» – тенӗ унта. Хăйпе пӗрле вăрçăра пулнă ентешӗнчен те çакăн пекех хыпар килнӗ. Ашшӗпе амăшӗ питӗ хуйхăрнă.
Леонтий вара вăрçăран сывах таврăннă. Тольяттине хăнана кайсан Володя йысна мана хӗрлӗ тӗслӗ икӗ хулăн кӗнеке кăтартрӗ. Пӗри – «Астăвăм кӗнеки». Унта унăн ашшӗ Леонтий Никонович вăрçăра вилнӗ тесе çырнă, ăçта пытарнине те палăртнă. Тепӗр кӗнеке «Вӗсем çӗнтерӳпе таврăннă» ятлă. Унта та Л.Н.Левуков пирки çырнă.
– Мӗнле çапла пулма пултарнă вара? – ыйтрăм эпӗ Володя йыснаран.
Вăл йăл кулса илчӗ те çакăн пирки пире тӗплӗн каласа пачӗ.
Снаряд ванчăкӗ Леонтийӗн пуçӗн сулахай енне лекнӗ иккен çав çапăçура. Тепӗр кун, 1944 çулхи мартăн 8-мӗшӗнче, санитарсем çапăçу хирӗнче вилнӗ салтаксене пухса çӳренӗ чух тăпра айне пулнă чăваш каччине тупнă. Мартăн 8-мӗшне хăйӗн иккӗмӗш çуралнă кунӗ тесе шутланă вара ӗмӗр тăршшӗпех.
19-тах вăрçă инваличӗ...
Çавăн чух хӗр-санитарка иртсе те кайнă пулӗччӗ-и Кивӗ Тимушкел каччи патӗнчен, сасартăк салтакăн тăпра айӗнчен кăнтарса тăракан алли хӗрӗн урине ярса тытнă. Пике хăранипе шарт сиксе кăшкăрсах янă. Хăвăрт тăна кӗнӗ санитаркăна салтакăн алли ăшă пек туйăннă. Вăл аманнă каччă сывă пулнине ăнланса илнӗ те васкаса ăна тăпра айӗнчен чавса кăларма пикеннӗ. Ытти юлташӗсене чӗнсе илсе йывăр аманнăскере госпитале ăсатнă. Госпитальте операци туса снаряд ванчăкне кăларса илнӗ.
Володя йысна каласа панă тăрăх, ашшӗн пуçӗнчи шăтăка вăл пӗрре мар курнă. Пилӗк тенкӗлӗх тимӗр укçа пысăкăш пулнă-мӗн вăл. «Сурана кашни курмассерен ӳт-пӳ тăрăх сивӗ чупатчӗ. Аттене çав тери шеллеттӗм. Вăл вӗт вăрçă инваличӗ пулнă чух 19 çул та тултарман пулнă... Атте çине пӗрре пăхсан вăл ыттисенчен нимӗнпе те уйрăлса тăмастчӗ пек: пуçӗ те, алли-ури те вырăнтах. Анчах та сылтăм аллипе вăл ӗçлеме мар, кашăк та тытаймастчӗ. Пӗтӗм ӗçе çӗнӗлле тума хăнăхма тивнӗ унăн...» – аса илет Володя йысна.
Леонтий Никоновичăн сылтăм алли ӗçлеменнипе сулахай ури те туйман. Çавна кура утти те улшăннă унăн. Володя йысна хăй ача чухне пулса иртнӗ пӗр ăнсăрта каласа пачӗ. Пӗррехинче вăл ашшӗ-амăшӗпе пӗрле хӗлле хăнана кайнă. Хӗллехи кун кӗске, хăвăрт тӗттӗмленме пуçлать. Каçалапа киле таврăнма çула тухнă. Лаша çула лайăх пӗлет темелле. Леонтий Никонович йӗвене пӗрре пӗр еннелле, тепре тепӗр еннелле туртнипе лаша çулран пăрăнса çырма хӗрринчи кӗрт çине тăрăнса путса ларать. Леонтий Никоновичăн лашана тăварсах çунана кӗрт ăшӗнчен кăларма тивет. Киле çитсен ашшӗн сылтăм аллинче алсиш, сулахай уринче кăçатă çуккине асăрхаççӗ ачисем. Алли-ури вӗсем хывăнса юлнине те сисмен çав ӗнтӗ. Юрать-ха çанталăкӗ пит сивех пулман...
Галя вырăнне Валя
Аманнине пула Леонтий Никоновичăн калаçăвӗ те пит ăнланмаллах пулман-мӗн. Малтанах пач та калаçайман иккен вăл. Темиçе çултан майӗпен сăмахсем калакалама пуçланă. Пӗрре çемьере хӗр çуралсан Леонтий Никонович çуралнăлăх хучӗ тутарма Ял советне кайнă. Мăшăрӗпе Ульянăпа хӗрне Галина ят пама калаçса килӗшнӗ вӗсем. Вырăна çитсен Ял совечӗн секретарьне «Галя» тесе çырма темиçе хутчен те каланă-ха вăл, анчах та ăнланмаллах тухман-и унăн сăмахӗ: «Валя тетӗн-и?» – ыйтнă унран хайхискер. Кала-кала ывăннăскер, хăйӗнчен урăх ыйтса ан тарăхтарччăр тенӗ-ши вăл, пуçне сӗлтнӗ. Çапла вара Галя вырăнне Валя тесе çыртарнă. Килте те, урамра та Галя тесех чӗннӗ Левуковсен хӗрне, çуралнăлăх хучӗ çинче вара вăл Валентина пулнă. Ӳссе çитсен паспорт илнӗ чух çеç хăйӗн чăн ятне çыртарма пултарнă Галина.
Тумхахлă çул – киле
Володя йысна каланă тăрăх, ашшӗн калаçăвӗ пуç нервисем сиенленнӗрен пăсăлнă. Госпитальте сипленнӗ хыççăн ăна пӗччен киле кăларса яма юраман. Çавна кура унпа пӗрле пӗчӗк ачаллă медсестрана янă. Унăн салтака килне çитермелле пулнă. Леонтий Никоновичăн докуменчӗсем çав медсестран аллинче пулнă. Хусана çитсен вӗсем вокзалта Нурлата каякан пуйăса кӗтсе ларнă. Сасартăк медсестран ачи йӗме пуçланă та ăна амăшӗ туалета илсе кайнă. Салтак кӗтсе ларнă-ларнă вӗсене, анчах каялла никам та килмен ун патне. Туалет патне те кайса шыранă – никам та çук. Каллех хăй ларакан сак çине таврăннă вăл. Темле кӗтсен те кӗтсе илеймен хайхи медсестрапа ачине салтак. Мӗн тумалла-ха? Документсăр салтак – дезертир! Кунта ларнипе ӗç тухмасть, милиционерсен аллине лекме пулать. Леонтий Никонович пуйăссем çӳрекен çӗре тухма шутлать. Пӗр тавар пуйăсӗ çине ларать – ăçта пулсан та ку вырăнтан аяккарах каясчӗ. Телее, тавар турттаракан пуйăс Пӗкӗлмене кайнă иккен, шăпах ăна кирлӗ Нурлат станцийӗ урлă. Лăпланса канма выртнă хайхи. Çывăрсах кайнă иккен вăл. Тӗлӗк те тӗлленнӗ: киле çитнӗ пек, амăшӗ кӗçӗн ывăлӗ сыввишӗн савăннипе тутлă апат-çимӗç хатӗрлет пек. Анчах тутанса пăхма ӗлкӗреймест вăл, сасартăк милиционерсем килсе кӗреççӗ, аманнă салтака тӗрмене илсе каясшăн. Унăн тӗрмене каясси килмест, каласа ăнлантарасшăн вăл вӗсене. Анчах та сасси тухмасть. Кăшкăрса вăранса каять Леонтий. Ун умӗнче старик тăрать иккен: «Çывăрса юлатăн вӗт. Ăçта анмалла санăн, салтак?» – ыйтать хайхискер. Ват çын сăмахӗсемпе, Нурлат станцийӗнчен иртсех кайнă иккен вăл. Мӗн тумалла? Черетлӗ станци патӗнче пуйăс хăвăртлăхне чакарсан сиксе юлнă хайхискер. Меллӗ вырăн тупса пытанса ларнă. Телее, каçӗ уйăхсăр пулнă, сӗм тӗттӗм. Çав тери çиес килнӗ, анчах салтак кутамккинче пӗр тӗпренчӗк те апат пулман. Чи канăçсăрлантараканни вара пуçӗ çинчи суран пулнă: çав тери кӗçтенӗ вăл. Аран чăтнă мӗскӗн салтак. Унпа пӗрле медсестра пулнă чух сурана 2-3 хут та çӗнӗрен çыхнă пулнă...
Телее, каллех тепӗр еннелле каякан тавар пуйăсӗ килсе тухнă. Хăвăртлăхне чакарсан Леонтий унта çав-çавах ларма май тупнă. Аллипе ури итлемен хăйне... Тепре те иртсе каяс мар тесе хальхинче çывăрман вăл. Акă, тинех Нурлата çитнӗ. Тăван ялне кунтан 40 километр анчах. Хӗвел тухман-ха. Çакăнпа усă курса хуларан хăвăртрах тухма шутланă салтак. Кана-кана тăватă кун утнă вăл çапла, курăк çине вырта-вырта каннă. Выçăскерӗн вăйӗ пӗтсех çитнӗ, çав тери начарланса кайнă. Ута-ута пӗр пӗчӗк поселок патне çитнӗ. Хăйӗн тăван ялӗнчен аякра мар вырнаçнăскерӗн хӗрринчи урамӗнче тăванӗсем пурăннă, ашшӗпе ача чухне пӗрре мар пулнă вăл кунта. Çӗрле çав тăванӗсен чӳречинчен пырса шакканă Леонтий. Лешсем ăна палласа илсен вăл сывă пулнăшăн çав тери савăннă. Ара, март уйăхӗнче вăл вилни пирки хыпара вӗсем те илтнӗ вӗт. Халь вара, ав, сентябрь уйăхӗ...
Мӗнле телей – салтак сывă!
Тăраниччен апат çинӗ Леонтий ирхине çывăрнă вăхăтра кил хуçи Леонтин ашшӗ патне çитсе хыпара пӗлтернӗ. Никон кинӗсене систернӗ. Лешсем вара час кăна лаша кӳлнӗ те Леонтие тăван ялне лартса та килнӗ. Мӗн пысăкăш савăнăç пулнă ку пуриншӗн те! Вилнӗ текен салтак сывă таврăннă-çке! Кун пекки, тем тесен те, сайра пулать. Леонтий хăй епле майпа сывă юлнине май килнӗ таран ăнлантарса панă, пуçӗ çинчи суранне кăтартнă. Хӗрарăмсем ун суранӗ хуртланса кайнине курсан хăраса кайнă, хăвăртрах тасатса çӗнӗрен çыхнă...
Аслă пиччӗшсем вăрçăран таврăнсан Леонтий тăнă çар чаçне запрос янă. Унтан хурав илсен Леонтие çӗнӗ çар билечӗ панă.
Темиçе çултан Леонтий авланнă, кӳршӗ ялти Ульяна ятлă хӗре качча илнӗ. Мăшăрӗпе 9 ача çуратнă вӗсем. Шел те, пӗр ачи çулталăк çурăра чух вилнӗ. Саккăрăшне чиперех ӳстерсе пурнăç çулӗ çине кăларнă. Чи асли – Володя йысна. Эпӗ ăна хамăн Зина аппана юратнă пекех чӗререн юрататăп.
Антон АГАЧЕВ.
Йошкар-Ола хули.
В.Левуковăн харпăр
архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев