Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ВĂРМАНÇĂ ÇЕÇ МАР

Николай Казаков шкулта вӗреннӗ чухнех çырма пуçланă

Çирӗм ытла çул каялла «Сувар» хаçат редакцийӗнче паллашнăччӗ эпӗ  Тутарстанри чăваш хаçачӗн хастар авторӗпе, мухтава тивӗçлӗ вăрманçăпа, Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче çуралса ӳснӗ Николай Александрович Казаковпа. Унăн вăрманпа çыхăннă ӗçӗсемпе, çутçанталăк çинчен çырнă калавӗсемпе хаçатра пичетленичченех паллашса тăнă. Уйрăмах вăрман илемӗ, унта пурăнакан вӗçен кайăксен, чӗрчунсен хăйнеевӗрлӗхӗ, хăтланăвӗсем çинчен юратса çырса кăтартнă тӗрленчӗк-калавсем пит килӗшрӗç мана. Çав шутра «Мучи савăнăçӗ», «Кучченеçсем», «Ăнăçсăр сунар», «Сунарçăпа упа», «Кашкăрсем», «Шанчăклăх» тата ытти калавсем. 

 

2003 çултанпа Н.Казаков «Сувар» хаçат çумӗнчи «Сунтал» литпӗрлешӳ пайташӗ пулса тăчӗ. 

Çырасси патне шкулта вӗреннӗ чухнех туртăннă пӗчӗк Коля. Район хаçачӗпе, Чăваш АССРӗнчи «Пионер сасси» хаçатпа, ытти кăларăмсемпе çыхăну тытнă. 1974 çулта «Пионер сасси» хаçат­ра пичетленнӗ чи лайăх корреспонденцишӗн лауреат ятне çӗнсе илнӗ. Çавăнпа пӗрлех ăна вăрман та илӗртнӗ. Вăтам шкул хыççăн вăл Чăваш Енри Сӗнтӗрвăрри вăрман техникумӗнче, унтан Мари политехника институтӗнче вӗреннӗ, Мордва АССРӗнче лесничествăра техник-лесоводра тăрăшнă.

1984 – 1986 çулсенче Совет Çарӗнче хӗсметре тăнă вăхăтра та çырма пăрахман Николай Александрович – Çӗпӗр çар округӗн «Советский воин» хаçачӗ çумӗнче çар корреспонденчӗсен шкулӗнче вӗреннӗ. Çартан таврăнсан Ульяновск облаçӗнчи Тереньга районӗнче лесничествăра ӗçленӗ, тăватă çул район хаçачӗн парти пурнăçӗн корреспонденчӗ пулнă. Унтан Ульяновск облаçӗнчи чăвашсен «Канаш» хаçатне ӗçлеме куçнă. 1991 çулта ăна И.Я.Яков­лев обществин председателӗн çумӗ пулма суйланă.

1999 çултанпа Ульяновск облаçӗн вăрман хуçалăхӗнче инженер-лесопатологра тăрăшать. Халиччен унăн «Родное село – Новое Ильмово», «На лесной тропе», «Иду я в лес, когда мне грустно…», «Птички радостно приветствуют»  тата ытти кӗнекисем пичетленсе тухнă.

Николай Казаков – таврапӗлӳçӗ-общественник, çы­рав­­çă, СССР тата РФ Журна­листсен тата Писательсен сою­зӗсен пайташӗ, Чăваш наци  ăслăлăхпа ӳнер академийӗн чăн пайташӗ, чăваш наци культурин тава тивӗçлӗ деятелӗ, Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн Ульяновск облаçӗнчи уйрăмӗн председателӗ, А.Талвир ячӗллӗ литература премийӗн лауреачӗ.

Унăн пултарулăхӗнче вăрман илемӗ, унăн пархатарлăхӗпе киленни, çутçанталăка, тăван тавралăха, ӳсен-тăранпа чӗрчунсене юратни уççăн палăрать. Акă унăн калавӗсенчи хăш-пӗр сыпăксем: 

«…Çил-тăвăл шавласа иртнӗ хыççăн вăрманта шăплăх хуçаланать. Тӗтреллӗ чаршав витӗр хӗсӗнсе тухса хӗвел урисем шăнса пăрланнă çӗре хыпашлаççӗ, çавна май йывăç тăррисенчен шап-шурă юр çине вăрăм мӗлкесем ӳкеççӗ. Туратсем çинче пас йăлтăртатать. Сивӗннӗ сывлăш кăмăла уçса ярать, сывлама çăмăл...» (Кучченеçсем).

«…Таврара шăп. Чăшăлтатни те илтӗнмест. Йывăçсен хушшинче темле вăрттăн япала пытанса тăнă пек туйăнать. Аякран вăрманти юханшывăн тӗкӗр пек çийӗ шупкан курăнать, çывăха пырсан тӗттӗм симӗс пек туйăнать. Аякка тăсăлать çамрăк вăрман. Мӗн чухлӗ вăрттăнлăх упрать вăл? Никам та пӗлмест çакна...» (Хӗллехи вăрманăн пӗр кунӗ.)

«… Вăрманти шăплăха сасартăк симӗс улатакка вăратрӗ. Вăл шакканине  илтсе çийӗнчех тата ытти вӗçен кайăксем пуçтарăнма тытăнчӗç. Чун-чӗре хумханать, çав вăхăтра савăнăç çуралать. Вăрман тулли пурнăçпа пурăнать-çке? Çак вăхăтрах аякрах та мар турат шартлатса хуçăлни илтӗнчӗ…» (Мучи савăнăçӗ.)

«… Сивӗ сывлăшра чакаксем чакăлтатни инçене янраса каять. Такам шуйхатнă хура пилеш кайăкӗ сасартăках кăшкăрса ячӗ. Кăсăя ку вăрманта хăйне хуçа пек тыткалать. Вӗсем кунта çулларанах пу­рăнаççӗ. Çирӗктăрри вара – хăна. Кунта вăл çурçӗр тайгин­чен, тен, тунд­рăран, вӗçсе килнӗ. Килӗшӗ-ши ăна кунта? Килӗшме те пултарать, вырăнти лесничествăра ӗçлекенсем ун çине тимлӗх уйăрсан…» (Вăрман сукмакӗ çинче.)

Килентерекен, чуна пырса тивекен сăмахсем. Тата килӗшӳллӗрех калама йывăр ахăр. Автора пире тата чаплăрах сăмахсемпе савăнтарма çирӗп сывлăх сунатпăр. 

 

Евгений ТУРХАН,

Тутарстан Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, çыравçă, чăваш халăх ăсчахӗ. 

Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев