Вăрмансенче чӗрчунсен йышӗ ӳснӗ
Республикăн Хӗрлӗ Кӗнеки, чӗрчунсен йышӗпе тӗсӗ, сунар хуçалăхӗсен кадастр учечӗ, экологипе сунар туризмӗ, Африка мурӗнчен профилактика, шыв-шур биоресурсӗсене сыхласси...
ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗ иртнӗ эрнере 2025 çулхи ӗçне пӗтӗмлетсе 2026 çула тӗллевсем палăртрӗ.
Комитетăн ертӳçи Федор Батков доклада ятарлă çар операцийӗнчи салтаксене мӗнле пулăшнинчен тытăнчӗ хальхинче. 2025 çул Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗ пулнипе кăна çыхăнман ку, СВО зонинче Тăван çӗршыв интересӗсене хӳтӗлекен ӗçтешӗсем пур вӗсен. Салтаксене комитет нумай пулăшать, «Пăшалупа боеприпассене салтаксене пар» акципе граждансем кӳнӗ 255 пăшалпа 14000 боеприпассăр пуçне тата 28 автомобиль, 5 мотоцикл, пулă тытмалли 1300 атма, 2 тонна апат-çимӗç, 100 килограмм тумпа атă-пушмак ăсатнă. «Салтаксене ура çинче çирӗп тăма, киле ырă-сывă таврăнма сунатпăр», – терӗ спикер чунтан.
Хӗрлӗ Кӗнеке
икӗ чӗлхепе
Ытти енчен вара ӗçе законодательствăпа килӗшӳллӗн пурнăçланă. Чи пысăк ӗçсенчен пӗрне Федор Батков ТР Наукăсен академийӗн, Хусанти федераллӑ университетӑн, Атӑлпа Кама çутçанталӑк биосферин заповедникӗн тата «Анат Кама» наци паркӗн специалисчӗсемпе пӗрле регионӑн флорӑпа фаунине тӗпчесе республикăн Хӗрлӗ Кӗнекине çӗнетсе пичете хатӗрленине асăнчӗ. Республика территорийӗнчи сайра тӗл пулакан, пӗтес хӑрушлӑхри 645 тӗрлӗ чӗрчун, ӳсен-тӑранпа кӑмпасем кӗнӗ унта. 10 çулта пӗрре тухакан официаллă кӗнекене хальхинче икӗ чӗлхепе, вырăсла тата тутарла, кăларнă. Раççейӗн пӗр регионӗ те ăна наци чӗлхипе кăларни çук-ха хальлӗхе.
Марал,
муфлон, пăлан
Тепӗр пысăк çитӗнӳ вăл – сайра тӗл пулакан тискер чӗрчунсен шутне тата тӗсне ӳстерни. Юлашки 10 çулта ку енӗпе нумай ӗç тунă комитет, çурма хупă вырăнсенче темиçе тӗрлӗ пăлан, лань, муфлон, марал пек чӗрчунсем ятарласа усраççӗ, вӗсем лайăх ӗрчеççӗ иккен. Василий Сергеевичăн сăмахӗпе, çакнашкал чӗрчунсен тӗсне анлăлатмалла. Элкел районӗнчи «Хузангаевское» хуçалăхра зубрпа бизон гибридне, çурçӗр пăланне ӗрчетме тытăннине каларӗ.
Юлашки çулсенче Раççейре анлă сарăлса пыракан экологи, сунар туризмӗсене Тутарстанра та аталантарма тӗллев лартнă. Сунара, пулла, çул çӳреме юратакансем валли Ешӗлвар районӗнчи Вырăс Азелеево ялӗнче ятарласа «ШОҢКАР» нумай функциллӗ центр туса хурасшăн. Ун чух туристсем пулă тытса, сунара çӳресе канӗç. Унтах кăйкăр (сокол) центрне туса хума та шутлаççӗ. Туристсем ун чух сайра тӗл пулакан тискер вӗçен кайăксене пăхма кăна мар, кăйкăрпа сунара çӳрес йăлапа та паллашма пултарӗç.
Сăмах май, республикăра пурӗ 140 сунар çӗрӗ (6309,4 пин гектар). Вӗсене пурне те чиккисене палăртса кадастр реестрне тăратмалла. 73-шӗпе ӗç пӗтнӗ, ыттисене 2026 çулта туса пӗтермелле. Пӗлтӗр кайăк-кӗшӗкпе мамăк тирлӗ чӗрчун тытма 41 345 ирӗк панă.
Упасем
10 районта пур
Цифра технологийӗсемпе усă курма тытăннăранпа учет ӗçне тӗрӗс илсе пымаллине те палăртрӗ спикер. Тӗслӗхрен, пурăшпа (барсук) сăвăрсен (сурок) шутне Азнакай, Камские Поляны тăрăхӗсенчи сунар хуçалăхӗсем тӗрӗс тăратман. Упасен шучӗпе те ыйтусем пур. Утамансен популяцийӗ республикăра Мамадыш, Çӳлту, Агрыз районӗсенче пуринчен пысăкрах иккен. Шучӗ ӳссе кайнипе упасене регионăн Хӗрлӗ Кӗнекинчен кăларма тивнӗ хальхинче. Вăрман хуçи шутланакан çак чӗрчун Арск, Çӳлту, Кукмор, Саба, Пӗтреç, Тюлячи, Рыбно-Слободски, Мамадыш, Пӗкӗлмепе Агрыз районӗсенчи вăрмансенче пур. Популяцийӗ ӳсни республикăра сыхлакан вырăнсем, заказниксем нумайланнипе, апат çителӗклипе тата хальлӗхе тытма юраманнипе çыхăннă.
Элкел
районӗнче тилӗсем ытлашшипех
Закона çӗнӗлӗхсем кӗнипе тилӗсен популяцине шайласа тăма çук иккен. Тӗрӗссипе, шăп çак чӗрчун урнă чире сарать-çке. 2025 çулта тискер чӗрчунсем чирленӗ 8 тӗслӗх палăрнă. Тилӗсен шучӗ вара республикăра 9 районта кăна кирлӗ чухлӗ, ыттисенче ытлашшипех. Элкел районӗнче, тӗслӗхрен, нормăран 4 хут нумайрах. 2025 çулта республикăра 5 515 тилле тытни хальлӗхе популяцие контрольте тытма çителӗксӗр.
Сисчӗвлентерекен тепӗр сăлтав та пур. Кӳршӗллӗ регионсенче Африка мурӗпе чирленӗ тӗслӗхсем каллех палăрнă. Марий Эл, Удмурт республикисемпе, Киров облаçӗпе пӗрле хир сыснисен миграцине тӗрӗслесе тăраççӗ, Африка мурӗнчен профилактика ӗçӗсене илсе пыраççӗ. 2026 çулхи ӗçӗн планне те кӗртнӗ ăна. Тӗллевӗ – Африка мурӗн чирне республика территорийӗнче сарăлма памалла мар.
Апла пулсан та хир сыснисен шучӗ кирлинчен ытла районсем пур-ха пирӗн. Тури Услонра, тӗслӗхрен, Иннополис хули çывăхӗнчех кӗтӗвӗпе çӳреççӗ. Ку енӗпе мерăсем йышăнмаллине çирӗппӗн палăртрӗ комитет ертӳçи.
Аварисенче
260 чӗрчун вилнӗ
Вăрман чӗрчунӗсем трассăсем çине тухнипе пулакан инкексен шучӗ пӗчӗк мар. 2025 çулта пурӗ 257 инкекре 260 чӗрчун вилнӗ. Кун пек инкексем ытларах Ешӗлвар, Пӗтреç, Елабуга, Тури Услон, Анат Кама районӗсенче пулнă. «Йышăннă мерăсем çителӗксӗррине кăтартать ку. Чӗрчунсем каçса çӳрекен вырăнсенче автомобиль хăвăртлăхне кăтартакан видеофиксаторсем кирлӗ», – ку ыйтупа ТР Раисӗпе Рустам Миннихановпа калаçнине палăртрӗ комитет ертӳçи.
ТР Раисӗн Р.Миннихановăн 2025 çулхи ноябрь уйăхӗнчи Посланийӗнче республикăра аманнă, сиенленнӗ чӗрчунсен реабилитаци центрӗсен сетьне туса хумаллине каланă. Ешӗлвар районӗнчи Северные Нурлаты ялӗнче çакнашкал центр пур, 2025 çулта вăл аманнă 63 чӗрчуна сиплесе çутçанталăка тавăрнă. Тепӗр 7-шӗ вольерсенче вăй илет-ха хальлӗхе, çав шутра пӗлтӗр çăлнă пӗчӗк пăши те.
Браконьерсем
2026 çула палăртнă тӗп тӗллевсенчен пӗри – шыв-шур биологи ресурсӗсене сыхласа хăварасси. Хальхи вăхăтра республикăра пысăк юханшывсен çывăхӗнчи районсенче пулă тытакан 7 предприяти пирӗн. 2026 çулта пулă тытмалли квота – 4 679,5 тонна. Пӗлтӗрхинчен пысăкрах ку. Шел те, сăтăрçăсем çителӗклӗ, пулла вăлтапа кăна çӳрес темеççӗ вӗсем. Ытти ведомствăсемпе пӗрле пӗлтӗр 8710 рейда тухса браконьерсен 7 611 атмине туртса илнӗ. Йӗркене пăснăшăн 2823 административлă, 58 уголовнăй ӗç пуçарнă. Çапла майпа 152 миллион тӗнкӗлӗх сăтăр тăвасран сыхласа хăварнă.
Сăнӳкерчӗксем ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн сайтӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев