Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ВАРВАРА ЧЕРНОВА КӖНЕКИСЕМПЕ ТĂХĂРЬЯЛ АЧИСЕМ ТЕ ВӖРЕННӖ

Çирӗммӗш ӗмӗр пуçламăшӗнче Тăхăрьял вӗрентекенӗсенчен чылайăшӗ Чӗмпӗр чăваш шкулӗнче пӗлӳ илнӗ

 

Çирӗммӗш ӗмӗр пуçламăшӗнче Тăхăрьял вӗрентекенӗсенчен чылайăшӗ Чӗмпӗр чăваш шкулӗнче пӗлӳ илнӗ.

В.М.Беркутовăн «Дореволюционные школы на территории Татарстана» (Казань, 2007, стр.64) кӗнекинче Тăхăрьял шкулӗсем çинчен вуланă май мана пирӗн районти Хирти Кушкăра ӗçленӗ В.В.Чернова вӗрентекенӗн пурнăçӗпе пултарулăхӗ кăсăклантарчӗ. Вăл çур ӗмӗр каялла паллă вӗрентекен пулнă, чăваш ачисем валли кӗнекесем хатӗрлесе кăларанă, анчах та ун çинчен чăвашсен пӗр энциклопедийӗнче те хыпар çук. Çавăнпа та тава тивӗçлӗ ентешӗн кун-çулӗпе хаçат вулаканӗсене паллаштарас терӗм.

Вӗрент, Ваççа, ачусене...

Варвара Васильевна Чернова (Васильева) Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи Пăва уесӗнчи Чураппан ялӗнче (халӗ Теччӗ районне кӗрет) 1886 çулхи  раштавăн 19-мӗшӗнче çуралнă. Пулас вӗрентекенӗн ашшӗ, Василий Харитонович Харитонов, чухăн хресчен пулнă. Вăл ялăн хӗвеланăç енчи урамăн вӗçӗнче улăм витнӗ пӗчӗк пӳртре пурăннă. Хритун Ваççи хут пӗлнипе ямшăкра çӳреме пултарнă. Ăна Пăрăнтăк вулăсӗпе Пăва уесӗ тăрăх тӗрлӗ чиновниксене лартса çӳреме тӳр килнӗ. Вӗсен хушшинче чăваш ялӗсенчи шкулсен ӗçӗ-хӗлӗпе кăсăкланакан И.Н.Ульяновпа И.Я.Яковлев та пулнă. Çапла май Василий Харитонович паллă çынсемпе çывăх паллашса кайнă. 

Пӗррехинче вăрăм çул хыççăн Сӗве хӗрринчи ыраш ани пуçне канма чарăнсан Илья Николаевич пурнăç çинчен калаçнă вăхăтра: «Вӗрент, Ваççа, ачусене, çине тăрсах вӗрент», – тенӗ. Çак сăмахсене пӗчӗк чухне ашшӗнчен ялан илтни çинчен калать Варвара Васильевна хайӗн асаилӗвӗнче (Г.Зяблова, «Учительница», Советская Чувашия, 06.01.1957). Вӗсем сӗннипех Чураппан чăвашӗн пилӗк ачи те шкултан вӗренсе тухнă, пӗлӗвне малалла аталантарнă, паллă çынсем пулса тăнă. Тӗслӗхрен, Варварăн тетӗшӗ Иван Васильевич Васильев (1882–1974) (XX ӗмӗр пуçламăшӗнчи çамрăксен хушамачӗсене улăштарасси йăлана кӗнӗ пулнă. – М.Х.) Кăнна Кушки шкулӗнчен вӗренсе тухсан Чӗмпӗр чăваш шкулӗнче вӗренет, унтан Хусанти учительсен семинарийӗнче пӗлӳ пухать. Пермьри музыка училищипе Мускаври музыка учителӗсене хатӗрлекен института пӗтерет. «Вăл чăвашсен пӗрремӗш профессиллӗ      юрăçи ята тивӗçнӗ», – тесе çырнă «Культура Чувашского края» кӗнекере (Чебоксары,  1994, стр. 336-337).   

Аслисене кура Варя та Васильева хушамат йышăннă. Тетӗшӗ пекех Кăнна Кушкинчи икӗ класлă шкула вӗренме кайнă. «Малтанласа кӳршӗ яла çӳрекен Чураппан ачисен йышӗ вăтăртан та ытлаччӗ, анчах вӗренсе пӗтерекенӗ хам кăна пултăм», – тесе аса илнӗ пирӗн ентеш (çӳлерех асăннă «Советская Чувашия»). 

Паллах, çăмăл пулман çав пӗчӗк шăпăрлансене Кăнна юханшывӗ урлă иртекен шкул сукмакне такăрлатма. Уйрăмах вăйлă çумăр хыççăн е ейӳ вăхăтӗнче Кăнна питӗ анлă сарăлса кайма, çыран хӗрринчи мунчасемпе ытти хуралтăсене Сӗвенех юхтарса кайма пултарнă.

Чӗмпӗр чăваш шкулӗнче

«1900 çулта аттепе Чӗмпӗрти чăваш шкулне кайрăмăр. Иван Яковлевич пире хапăл тусах кӗтсе илчӗ, аттене пӗр пăшăрханмасăр мана шкулӗнче вӗренме хăварма сӗнчӗ», – тет Варвара Васильевна «Коммунизм ялавӗ» (Шупашкар, 19.12.1956) хаçатри В.Петрова çырнă статьяра. 

Вăл вăхăтри Чӗмпӗр чăваш шкулӗн вӗрентӳ йӗрки мӗнле пулни çинчен Г.А.Александров «Чувашская интеллигенция: истоки» (Чебоксары, 1997, 38-39 стр.) кӗнекере ăнлантарнă тăрăх хӗрачасем малтан 4-5 çул училищӗре вӗренмелле, унтан  пуçламăш шкулсенче учитель пулас тесен тата икӗ çул хӗрарăмсен педагогика курсӗнче ăс пухмалла пулнă. Вӗренӳ çулӗсенче Чураппан çамрăкӗ икӗ тантăшӗпе çирӗп туслашса каять, анчах та хăйӗн асаилӗвӗсенче класташӗсен ячӗпе хушаматне кăна палăртать. Вӗсем Настя Федоровăпа Анюта Иванова иккен (çӳлерех асăннă «Советская Чувашия»). Варьăн тусӗсем Чӗмпӗре хăш тăрăхран килнине çӳлерех асăннă Г.А.Александров кӗнекине вуласа шыраса тупрăм. Анастасия Федоровна Федорова Тоскинеево ялӗнчен (45 стр.). 1976 çулта ку ял Çӗнӗ Шупашкарти «Химпрома» туса хурсан тӗппипех пӗтнӗ. Анна Ивановна Иванова вара хулана вӗренме Вырăскассинчен (Полевые Буртасы) (41 стр.) килнӗ. Халӗ ку ял Елчӗк районне кӗрет. Тус-тантăшсен вӗренӳ çулӗсем Раççейри революциллӗ пăлханусен вăхăчӗпе пӗр килнипе тикӗсех пымасан та 1907 çулта вӗсем виççӗшӗ те вӗрентекенсем пулса тăраççӗ (çӳлерех асăннă Г.А.Александров, 49 стр.).

Ӗç çулӗ

«Çав çулах мана Тури Чаткасри (Чепкас-Ильметево, халӗ Шăмăршă районӗ) хӗрачасен пуçламăш  шкулне      ӗçлеме   ячӗç», – тесе малалла тăснă асаилӗвне Варвара Васильевна (çӳлерех асăннă «Советская  Чувашия»). Ку шкулта 1896 çултанпа Агафия Гавриловна Гаврилова ӗçленӗ. А.Г.Гаврилова (1878 – 1918) «чăваш халăхӗн наци ирӗклӗхӗн юхăмӗн хастар пайташӗ, паттăртан та паттăр хӗрарăм» (cv. wikipedia.org/wiki). Ăна тата ытти  вӗрентекенсене 1906 çул вӗçӗнче Пăва уесӗнчи учительсен пӗрлешӗвне йӗркелесе янăшăн шкулта ӗçлемелле мар тунă (А.П.Леонтьев, «Хыпар»: минувшее и настоящее», Чебоксары, 2011, 187-188 стр.). А.Г.Гаврилова Варвара Васильевăна Кăнна Кушки шкулӗнченех пӗлме пултарнă, мӗншӗн тесен вăл унта 1894– 1896 çулсенче ӗçленӗ. Çапла майпа вӗрентекенпе вӗренекене шăпа пӗр çӗре илсе çитернӗ, анчах та вӗсем урăх пӗр-пӗрне курман-тăр. 

Варвара Васильева Наум Егорович Чернова (1885 çулта çуралнă) качча тухнă. Вăл, Чураппан библиотекарӗ З.З.Башмакова каланă тăрăх, хальхи Елчӗк районӗнчи Шăмалак ялӗнчен пулнă. Варвара Васильевна малалла асаилӳ çăмхине сӳтет: «Манăн упăшка учитель пулнă, ăна та революциллӗ ӗçе хутшăннăшăн хамăр тăрăхри шкулсенче ӗçлеме ирӗк памарӗç. Вăл вара Вятка кӗпӗрнинчи пӗр тӗттӗм яла кайса вырнаçрӗ. Кайран эпӗ те икӗ ачапа унта куçрăм. Икӗ çултан тăван ене каялла таврăнтăмăр». 

Малалла Черновсем Шăмалакра пурăнма пултарнă, мӗншӗн тесен аслă ывăлӗ Леонид 1914 çулта Елчӗк тăрăхӗнче çуралнă тесе çырнă «Память» кӗнекере (Том 1, г.Чебоксары, стр.119). 

Пăва архивӗнчи «Книга учета движения учителей Буинского кантона 1919 – 1921г.г., №1» кӗнекен 65-мӗш страницинче Пăрăнтăк вулăсӗнчи Чураппанра министерски икӗ комплектлă чăваш ачисен училищин (шкулӗн) вӗрентекенӗсем çинчен çырнă. Списокра пӗрремӗш Варвара Васильевна Чернова тăни курăнать. Малалла пăхсан тата тăватă учитель хыççăн упăшкин ячӗ те пур. Кунтах Варвара Васильевнăн мăшăрӗ мӗнле майпа учитель пулма пултарни çинчен те çырнă: «Чӗмпӗрти 1-мӗш гимнази педсовечӗ вӗрентекен пулма экзамен тыттарнă», – тесе çырнă.

Черновсен Геннадий ывăлӗ 1918 çулта Чураппанра çуралнă тенине унăн Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине ăсатмалли хутсем çинче курма пулать (Регистрационная карточка №62304, https://pamyat-naroda.ru).

Пӗлӳ патне туртăнакан шăпăрлансене пăрахман

Пăва Ӗçтăвкомӗн шкулсен уйрăмӗн пуçлăхӗн 1918 çулхи раштавăн 6-мӗшӗнчи хушăвӗпе В.В.Черновăна Хирти Кушкă шкулне куçараççӗ. Ун вырăнне Тилçе хӗрринчи Кушкăран Анна Федоровăна Чураппан шкулне ӗçлеме яраççӗ (Учет движения учителей Буинского уезда (кантона) 1916 – 1921г.г., №3). Çапла вара, В.В.Чернова Хирти Кушкă ачисене   В.М.Беркутов (çӳлерех асăннă кӗнеке) кăтартнă пек 1907 çулта мар, тата вун пӗр çултан тин вӗрентме тытăннă пулать. Варвара Васильевнăн асӗнче кунта ӗçлесе пурăнни тарăн йӗр хăварнине асаилӗвӗсене вуласан туйса илетӗн. Çӗршыври революци, хăватлă улшăнусем, Граждан вăрçи Тăхăрьял, Пăва тăрăхӗ урлă алхасса иртсе кайнă. Ниме пăхмасăр çамрăк вӗрентекен, пӗчӗк ачасен амăшӗ (хӗрӗ Ираида 1920 çулта çуралнă, pamyat-naroda.ru) пӗлӳ патне туртăнакан шăпăрлансене пăрахмасть, шкулта кăна мар, уроксем хыççăн та кӗнекесем вуланă, спектакльсем лартнă. Ял халăхӗ те ăна хисепленӗ, чухăнсен комитетне ертсе пыма шаннă. 

1941 çулхи раштав уйăхӗнче Шупашкар урамӗнче Хирти Кушкăра çуралса ӳснӗ, фронта каякан Михаил Яковлев майорпа тӗл пулни çинчен аса илет Варвара Васильевна. Çав ялта ӗçленӗренпе нумай çул иртнӗ пулсан та ăна Кушкă ачисемпе ашшӗ-амăшӗсем ырăпа асăнаççӗ иккен. Пăва архивӗнчи кӗнекере Варвара Васильевна Хирти Кушкăран хăçан куçса кайнине çырса хăварман (самана тăнăç пулманни тӗрлӗ документсене еплерех илсе пынинче те палăрать çав – М.Х.), çапах та ăна Сӗве хӗрринчи Кугальнана (вырăс ялӗ) куçарни курăнать. Варвара Васильевна «Кугальна ялӗнчи коммуна шкулӗнче» 1921 çулхи çӗртмен 15-мӗшӗнче ӗçлеме тытăнать (çӳлерех асăннă кӗнеке 1918 – 1926, 2 №, 180 стр.). Унтан ăна 1924 çулхи нарăсăн 11-мӗшӗнче Пăвари 7 çул вӗренмелли шкула ӗçе илнӗ, авăнăн 1-мӗшӗнче Пăвари пӗрремӗш ступеньлӗ 2-мӗш шкула куçарнă (асăннă кӗнеке 1918 – 1926, 2 №, 23 стр.). 

Пăва кантонӗн халăх вӗрентӗвӗн уйрăмӗн хушăвӗсене вуласан Варвара Васильевна çак шкулăн заведующийӗ пулнине те пӗлме пулать (Книга приказов за 1923–1924 гг.). Мăшăрӗ Н.Е.Чернов 1919 çулхи кăрлачăн 17-мӗшӗнченех Пăва уесӗн шкулсен уйрăмӗн коллегийӗн пайташӗ пулнă. Вăл унта уесри шкулсен снабжени уйрăмне ертсе пыракан пулса ӗçленӗ (асăннă кӗнеке, 3№, 128-129 стр.). 

Черновсен Пăвари пурнăçӗ вăраха тăсăлайман. Варвара Васильевна çинчен юлашкинчен çырни 1925 çулпа вӗçленет. Малалла шăпа вӗсене Шупашкара илсе çитерет. Варвара Васильевна кунта коммуна шкулӗнче, Чăваш АССР Çутӗç комиссариатӗнче, 1-мӗш, 4-мӗш вăтам шкулсенче, юлашки вăхăтра 6-мӗш вăтам шкулта ӗçленӗ.

Вӗрентӳ ӗçӗ – пурнăç тӗллевӗ

Ентешӗмӗрсен хӗн-хур курасси малалла пулнă-ха. «Чувашсоюзра» инструктор-ревизор пулса ӗçлекен Наум Егоровича элекçӗсене пула 1930 çулхи раштавра арестлеççӗ те айăп тупаймасăр çулталăк çурăран ирӗке кăлараççӗ. Вырăнти «тройкăн» ирсӗрлӗхӗсем кунпа кăна вӗçленмен. Н.Е.Чернова каллех çăхавпа айăпласа 10 çула хупса хураççӗ те икӗ çултан  кăлараççӗ (https://base. memo.ru/). 

Варвара Васильевнăн чунне мӗнле кăна çунтарман-ши, мӗн чуль пурнăç хăватне пӗтермен-ши çав асаплă та тертлӗ çулсем? Лăпкă пурнăçпа тăрăшса ӗçлес ӗмӗте çулталăкран тапраннă ирсӗр вăрçă пӗтерсе хурать. 1941 çулхи раштавра аслă ывăлӗ Леонид хыпарсăр çухални çинчен çыру килет. Нумай та вăхăт иртмест, Наум Егорович çӗре кӗрет. Ентешӗмӗре нумай хура-шур курма тӳрӗ килнӗ пулсан та, вӗрентӳ ӗçӗ унăн пурнăç тӗллевӗ пулнă, малалла талпăнма вăй-хăват парса тăнă. 

1930 çулсенчен пуçласа вăл чăваш шкулӗсенче вӗрентмелли учебниксем хатӗрлесе кăларас ӗçе хастар хутшăннă, хăй те учебниксем çырнă. 1957 çулта Чăваш патшалăх издательстви В.В.Чернова çырнă чăваш шкулӗсенче 4-мӗш класра вӗренмелли вырăс чӗлхи учебникне пичетлесе кăларнă. 1967 çулта çак учебника тата тепӗр хут пичетленӗ. Вăл кӗнекепе Тăхăрьял ачисем те вӗренни çинчен мана 1940 çулта çуралнă Зоя Михайловна Кильдюшева (Краснова) каласа пачӗ. Вăл 1965 – 1995 çулсенче Чăваш Киштек шкулӗнче пуçламăш классене вӗрентнӗ. «Лайăх астăватăп Елчӗке чăвашла вӗрентӳ кӗнекисене илме кайнине. Ытти кӗнекесемпе пӗрле В.В.Чернован 4-мӗш класс ачисем валли хатӗрленӗ «Учебник русского языка» та илсе килтӗмӗр», – терӗ вăл. В.В.Черновăна педагогикăра калама çук пысăк ӗçсем тунăшăн унăн ӗçне тивӗçлипе хакласа 1949 çулта Ленин орденӗпе тата «Тăван çӗршывăн 1941 – 1945 çулсенчи Аслă вăрçи вăхăтӗнче хастар ӗçленӗшӗн» медальпе   наградăланă. 

Черновсем ултă ача пăхса çитӗнтернӗ. Граждан вăрçинче пуç хунă   пиччӗшӗн ывăлӗпе хӗрне, Аннăпа Петра та, тăван ачисене юратнă пекех пăхса ӳстернӗ. Ывăлӗсем Леонидпа Петр вăрçăра паттăрла пуç хунă. Геннадий вăрçăран çӗнтерӳпе таврăннă, таватă медале тивӗçнӗ. Хирти Кушкăра çут тӗнчене килнӗ Ираида медицина службин аслă лейтенанчӗ пулнă, икӗ медальпе Хӗрлӗ Çăлтăр орденне тивӗçнӗ. Таисия Ленинград блокадине чăтса ирттернӗ. Черновсен ачисем çинчен хăйне уйрăм пӗр тӗпчев ӗçӗ çырса кăларма пулать. Паллах, хисеплӗ ентешӗмӗрӗн биографийӗнче паллă мар йӗркесем тата пур-ха. Вӗсене уçса палăртасси – малашнехи ӗç.

Михаил Хӗветке.   

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.     

Чӗмпӗр чăваш шкулне пӗтернисем И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика институтӗнче.

В.В.Чернова иккӗмӗш ретре, сулахайран виççӗмӗшӗ, тутăрпа, 1967 ç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: педагогическое образование