Ватă хула çамрăкланасшăн
Елабугăри хăш-пӗр культура палăкӗсене хула пӗр тенкӗпех сутса яма хатӗр
Çулçӳреве ТР Культура ектерӗн объекчӗсене упрассипе комитечӗ, Елабугăри патшалăх историпе архитектура тата ӳнер музей-заповедникӗн дирекцийӗ йӗркеленӗ.
Çулӗсемпе Хусантан кăшт кăна çамрăкрах хулана килсе çӳрекен туристсен йышӗ çулсерен ӳсет. Кунта Иван Шишкин вырăнӗсем, ватăлса кивелнӗ çуртсем Надежда Дурова кавалеристка иртсе çӳренине те астăваççӗ-тӗр.
нăвӗсем темӗнле çирӗп, капмар çуртсене те шеллемеççӗ. Елабугăри хăш-пӗр культура палăкӗсем те çулран-çул нӳрӗпе çӗрме, ишӗлме пуçланă. Халӗ вӗсене пачах усă курма çуккисене, хула пӗр тенкӗпех сутса яма хатӗр, туянаканӗ юсаса-çӗнетсе хута ятăр çеç. Ку енӗпе хула администрацийӗн опыт та пур – уйрăм инвестор 1 тенкӗпех туянма пултарать. Çичӗ çул хушшинче юсаса йӗркене кӗртейсен малашне вăл вырăнтан тупăш илӗ. Енчен те сăмахне тытаймарӗ-тӗк, хула культура палăкне каялла илет – юсама тăкакланă укçи-тенкине те тавăрса памасть. Паллах, инвесторшăн ку теветкеллӗ йышăну – пултарайӗ-и шутланине пурнăçлама, панă сăмаха тытма? Йăпатса хавхалантараканни те çук мар. Тӗслӗхрен, 1 тенкӗпе туяннă объектра инвестор хăйӗн мӗн тăвас килнине тăвать, паллах, мораль-закон чиккисенчен иртме юрамасть тата çурт конструкцине улăштармалла мар, уйрăмах йăтса ларакан стенисене ишме юрамасть. Тата тепӗр самант, «Дом.РФ» федераллă программăпа инвесторсем юхăннă культура объекчӗсене юсама, реставрацилеме 4 – 9 процентпа кредит илме пултараççӗ (паллах, укçана тӗллевлӗ усă курмалла).
Елабуга администрацийӗ халиччен тăватă объекта, культура еткерне 1 тенкӗпе сутнă. Чиновниксем каланă тăрăх, инвесторсем хăйсен тивӗçне тӳр кăмăлпа пурнăçлаççӗ. Халӗ тата виçӗ объекта сутма хатӗрленет.
Эврика
Елабугăна çитсенех эпир ачасен виçӗ хутлă «Эврика» вӗрентӳпе музей центрӗпе паллашрăмăр. Вăл харăсах темиçе ыйтăва татса парать: заповедникӗн тӗп музейӗсене пушатать, туризм сезонӗнче ку уйрăмах пӗлтерӗшлӗ, çӗнӗ центр ачасене ушкăнăн-ушкăнăн уйăрма май парать. Кама таврашӗнче пурăнакансемшӗн – Çырчалли, Анат Кама, Менделеевск хулисемпе районӗсенче – центр уйрăмах интереслӗ пуласса шанаççӗ. Канмалли кунсенче центра ушкăнăн-ушкăнăн экскурсие килеççӗ.
«Эврика» Евсигней Емельянов-Савронов усламçăн çурчӗ. Вăл кăçал шăп Республика кунӗнче хута кайнă. ТР Раисӗ Рустам Минниханов хăй пулнă ача-пăча центрне уçнă çӗрте. Хăтлă пӳлӗмсемпе çӳренӗ май çак çурт никама кирлӗ мар пулса ишӗлсе ларнине кăшт та ӗненес килмест. Ăна ӗçе кӗртес идейăна Елабуга музей-заповедникӗн генеральнăй директорӗ Гульзада Ракиповна Руденко хăйӗн командипе пурнăçа кӗртнӗ.
Центрпа паллаштараканни, интереслӗ экскурси ертсе пыраканӗ заповедникăн генеральнăй директорӗн çумӗ Екатерина Кашапова пулчӗ. Вăл ку тӗлте мӗн пулнине те, ăна мӗнлерех ӗçе кӗртнине те лайăх пӗлет. Çуртăн никӗсне те ятарлă хутăшсемпе çирӗплетме тивнӗ. Стенисене те тӗплӗн реставраци тунă.
Çакăн çинчен тата унпа çыхăннă ытти историпе техника хыпарӗсене пире ТР Культура еткерӗн объекчӗсене упрассипе комитечӗн председателӗн çумӗ Наталья Прохорова каласа пачӗ.
Çурта 1850-мӗш çулсенче туса лартнă. 1995 çултанпа ăна закон культура палăкӗ тесе упрать. Çӗр аллă çул хушшинче мӗн кăна пулма тӳр килмен-ши унăн: усламçă пурăнакан çурт та, суту-илӳ лавкки те, хӗрарăмсен гимназийӗ те, библиотека техникумӗ те, Аслă вăрçă вăхăтӗнче ачасен интерначӗ те, 90-мӗш çулсенче Культура çурчӗ те. 2018 çултанпа пушă тăнă. 2023 çулта Емельянов çуртне иккӗмӗш пурнăç парнеленӗ. Архиври документсене пуçтарса 150 çул хушшинче «çухалса пӗтнӗ» элеменчӗсене çӗнӗрен ăсталаса вырăна лартнă. Икӗ çула пынă реставраци ӗçӗсем. Реконструкци, тӗпрен илсен, 280 миллион тенке яхăн ларнă – 218 миллион тенкӗ республика бюджетӗнчен уйăрнă, 35 миллион – «Культура» наци проекчӗпе федераллă бюджетран куçарнă, 18 миллион тенкине музей-заповедник хăй ӗçлесе илнӗ укçине хывнă тата хулари, республикăри меценатсем пулăшнă. Кӗскен каласан, нимелле юсаса çӗнетнӗ çурта. Халӗ кунта 74 пин çын пурăнакан Елабугăри ачасем çеç мар, çывăхри хула-ялсенчен те килеççӗ. Пушă вăхăта усăллă ирттерме те май пур, тавракурăма аталантарма та, пултарулăха ӳстерме те пулать – пӳлӗмсем те, вӗренӳ хатӗрӗсем те çителӗклех. Йӗркелӳçӗсем тата кашни пӳлӗме урăх сывлăш «вӗрсе кӗртнӗ» тейӗн.
Тӗслӗхрен, «Гимназире» парттисем те, кӗнеке çӳлӗкӗсем те, стена çинчи писательсен портречӗсем те пире иртнӗ ӗмӗре çеç мар, тата инçерехе илсе каяççӗ пек. Юнашарах çав вăхăтри медресе. Калăн кунта пачах урăх сывлăш. Лутра тенкелӗсем те, шамаилсем те пур. Историпе çыхăннă пӳлӗмсенче кăсăк. Совет Союзӗ вăхăтӗнчи техника, хаçат-журнал, укçа-тенкӗ. Енчен те музейсенче: «Алăпа тытма юрамасть», – тесе асăрхаттарсах тăраççӗ пулсан, кунта нумай япалана тытса курма ирӗк пур. Космонавтикăна халалланă кӗтесре телефон трубкине хăлха патне илсе пырсан космонавтсен управлени центрӗ мӗн хушнине итлеме пулать.
Глаша тата ытти техника çитӗнӗвӗсем
Компьютерсемпе цифрăллă технологисен пӳлӗмӗнче ырă кăмăллă Глашăпа калаçма пулать. Глаша – робот, хăйӗнпе калаçакан арçын е хӗрарăм пулнине «ăнланса» сывлăх сунать, комплиментсем калать. Тепӗр пӳлӗмӗнче интерактивлă çын çӳллӗш экран хăйӗн патне пынă çынна пионер тумне е пӗр-пӗр наци костюмне «тăхăнтартать».
Çӗр планета хăçан, мӗнле пуçланса кайнине те цифровизаци пулăшнипе каласа кăтартаççӗ çеç мар, алăпа тытса пăхма та ирӗк параççӗ. Тӗслӗхрен, хăнасем хăйсем тӗллӗнех ландшафт улăштараççӗ.
Совет Союзӗ вăхăтӗнчи классенче ачасен сăнӳкерчӗкӗсем, вӗсене ячӗшӗн лартман доска-стена çине, ку вăйă. Сăнӳкерчӗксенчи ачасем халӗ пурте пӗлекен сумлă ертӳçӗсем. Хушамачӗсене, ячӗсене тӗрӗс палăртайӗç-и центр хăнисем? Инклюзивлă ачасем валли мультимеди студийӗ пур, вырăсла Брайль шрифтне, хăлхасăррисен алфавитне – алăпа вылятса калаçма вӗренесси – стена çинех ӳкернӗ.
Туалетра йӗркеленӗ арт-пӳлӗм те кăсăк. Куçкӗски, пӗчӗк сӗтел, илем кӳмелли япаласем, аксессуарсем вырнаçтарнă пӗчӗк коридора иртнӗ ӗмӗрсенчи пек будуар тесе ят панă. Умывальниксем патне кӗрсен, кабинăсене кӗнӗ çӗрте стенасене шкул тетрачӗн страницисем пек çырса-ӳкерсе пӗтернӗ.
Юмах путвала пытаннă
Çуртăн путвалне кӗçӗн çулти ачасем валли тесе янтăланă пулӗ, анчах унта аслисемшӗн те питӗ кăсăк. Ачаран лайăх пӗлекен юмахсем пӗр-пӗринпе ырă кӳршӗ пек вырнаçса тухнă. Су Анассын пуç турисем тӗрлӗ-тӗрлӗ пулнине те пӗлетпӗр халь, Вилӗмсӗр Кощейӗн вилӗмӗ пытаннă çăмарта та кунтах. Путвала тӗнчене тытса тăракан кит та шăнăçнă. Ашапатман карчăкăн чăх ури çинчи çурчӗ çăмарта çинче ларса пӗчӗк пӳртсем шăтарса кăларать иккен. Екатерина Александровна миçе тӗрлӗ юмах вырнаçнине каламарӗ пире, хамăр та ыйтма тавçăраймарăмăр (çав тери тӗлӗнмелле юмах тӗнчинче кăшт çухалса кайрăмăр курăнать), питӗ-питӗ нумай юмах вырнаçнă кунта.
Ку тӗнчерен хăпармалли пусма картлашкисем те ахальлисем мар – кашнин çине ăслă сăмахсем çырнă.
Виçӗ çурт инвесторсене кӗтет
Московскипе ТАССРа 10 çул урамсем хӗресленнӗ çӗрте Пушар чаçӗн каланчи тăрать. Ку çурта 1878 çулта лартнă. Пӗрремӗш тӗнче вăрçи пуçланнă вăхăта Елабугăн пушар сӳнтерекенсен дружини Вятка кӗпӗрнинче чи лайăххи шутланнă. Пушар чаçӗнче ӗçлекенсем çакăнтах çемйисемпе пурăннă. Нумай хутлă çуртăн стенисем хулăн, маччисем çӳллӗ. Каланча çине улăхсан хула алă тупанӗ çинчи пек курăнать.
Ку объектра хăна çурчӗ тусан хулашăн питӗ усăллă пулӗ тесе шутлаççӗ чиновниксем. Туристсемшӗн те меллӗ пулӗччӗ хăна çуртне çитме.
Иван Шишкина тăван лекекен Cтахеевсен çуртне те хула администрацийӗ 1 тенкӗпех cутма хатӗр. Ăна XIX ӗмӗрте тунă, тӗрлӗ çулта тӗрлӗ заведени ӗçленӗ кунта, 1990-мӗш çулсенче «Ударник» кинотеатр пулнине астăваççӗ çынсем. Халӗ пуш-пушах ларать. Архитектурине пăхсан пит хитре, чаплă теме те çук ăна. Маччисем çӳллӗ пулни те инвестора шиклентерӗ тесе шутлаççӗ хула администрацийӗнче ӗçлекенсем. Çакна кура сутуçă инвестора ытларах ирӗк парасси пирки те иккӗленмеççӗ. Хулан историллӗ вырăнӗ, Елабугăри усламçăсен сумлă ăрăвне аса илтерет. Тен, чăнах та, туянсан мӗн-тӗр тума пулать? Хулара туристсен юхăмӗ çулран çул ӳсет терӗмӗр, хăна çурчӗсем, кафе-ресторансем çитмеççӗ. Паяна хулара пӗтӗмпе те икӗ хăна çурчӗ кăна.
I Гильди купси Ф.П.Гирбасов укçипе тунă ремесласен училищи сутма хатӗрленекен объектсенчен пӗри. Ăна 1880-мӗш çулсенче Александр патша 25 çул престол çинче ларнине тата крепостла правăна пăрахăçланăранпа 20 çул çитнине халалласа лартнă. 785 тăваткал метр лаптăк йышăнакан икӗ хутлă çурт уйрăм çын аллинче пулса курнă та ӗнтӗ, анчах юсаса ӗçе кӗртме халӗ çитмен курăнать, объекта хулана тавăрса панă. Çуртăн çӳлти хучӗсем йывăçран. Темӗнле çирӗп пулсан та халиччен çӗрӗшсе юрăхсăра тухнă ӗнтӗ вăл. Çавăнпа ку объекта ӗçе кӗртме самай тăкакланма тивет. Юсасси час-часах çӗнӗрен туса лартассинчен те вăрăма тăсăлать, çакна та шута илӗ ӗнтӗ инвестор. Чи малтанах ремесласен училищи пулнă ку çуртра, паллах, çулсем, влаçсем улшăннă май çуртăн хуçисем те улшăннă. Пачах пушанса юличчен кунта общежити пулнă теççӗ.
Малтанлăха шутланă тăрăх сутăва хатӗрлекен объектсене юсама кашнине 20-шер миллион е ытларах та укçа кирлӗ.
Елабугăра çирӗп аталану концепцине пăхăнаççӗ. Заповедник çӗрӗ çинчи çуртсен хуçисемпе, хула администрацийӗпе çыхăнса ӗçлеççӗ. Ку хулан историлле çӗрӗ çинче халӗ туса лартакан çуртсенче те пӗр стиле пăхăнса пыма май парать.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев