Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вăтăр çул пӗрлешӳ çулӗ çинче

Тутарстанри Халăхсен Ассамблеи 30 çул тултарнине халалласа унăн анлă канашлăвӗ Хусанти Халăхсен Туслăхӗн Çуртӗнче ноябрӗн 3-мӗшӗнче иртрӗ.

Республика ертӳçисен ятӗнчен Тутарстанăн нумай нациллӗ юхăмӗн лидерӗсемпе ветеранӗсене ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ, ТР Халăхсен Ассамблеин Канашӗн председателӗ Фарид Мухаметшин саламларӗ.

Анлă канашлăва ТР Патшалăх Канашçи Минтимер Шаймиев, Ислам сотрудничествин организацийӗнче Раççей Федерацийӗн ятарлă представителӗ Рамазан Абдулатипов, Раççей Президенчӗн Атăлçи федераллă округри Полномочиллӗ представителӗн çумӗ Игорь Паньшин, Тутарстан Правительствин пайташӗсем, профильлӗ министерствосемпе ведомствосен представителӗсем, Хусанта аккредитациеннӗ ют çӗршывсен дипломати представительствисен çыннисем, наципе культура автономийӗсен ертӳçисем, Ассамблейăпа Халăхсен Туслăхӗн Çурчӗсен районсенчи филиалӗсемпе представительствисен пуçлăхӗсем – пурӗ 220 ытла çын.

«Хăйӗн ӗçӗ-хӗлӗн мӗн пур тапхăрӗнче Ассамблея нацисем тата конфессисем хушшинчи тăнăçлăхпа килӗшӗве çирӗплетес, наци культурипе чӗлхесене, халăх йăлисене аталантарас тесе пысăк ӗç туса пырать. Ку ӗçре вăл патшалăх тата муниципаллă власть органӗсемпе, тӗрлӗрен общество институчӗсемпе тачă çыхăну тытать, патшалăх наци политикин Стратегине пурнăçа кӗртессине хастар хутшăнать. Пирӗн çӗршыв тӳссе ирттерекен çак çăмăл мар вăхăтра эпир çаплипех пирӗн наци лидерӗн Владимир Путинăн çӗршывăн пӗрлӗхне çирӗплетме, этнокультура хăййевӗрлӗхне тата тӗрлӗ чӗлхелӗхне, йăлари ăс-хакăл хаклăлăхӗсене упраса хăварма тӗлленӗ курсӗпе пырасса шанатăп», – тенӗ Тутарстан Президенчӗ Рустам Миннихавнов хăйӗн саламлă çырăвӗнче.  

Фадид Мухаметшин сăмахӗсемпе, Тутарстанра 173 наци представителӗсем туслă пурăнса аталанаççӗ. Çак çӗр тахçантанпа кӳршӗлле туслă пурăнакан нумай халăхшăн тăван çӗршыв пулса тăнă. Вăл палăртнă тăрăх, хăйӗн ӗçӗ-хӗлӗн пӗрремӗш кунӗсенченех Халăхсен Ассамблеи (ун чухнехи АНКО) влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органӗсемпе конструктивлă çыхăну йӗркелес çул çине тăчӗ. Çакă этнокультура тата этносоциаллă ыйтусене, çав шутра миграци ыйтăвӗсене те эффективлă татса пама май панă.

30 çул хушшинче Ассамблея республикăри нумай нациллӗ халăх юхăмӗшӗн консолидаци центрӗ пулса тăчӗ. Паянхи кун унăн хӳттинче 36 тӗрлӗ халăха пӗрлештерекен 257 наципе культура организацийӗ чăмăртаннă.

«Эпир сирӗнпе истори пулăмӗсен чӗрӗ свидетелӗсем пулса тăратпăр, нумай мӗн витӗр иртетпӗр, иртрӗмӗр. Анчах та иртнӗ çулсем мӗнле йывăр пулсан та, вӗсем пире лайăх ене улăштарчӗç. Хамăр алăсемпе тата ăс-тăнпа эпир пуласлăх никӗсне хыватпăр, хамăра тата йӗри-таврарине улăштаратпăр. Çакăнта прогресăн, пирӗн çитӗнӳсен вăйӗ», – терӗ Минтимер Шаймиев хăйӗн сăмахӗнче. Ун шухăшӗпе, иртнӗ çулсене хакланă май, республика тӗрӗс аталану çулне суйласа илнӗ тесе пӗтӗмлетӳ тума пулать.

Рамазан Абдулатипов сăмахӗсемпе, наци политикине пурнăçа кӗртекен Тутарстанăн опычӗ нумай нациллӗ çӗршывăн право йышăнăвӗсен «ылтăн фондне» кӗрет. «Эпир пӗр наци пулмалла, унсăрăн ăнăçлă пулаймастпăр», – тесе пӗтӗмлетрӗ Мускав хăни.

Лару нумай нациллӗ юхăмăн представителӗсене чыслассипе вӗçленчӗ. Ытти ветерансемпе пӗрле Халăхсен Ассамблеин кăкăр паллине республикăри чăваш наци юхăмӗн пуçламăшӗнче тăнă Николай Степанович Степанцев та илме тивӗçрӗ.

Фарид Мухаметшинпа Минтимер Шаймиев чăвашсен делегацийӗпе сăн ӳкерӗнмесӗр пухуран каймарӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев