ВАТСАПРА ÇЫРНĂ ТА...
Аксу районӗнчи Саврăшпуç библиотекине волонтерсем 300 ытла ача-пăча кӗнеки парнеленӗ
Хальхи ача-пăчана кӗнекепе савăнтараятăн-и? «Çук», – теме пăхӗ нумайăшӗ. Анчах та апла калакан йăнăшать. Интереслентерме кăна пӗлмелле иккен. Ак, Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнче иртнӗ эрнекун йӗркеленӗ мероприятиех çакна çирӗплетет. Кунти библиотекăна çак кун Хусантан волонтерсен ушкăнӗ килсе çитнӗ, 300 ытла ача-пăча кӗнеки парнеленӗ Саврăшпуç шăпăрланӗсене вӗсем.
– Эпир мăшăрпа Михаил Львовичпа «Мы вместе» обществăлла организацире тăратпăр. Кашни çулах отчетпа суйлав пухăвӗсене хутшăнатпăр. Çав пӗрлӗхри пӗр ӗçтеш, Хусанта пурăнаканскер, эпӗ библиотекăра ӗçленине пӗлет, Мăнкун умӗн пӳрт-çуртне тирпейленӗ те кирлӗ мар кӗнекесем пуррине пӗлтерчӗ, мана сӗнчӗ. Питӗ савăнтăм. Ватсапри ушкăнра: «Камăн ахалех выртакан ача-пăча кӗнекисем пур, ан пăрахăр, пухăва илсе пырăр», – тесе çыртăм. Çак ушкăнра «Благие дела» Ыркăмăллăх фончӗн ертӳçи С.Белявская та пулнă иккен. Вăл мӗнлерех кӗнекесем кирли, ачасемпе мӗнле мероприятисем ирттерни пирки ыйтса пӗлчӗ. Хăйӗн соцсетьри страницинче кӗнеке пуçтарасси пирки пӗлтерӳ вырнаçтарнă вăл. Нумай та вăхăт иртмерӗ – ман пата С.Белявская сӗннипе тесе волонтерсен ушкăнӗн ертӳçи И.Киреева шăнкăравларӗ те пирӗн пата кӗнекесем илсе килме пуçтарăнни пирки пӗлтерчӗ, – каласа парать Саврăшпуç ялӗн библиотекарӗ Татьяна Максимова.
Апрелӗн 19-мӗшӗнче, чăн та, Хусанти В.Г.Тимирясов ячӗллӗ Инноваци университетӗнче вӗренекенсенчен тăракан волонтерсен ушкăнӗ çитнӗ Аксу районне. Кӗнекесӗр пуçне ачасемпе ӗçлеме канцеляри таварӗсем, раскраскăсем те парнеленӗ хăнасем. Саврăшпуçӗнчи пуçламăш шкулта вӗренекен пӗтӗм ача пуçтарăннă хаваслă мероприятие. Волонтерсем ахаль çеç килмен-мӗн, хăйсем те программа хатӗрленӗ: тӗлпулăва флешмобран пуçланă та тӗрлӗ вăйăсем выляттарнă, ӳкерчӗксем ӳкерттернӗ, мастер-классем ирттернӗ... Ялти ача-пăча волонтерсене сайра е пачах та курмасть темелле, çавăнпа питӗ кăмăлӗсене кайнă Хусанта психолога, логопеда тата ытти профессие вӗренекен студентсем. Пӗр ача та кичемленсе ларман ку тӗлпулура. Саврăшпуçсем хăйсем те айккинче юлман: вырăнти пултаруллă артистсем Эдуард Ильинпа Михаил Максимов илемлӗ юрăсемпе савăнтарнă хăнасене.
– Хусанти Инноваци университетӗнчен килнӗ хăнасем ял ачисем вăйăсене хапăл тусах хутшăннинчен тӗлӗнчӗç. Хула ачисене мӗнпе-тӗр тӗлӗнтерме йывăррине палăртрӗç. Пирӗн ачасем çав тери кăмăлне кайрӗç вӗсенне. Тата та килсе курма шантарчӗç, – тет Т.Максимова.
Ачасем çӗнӗ кӗнекесемшӗн çав тери савăннă, библиотекарьтен çав кунах киле вуламашкăн парса яма ыйтнă. Татьяна Владимировна вӗсене малтан шута илмелле, регистрацилемелле тесе ăнлантарсан тин кăштах кӗтме килӗшнӗ ачасем. Апла ахаль чух нихăçан та çынсăр тăман Саврăшпуç библиотекинче çывăх вăхăтра вулакансен шучӗ нихçанхинчен нумай пулӗ. (Т.Максимова сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев