Вӗçен кайăксене темиçе çул сăнакан Лайăш чăвашӗ шкул ачисемпе тӗл пулчӗ
Лайăш районӗнчи Аслă Кабан ялӗнче пурăнакан Альберт Миронович Кольцов нумай çул хамăр тăрăхри вӗçен кайăксене сăнаса çырса пырать. Хӗл каçма юлнисем валли ятарласа апат хатӗрлет. Ветеранăн ку темăпа темиçе кӗнеки те тухрӗ. «Птицы в наших краях» кӗнекине иртнӗ çулсенче Чăваш кӗнеке издательстви пичетлесе кăларчӗ. Кунсăр пуçне 2020 çултанпа Аслă Кабан шкулӗнче уçă уроксем, практика занятийӗсем ирттерет. Çакăн пек черетлӗ тӗлпулу шкулта иртнӗ эрнекун, мартăн 27-мӗшӗнче, 4-мӗш класс ачисемпе пулчӗ.
«Сирӗнпе тӗл пулни маншăн савăнăç, – пуçларӗ вăл сăмахне. – Иртнӗ çул хамăр тăрăхри вӗçен кайăксем çинчен пӗтӗмӗшле калаçрăмăр пулсан, хальхинче шăнкăрчсем, кăсăясем, чакаксемпе хир чăххисем çинчен уйрăммăн сăмахлăпăр. Кăсăя – пӗчӗк вӗçен кайăк, пурӗ те 20 грамм кăна таять вăл. Мамăклă çемçе тӗкӗ шартлама сивӗре шăнма памасть. Çӗпӗрте çарта тăнă чух 40 градуслă сивӗре те вӗсем чӳрече патне апат шыраса килсе ларнине сăнаттăм. 2020 çултанпа ку шкула килсе çӳренипе ачасем вӗçен кайăксене хӗлле тăрантарнине аван пӗлетӗп. Енчен те кӗркунне пуçламăшӗнче шкул территорийӗнче 10 кăсăя пурăнсан, тăтăш апатлантарсан та март уйăхӗ тӗлне пӗр-иккӗшӗ кăна юлать. Çавăнпа, ачасем, вӗçен кайăксене хӗлле шкулта кăна мар, ытти çӗрте те апатлантарма тăрăшмалла. Сентябрь уйăхӗн пуçламăшӗнчех кăсăясем вăрмансенчен çынсене çывăхарах куçаççӗ. Мӗншӗн тесен çынсемпе юнашар апат пуррине лайăх пӗлеççӗ. Эпӗ хам пахчара вӗçен кайăксем валли çуллен ятарласа 50-60 тӗп хӗвелçаврăнăш ӳстеретӗп. Çанталăк сивӗтнӗ тӗле шăпах ӗлкӗрсе çитеççӗ. Çавăнпа ман пахчара апат пуррине лайăх пӗлеççӗ кăсăясем. Ан манăр, çак пӗчӗк вӗçен кайăксене хӗвелçаврăнăшпа, кӗрпепе тата тăварсăр салăпа (тăварлани сывлăхӗшӗн сиенлӗ) апатлантармалла. Кăсăян хăйнеевӗрлӗхӗ те пур: пӗр-пӗр вырăнта апат тупрӗ-тӗк, ыран та унтах килет, çав вырăнта апачӗ юлман пулсан та», – вӗрентрӗ Альберт Миронович.
Çуркунне кăсăя аçисем йывăç тăррине ларса хыттăн юрласа мăшăр шыраççӗ иккен. Чӗпӗ кăларма вăрманах таврăнаççӗ кăсăясем. 4-5 çăмартаран ытла тумаççӗ. Пусма ларса 12 кунра чӗпӗ кăлараççӗ. Çу çумăрлă тăрсан тепӗр хут та чӗпӗ кăларма пултараççӗ. Анчах сивӗсем пуçланиччен чӗпписем ӳссе тӗрекленсе çитейменнипе виçӗ-тăватă чӗпӗрен пӗри кăна хӗл каçаять.
«Шăнкăрч кăсăяран тӗплӗнрех кайăк, – терӗ таврапӗлӳçӗ малалла сăмаха шăнкăрч çине куçарса. – Сентябрь уйăхӗн пуçламăшӗнче кăнтăралла вӗçсе каяççӗ те апрель уйăхӗн пуçламăшӗнче вӗçсе килеççӗ. Хам сăнанă тăрăх, чăн малтан аçи йăва тупать, тепӗр 3-4 кунран тин ами килет. Йăва ăна килӗшмерӗ-тӗк аçине тепӗр йăва шырама ярать. Шăнкăрчсем те 4-5 çăмарта туса 12 кун пусма лараççӗ. Пӗр çулхине май уйăхӗн 19-мӗшӗнче шăнкăрч йăваран вӗçсе тухнă чух çăмарта хуппине пăрахса хăварнине асăрхарăм. Чӗппи тухнине пӗлтерчӗ ку. Малтанласа чӗпсем шиплетни илтӗнсех те каймасть-ха, пӗр 4-5 кунран сассисене уйăрма тытăнатăн. Вӗсене ашшӗ-амăшӗ хӗвел тухса аничченех кашни сехетре апатлантарать, калăпăр май уйăхӗн 12-мӗшӗнче хӗвел ирхине 4:30 минутра тухать-тӗк, вăтамран сехетне 13-14-шар хут апат йăтса килет. Иккӗшӗ кунӗпе пӗтӗмпе 378 порци апат кӳреççӗ. Ку вăл пин-пин хурт кăпшанкă!
26-28 кунран чӗпписене урамалла тухма хистеççӗ. Хăюллисем хăйсемех тухаççӗ-ха, шиклисене ашшӗ йăваран тӗртсех кăларать. Пурте урамалла тухсан çемье йăваран кайма тăрăшать. Чакак пек тăшмансем асăрхасран тăваççӗ вӗсем çакна»,– паллаштарать вӗçен кайăк пурнăçӗпе Альберт Миронович.
Тӗлпулăва хисеплӗ таврапӗлӳçӗ яланхи пекех хальхинче те поликарбонатран хăй ăсталанă хупă сырăш илсе килчӗ. «Кăсăясем валли кӗрсе çӳремелли шăтăка 4 сантиметртан пысăк тумалла мар, пысăкрах вӗçен кайăксен вара 6 сантиметртан пӗчӗкрех пулмалла мар. Шăнкăрч вӗллисене хăвăра ăсталама сӗнетӗп, хам эпӗ, тӗслӗхрен, пӗрремӗш вӗллене 3-мӗш класра вӗреннӗ чухне тунă. Малтанхи аванах пулмасан та атте юрăхлă терӗ. 5 çула чăтрӗ ку вӗлле», – ырă ӗçе паянах пурнăçламаллине палăртса.
Ун сăмахӗпе, шăнкăрч йăвине хăвăллă йывăçран тума тăрăшмалла, кун пеккине хушăкӗсенчен çил кӗмест. Çӳллӗшӗ – 45-50, кӗрсе тухмалли шăтăкӗ шăп та лăп 5 сантиметршар пулмалла иккен. Шăтăк пысăкрах пулсан чакак кӗме пултарать, пӗчӗкреххи хăйсене кӗрсе тухма кансӗррипе çыхăннă ку. Çутçанталăк урокӗ шкулта яланхи пекех интереслӗ те усăллă иртрӗ. Мӗншӗн тесен вӗçен кайăксем çинчен теорие практикăра çирӗплетнине кура Альберт Миронович интереслӗ каласа пама пӗлет. (А.Кольцовăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗксем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев