Вера Кожеманова: «Хама эстрада артисчӗ пек курмастăп. Джазра эп хам вырăнта»
Пӗр эрне хушшинче «Шану» этно-джаз ушкăн харăсах икӗ концерт пачӗ. Мартăн 15-мӗшӗнче Хусанти «Старый рояль» джаз-кафере, мартăн 19-мӗшӗнче вара Шупашкарти патшалăх филармонийӗнче.
Унччен маларах эпир ушкăн вокалисткипе Вера Кожемановăпа хаçатăн «ВКонтактери» страницинче тӳрӗ эфира тухнăччӗ. Унта «Шану» этно-джаз ушкăнăн паянхи пурнăçӗпе ӗçӗ, улшăнусем çинчен калаçрăмăр. Тӗп улшăнусенчен пӗри – ушкăнран талантлă пианист, аранжировщик, композитор Дима Лысов кайни. Паллах, ку хăйне май ушкăн малашлăхӗпе ыйтусем кăларса тăратрӗ. Анчах, мӗнле калас, йывăрлăхсем вӗсем вăйлăрах кăна тăваççӗ.
Нумай вăхăт та иртмерӗ, ушкăнпа Хусанӗпе кăна мар, çӗршывӗпе паллă джазмен ӗçлеме пуçларӗ. Джаз тӗнчишӗн паллă пианист, композитор, аранжировщик Андрей Руденко – пысăк авторитет. Вӗренӗве Хусанти Н.Г.Жиганов ячӗллӗ патшалăх консерваторийӗнчи шкулта пуçланă, унтан Мускав консерваторийӗнче, вара Хусан консерваторийӗн аспирантуринче. Ирландири патша академийӗнче, Америкăра стажировка иртнӗ. Халăхсен хушшинчи йышлă конкурссен лауреачӗ. Музыкант сцена çине тӗнчипе паллă опера юрăçисемпе тухнă, çавсен шутӗнче Аида Гарифуллинăпа та. Çӗршывсен ертӳçисем шайӗнче иртекен концертсене хутшăнать. Андрей Руденкон творчество биографийӗ пысăк та интереслӗ. Кăштах кăна çырса парса «Шанупа» мӗнлерех пысăк шайлă музыкант ӗçленине палăртас килчӗ. Джаз музыка тӗнчин маэстри тимлӗх уйăрчӗ пулсан, апла «Шану» чăннипех паяна çирӗпленсе çитнӗ, хăй йӗрне, стильне тупнă ушкăн.
Çӳлерех çырнăччӗ ӗнтӗ Вера Кожемановăран тӳрӗ эфирта интервью илни пирки. Унпа хаçатра та паллаштарасшăн сире.
– Вера, «Шану» ушкăн паллă музыкçăсен тимлӗхне тахçанах кӗнине пӗлетпӗр-ха. Сергей Клевенскийпе (композитор, мультиинструменталист, кларнетран пуçласа волынка таранччен калать. Паллă музыкçăсемпе нумай ӗçлет, çавсен шутӗнче Алексей Рыбников, Сергей Никитин, Дмитрий Маликов, Владимир Пресняков, Ким Брейдбург, Дживан Гаспарян, ыттисем. «Волкодав», «Князь Владимир» кинофильмсем валли кӗвӗсем çырнă. – Авт.) те пӗрре мар сцена çине тухнă, астăвасса пӗрремӗш хут «Таткультфест» фестивальте. Мӗнле паллашса кайрăр унпа?
– Тăватă çул иртрӗ пуль унтанпа. Эпир Yammi music лейблра тăратпăр. Çав фестиваль умӗн лейбл хуçисем пире ытти музыкçăсемпе коллаборацисем тума май пуррине пӗлтерчӗç. Енчен те эсир мӗнле те пулин паллă артиста чӗнсе илес тесен пулăшатпăр терӗç. Эпӗ, паллах, хам кăна шутламан, «Шану» музыкçисене çак ыйтăва патăм. Пирӗн Андрей Казанцев, параппанпа выляканни, тӳрех Сергей Клевенские аса илчӗ. Унпа вăл вылянă. Ун шучӗпе вăл пирӗн ушкăна килсе тăрать, пуянлатӗ пире. Пирӗн ушкăн вăл – джазăн классикăлла йышӗ. Этноинструментсем çук. Сӗрме купăс халăх инструменчӗ пулсан та халӗ вăл академи инструменчӗ. Ун тембрӗ те, сасси те урăхла. Чӗнсе илтӗмӗр. Каярах унпа нумай пысăк концертсене – Шупашкарта, Мускавра хутшăннă.
– Сана Мускавра та аван пӗлеççӗ, джаза юратакансем. Козловăн джаз-клубне те чӗнсе илнӗ сире, пӗлетпӗр унта пурне те чӗнмеççӗ. Мӗнле лекрӗр унта?
– Алексей Козлов клубӗ чăнах та чи сумлă джаз клубӗ çӗршывра. Унта эпир Сергей Клевенский урлă кӗрсе кайрăмăр. Асăннă клубăн ятарлă программа пур. Çав программăпа çӗнӗ артистсене, ушкăнсене чӗнеççӗ. Вӗсем пире итленӗ, интернетра пăхнă, вара чӗнсе илчӗç. Виçӗ концерт патăмăр унта, мансарда сцени çинче. Виççӗмӗш хутра вӗсен тӗп сцена, унта тухман-ха.
– Мускав кураканӗсем мӗнле йышăнчӗç сире?
– Темшӗн çак аса килчӗ. Ман пата пынăччӗ пӗрре çамрăк хӗрача, тепре аслă çулти хӗрарăм. «Вы такая изящная, такая красивая, что хочется потрогать. Можно с вами сфотографироваться?» – теççӗ. Интереслӗ пулчӗ. Музыка пирки калас пулсан... Унта ытларах концертсене чăвашсем мар, вырăссем, урăх наци çыннисем килеççӗ. Вӗсемшӗн ку культура çӗнӗлӗхӗ. Çӗнӗ проектсене итлесшӗн вӗсем. Çавăнпа анонссене пăхсах тăраççӗ. Концерт хушшинче те калаçкалатăп, вӗсен реакцине туяс тесе. Ман шутпа, чӗлхене пӗлмесен те эмоци чӗлхипе итлесе ăнланаççӗ.

– Концертсем аншлагпа иртеççӗ?
– Икӗ хутӗнче аншлаг пулчӗ, теприне кăшт сахалрах пуçтарăнчӗç.
– Ушкăн йӗркеленсе кайнă чух сирӗн тытăм урăхларахчӗ. Нумай çул Дима Лысовпа ӗçленӗ. Вăл питӗ талантлăскер, музыкăна тарăн туяканскер. Лысов мӗнле йӗр хăварчӗ пурнăçунта?
– Димăпа эпир юлташлă та. Вăл кайнине йышăнма питӗ йывăр пулчӗ. Эпир ку ӗçе пӗрле пуçарса янă. Эп ялан ку ман проект кăна мар, вăл пӗрлехи теттӗм. Паллах, явапӗ те икке пайланать кун пек чух. Хăçан сана пӗччен хăвараççӗ – хăрушăрах.
– Тӗп музыкçăсăр мӗн чухлӗ вăхăт пурăнтăр?
– Ун йышăнăвне çур çул кӗтрӗмӗр. Хамăр та ăна пӗр вăхăт музыкăсăр пурăнма сӗнтӗмӗр. «Тытмастпăр сана, кан», – терӗмӗр. Мӗншӗн тесен талантлă, ыттисем пек мар çынсен кризиссем пулаççӗ. Стресс, сивӗнни, ывăнни...
– Ман шутпа, ун чăнах кăшт ӗçрен пăрăнмалла...
– Çапла. Эпир те вăл вăхăтлăха пăрăнсан кайран лайăх пулӗ тенӗччӗ. Анчах вăл пирӗн проектран кăна мар, музыкăран та пач пăрăнчӗ – урăх сферăна. Ман шутпа, ку япала лайăх мар. Хăй вара халӗ хăйне лăпкăрах, телейлӗрех тет. Кайран мӗнле пулӗ – пурнăç кăтартӗ.
– Турă панă пултарулăх çухалмӗ, тен, çаврăнса çитӗ-ха каялла та...
– Ун йышши çынсем миллиона пӗрре. Эп ялан Дима пирки гений тесе шутланă, халӗ те çапла шутлатăп. Анчах генисене çăмăл мар. Пуçӗсенчи шухăшсем те çăмăл мар.
– Джаз çине хывнă сирӗн пӗрремӗш юрă вăл «Çумăр çăвать». Кала-ха, халăх юррине джазпа çыхăнтарма йывăр-и?
– Лайăх, çăмăллăн. Хуть мӗнле юрра та джаз майлă тума пулать. Кăштах ритмне, гармонине улăштармалла. Чăваш юррине улăштарма ансатрах та. Мӗншӗн тесен чăваш юррин аутентикинче тӗрлӗ кăсăклă япаласем пур. Тактран такта размерсем улшăнаççӗ. Тӗрлӗ пайăн тӗрлӗ ритм пулма пултарать. Джазшăн кирлӗ япаласем вӗсем. Чăваш кӗввинче вӗсем пур. Эпир ăна вăйлах улăштармастпăр та.
– Юрăсемпе сире Элтияр (Алексей Александров журналист, фольклорист, телерадиоертӳçӗ) та пулăшать, çапла вӗт?
– Эп ун çинчен кашни интервьюра аса илетӗп. Программăна вăл пулăшнипе тунă теме пулать.

– Вăл хăй те юрласа ячӗ халь. Мӗнле хаклатăн ун пултарулăхне?
– Виç-тăват кун каялла çеç ун çӗнӗ юррине итлерӗм. Технохаус мелӗпе тунă. Ман шутпа, ку актуаллă, интереслӗ. Вăл маттур, сасси илемлӗ.
– Чăваш эстрада юрăçисемпе кампа та пулин туслă-и эсӗ? Хăвăн концертусенче куркалатăн-и вӗсене? Творчествуна мӗнле йышăнаççӗ?
– Хам концертсенче курсах кайман. Алена Силпи Мускавра пынăччӗ. Вăл мана анонс туса пулăшрӗ. Тав ăна. Алексей Московский те пулăшнăччӗ пӗр-икӗ хут анонссемпе. Тав ăна та. Анчах кампа та пулин çывăх туслă тесе калаймастăп.

– Мальвинăпа (Мальвина Петрова сăвăç) туслă эсӗ.
– Юрă валли икӗ сăвă çырса пачӗ вăл мана. Анчах «Шану» форматӗнче вӗсене курмастăп. Поп-музыка еннерех вӗсем. Анчах вӗсене юрра хывас ӗмӗт пӗтмен. Ун валли уйрăм формат шырамалла. Тӗрӗссипе тупнă та, кампа пӗрле пурнăçламаллине те. Анчах хальлӗхе каламастăп.
– Пурнăçри кашни тапхăр вăл – опыт, эсӗ пӗр вăхăт Алексей Наумовпа та ӗçлесе илтӗн. Çав тапхăр мӗн пачӗ сана?
– Чăнах, Алексей хитре юрăсем çырать. Ман валли çырнă юррисем питӗ илемлӗ, вӗсене юрататăп. Ку тапхăр пурнăçра кирлӗ пулнă. Мӗншӗн тесен мӗн урлă та пулин иртмесӗр хамăра мӗн кирлине пӗлместпӗр. Эпӗ хама музыка енӗпе ялан шыранă, тӳрех тупайман. Хама эстрада артисчӗ пек курмастăп. Джазра эп хам вырăнта.
– Вера, эсӗ ял хӗрӗ. Сан юррусене тăванусем итлеççӗ-и? Аннӳ, йăмăкусем мӗн теççӗ?
– Аппа-йăмăксем итлеççӗ. Интерес пур теççӗ. Анне вăл музыка итлекен çын мар, практичнăй çын, ку енӗпе килӗшет вăл мана. Вăл мана телейлӗ те лăпкă курасшăн. Ăна ун пек аванрах. Творчество вăл канăçсăр вӗт. Çавăнпа: «Ман хӗр мӗнле-ши, кирлех-ши ăна ку? Хăйне кăна тарăхтармасть-ши?» – текен шухăшсемпе çӳренине пӗлеп. Ман юрăсене пысăк хак паман, итленӗ, рецензи каламан.
– Аннӳ пирки каларăмăр ӗнтӗ, аçу мӗнле йышăнатчӗ?
– Атте вăл çемçерех, хăйӗн туйăмӗсем çинчен калатчӗ. «Маттур, молодец» сăмахсене час-час илтеттӗм унран. Пӗрре вăл мана эп ăна пурăнма хавхалантарни пирки каланăччӗ. Маншăн кусем – питӗ хаклă сăмахсем.
– Ывăлу музыкăпа интересленет-и?
– Музыкант пуласшăн мар вăл, анчах музыка шкулӗнче вӗренет, гитарăпа калать. Унра музыкăпа ӗçлес туртăм курмастăп хальлӗхе.
– Вера, концертсем умӗн репертуара ятарласа çӗнӗ юрăсем кӗртнӗ терӗн. Мӗнле юрăсем вӗсем? Чăвашлисем-и?
– Çапла. Икӗ тутар юрри те пур пирӗн. Виçӗ чăвашли. Çӗннисенчен пӗри – «Пулса çитнӗ çӗр-анне» юрă. Вăл çӗнӗ аранжировщик Андрей Руденко çырнă юрă пулчӗ. Унпа шăпах Дима Лысов ушкăнран кайсан ӗçлеме тытăнтăмăр. Пуçласа итлесен тӗлӗнсе кайрăм. Вырăсла каласан роскошнăй, элегантлă юрă вăл. Андрее те ун чух: «Калăн, мана пӗлсе, ман çинчен çырнă», – терӗм. Вăл вӗт паллă джаз музыкçи. Пысăк мастер. Ăна мӗнле юрламаллине те кăтартса пачӗ. Тикӗс «саккăрсене» мӗнле джаз майлă юрламаллине. Тӳрех ăнланса илтӗм. Вăл хăй те эпӗ мӗнле хăвăрт ăша хывса вăл шутланă пек юрлама пуçланинчен тӗлӗнчӗ. Тепӗр юррипе те тӗлӗнтерчӗ. «Ку юрăра санăн чăваш «чертовщинкине» кăтартмалла», – терӗ. Унта рэп пайне кӗртрӗ. «Кунта ӗнтӗ тухатласа калаçнă евӗр пулмалла. Чăваш хӗрарăмӗсем тухатла пӗлеççӗ вӗт», – тет. Çавăн пек стереотип пур-çке. «Шурă какай» юрăра рэп вуламалли пай пур. Рэп евӗр скэт джазшăн йăлари мел. Рэп тесе условно калатпăр. Кунта ӗнтӗ кӗвӗсӗр импровизаци çинчен пырать сăмах. Андрей Руденко пирӗнпе ӗçленипе питӗ савăнатăп.
– Джаз юрăçисенчен саншăн кам тӗслӗх?
– Раççейре е тӗнчере?
– Тӗнчипех ӗнтӗ.
– Эп ӗнтӗ юрăçсем пирки калатăп. Инструментсемпе калакансем тата та вăйлăрах. Элла Фицжеральд, Даяна Ривз, Анастасия Лютова, Александра Родная пур, София Ацбиха-Негга. Инструменталистсем пирки калас пулсан – Билли Эванс, Майлз Дэвис. Тата Майкл Джексон питӗ килӗшет, вăл джаз юрăçи пулмасан та.
– Вера, сана «Культура» телеканал та асăрханăччӗ. «Шаболовка 37» кăларăма чӗнсе илнӗччӗ. Ăçтан вӗсем илтнӗ сан пирки?
– Хамăр тăракан лейбл урлă видеоматериал ярса патăмăр. Вӗсен режиссерӗ пăхнă та килӗшнӗ вӗсене. Çапла пире чӗнес тенӗ.
– Сана музыка тӗнчинче пӗлеççӗ. Ют çӗршывсен музыка журналӗсем статьясем çырнă. Эпир пурне те пӗлсе пӗтерейместпӗр, паллах. Тата камсем çырнă сан çинчен?
– Сергей Клевенскийпе тунă пӗр юрра стриминг ресурсне (интернет платформа. Унта видеона уçламасăрах пăхма май пур. –Авт.) лартсан дистрибьюторсем урлă ăна малалла яма май пур. Çав шутра музыка критикӗсене пăхса тухма яма та. Вара вӗсем хăйсен калас тенине статья çырса пӗлтереççӗ. Пирӗн çинчен çапла Бразилири, Великобританири, Норвегинчи, Германири музыка критикӗсем çырса кăларчӗç. Британири «Секрет Эклектик» интервью та илчӗ. Акăлчан чӗлхипе ярса пачӗç ыйтăвӗсене. Интернет-журналӗнче унпа паллашма пулать.
– Май пулсан эсӗ паян сцена çине мӗнле юрăçпа тухнă пулăттăн? Хăш çӗршыва концертпа кайăттăн? Ӗмӗт пирки ыйтатăп.
– Ăна ӗнтӗ яланах ӗмӗтленмелле пулӗ. Проект пуçарса ярсанах пирӗн кӗвӗ-юрăсем ытти халăхсемшӗн интереслӗрех те пулнине ăнланса илтӗмӗр.
– Вера, эс пурри пире савăнтарать. Сана çӗнӗ çитӗнӳсем сунас килет. Малашне те пире çӗнӗ юрăсемпе савăнтармалла пултăр. Тен, санăн каламалли пур, эп ыйтманни çинчен?
– Эпӗ нумай калаçма юратмастăп. Пысăк тав пире итленӗшӗн тӳрӗ эфирта. Пирӗн концертсене килсе çӳрӗр. Çакна кăна каласа хăварас килет. Мӗнле вăйлă музыкçăсем ӗçлеççӗ манпа. Вӗсем ман пурнăçра пулнăшăн Турра тав тăватăп.
– Хуравӗ кунта ансат. Эсӗ чăваш культуришӗн питӗ те кирлӗ ӗç тăватăн. Çавăнпа кирлӗ çынсене парать те сана Турă.
– Йышăнатăп (кулать).
В.Кожеманован харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗксем тата тӳрӗ эфиртан тунă скриншот.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев