Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вĕрентекен

Пăва районӗнчи Элшелти пӗлӳ çуртӗнче малтанхи тапхăртах (1885–1917 çулсем) И.Я.Яковлев йӗркеленӗ чăваш шкулӗнчен вӗренсе тухнă учительсем ӗçленӗ. Кайран та, Просветитель ячӗллӗ педтехникумран, унтан педучилищӗрен учитель ятне илнӗ пултаруллă çынсем ачасене вӗрентнӗ. Вӗсем хăйсен тăрăшулăхӗпе Элшел шкулӗнче çеç мар, Тăхăрьялта та ырă, сумлă.

Çавăн пек учительсенчен пӗри пулнă та Валентина Васильевна Иванова. Вăл 1911 çулхи январӗн 18-мӗшӗнче Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче çуралнă. Чӗмпӗрти чăваш шкулӗнчен учителе вӗренсе тухнă Василий Ивановичпа Ульяна Ефремовна (Ефремова) çемйинчи ача пулнă вăл.  Хурăнвар Шăхальти иккӗмӗш пусăмлă шкулта педагогика енлӗ класран вӗренсе тухсан Пăва кантонӗнчи (халӗ район тесе ăнланмалла) Кивӗ Мертлӗ ялӗнчи пуçламăш шкулта 1928–1930 çулсенче ӗçленӗ. Тепӗр икӗ çул Апас районӗнчи Черккӗнре, унтан Чăваш Енри Çӗрпӳ районӗнчи шкулсенче,1938–1940 çулсенче Çӗпрел районӗнчи Чăваш Шемӗршел ялӗнче вӗрентнӗ.  12 çул хушшинчех икшер çул тӗрлӗ çӗрте пурăннине, тӗрлӗ шкулсенче ӗçленине мӗнле ăнлантармалла-ха? Çамрăк вӗрентекенӗн пӗр вырăнта вăй хурса опыт пуçтармалла пек?  Николай Ларионов çыравçă-таврапӗлӳçӗ Валентина Васильевнан автобиографийӗнчи çак сăмахсене илсе кăтартать:

«…Аттепе анне Чӗмпӗр чăваш шкулне пӗтернӗ. 1927 çулта атте тӗн йӗркинчен пăрăнчӗ те Вăрмар районӗнчи «Радио» колхозра (ЧАССР) пахчаçăра ӗçлеме пуçларӗ.  Эпӗ педагогика ӗçне пуçланăранпа обществăлла ӗçсене хастар хутшăнатăп: ВКП(б) историне вӗренетӗп, «Ворошилов» колхозра агитаторта вăй хуратăп. 1931 çултанпа шкул ӗçченӗсен пӗрлӗхӗнче тăратăп».  (Сувар, 19.06.2020). 

 Чӗмпӗрти чăваш шкулӗнчен вӗренсе тухсан Валентина Васильевнан ашшӗ В.И.Иванов пӗр вăхăт шкулта ӗçленӗ, унтан священник пулса Çӗнӗ Йӗлмеле (сăмах майăн  калар – И.Я.Яковлев сӗннипе) килнӗ, кунта мăшăрӗпе Ульяна Ефремовнапа кил-çурт тытнă, 6 (çиччӗмӗшӗ пӗчӗкле вилнӗ) ача ӳстернӗ. 

Василий Ивановича чиркӳ çынни пулнăран ОГПУн 1930 çулхи февралӗн 2-мӗшӗнчи Хушăвӗпе 1931 çулхи апрелӗн 22-мӗшӗнче 10 çуллăха айăпланă та ссылкăна Беломорканал тунă çӗре янă. Ссылкăран 1940 çулта таврăнсан вăл тăван ялӗнче Шăплатра (халӗ Чăваш Республики, Вăрмар муниципаллă округ) тӗпленнӗ. Политика енӗпе айăпланнăран ăна Çӗнӗ Йӗлмеле таврăнма юраман ӗнтӗ, чиркӳ  ӗçне хутшăнма та чарнă.  Ссылкăра пулни, йывăр ӗçре нушаланни те ахалех иртмен – чирӗсем тупăнсах тăнă. Вăл тăван ялӗнче çӗрпӳртре пурăнать, юхăннă çырмара виçӗ гектар çинче сад çитӗнтерет.  Вăл çав çӗр çинче арбуз, улма-çырла, ытти çимӗç тулăх çитӗнтернине курсан ял çыннисем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. Çӗр çинче ӗçлес туртăма ăна чи малтанах ашшӗ, каярахпа Чӗмпӗрти чăваш шкулӗнче хăнăхтарнине Василий Иванович хăй аллипе çырнă биографийӗнче палăртсах хăварать. 

«Халăх тăшманӗ пулса тăнă» Ивановăн пӗтӗм пурлăхне туртса илнӗ, çемье нимсӗрех тăрса юлнă.  Ульяна Ефремовна виçӗ кӗçӗн ачипе, аслисем виççӗшӗ те ӗçлеме тытăннă ӗнтӗ, Чăваш Ене куçса килет, Çӗрпӳ районӗнче шкулта ӗçе вырнаçать. Шел, репресси çавин сулăнчăкӗ ăна самаях пырса тивнӗ: пӗрмай пăшăрханса та хăраса тăнипе (кил-çуртне туртса илни, мăшăрне аякка ăсатни, аслă ачисен шăпишӗн кулянни) сывлăхӗ начарланать. Çӗрпӳ пульницинче операци тунă хыççăн вăл нумаях пурăнайман, 1934 çулхи мартăн 13-мӗшӗнче пурнăçран уйрăлать. Тăлăха юлнă çул çитмен ачасене аслă аппăшӗ Валентина Васильевна хăй патне илнӗ. Вăл 17-рех вӗрентӳ ӗçне çыпçăннăскер, 1940-мӗш çултан тытăнса Пăва районӗнчи Элшел шкулӗнче ӗçлерӗ. Пуçламăш классене вӗрентетчӗ. Валентина Васильевна Чӗмпӗрти И.Я.Яковлев ячӗллӗ чăваш педагогика училищинчен 1937 çулта учитель ятне илсе тухнă иккен.  Çапла вара, çамрăк учитель йăмăкне Гальăна (1918), шăллӗсене Сашăпа (1916) Женьăна (1921) пурнăç çулӗ çине тăма пулăшать.  Галина Васильевна Чăваш педагогика институтӗнчен вӗренсе тухсан математика учителӗнче тăрăшать, Чӗмпӗрти учительсен институтӗнче пӗлӳ илнӗ Евгений Васильевичăн ăраскалӗ çар ӗçӗпе çыхăнать, Александр Васильевич Раккасси ялӗнче тӗпленет, колхозра ӗçлет. 

Василий Иванович йывăр чирлеме пуçласан 1948 çулта хӗрӗ Валентина Васильевна пурăнакан Элшел ялне каять, унтах 1956 çулта пурнăçран уйрăлать. Мăнукӗ Галина Арсентьевна мана çапла пӗлтерчӗ: «Эпӗ, пӗчӗкскер, кукаçей выртакан кăмака çине улăхма юрататтăм. Ăна сухалӗнчен ачашлаттăм. Вăл юмахсем каласа паратчӗ. Кукаçей эрех ӗçмен, туртман, усал пулман. Чăн-чăнах çветтуйччӗ ӗнтӗ. Ялта ăна питӗ юрататчӗç. Пирӗн пӗчӗк пахчара вăл тем тӗрлӗ чечек, тӗмсем ӳстеретчӗ. Вӗллесенче хуртсем тытатчӗ, пыл туса илетчӗ. Кукаçей питӗ илемлӗ юрлатчӗ, вăл вырăсла та, чăвашла та юрăсем нумай пӗлетчӗ, кӗсле, сӗрме купăс калатчӗ...» (В.И.Иванов кун-çулӗ пирки эпӗ тӗплӗнрех «Хăвăнтан ырă ят хăвар» ятлă тӗрленчӗкре çырнăччӗ. – «Сувар»,13.10.2023).

Василий Ивановичпа Ульяна Ефремовна учительсен династине пуçарнă, вӗсен тăватă ачи педагогика çулӗпех кайнă: Валентина Васильевна, Олимпиада Васильевна, Галина Васильевна шкулсенче  вӗрентекенре ӗçленӗ. Евгений Васильевича Ульяновскри учительсен институтӗнчен вӗренсе тухсан çара илнӗ. Вăл Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пулнă, Берлина илессишӗн пынă çапăçусене хутшăннă.  Кайран Тинӗс çар флотӗнче вӗренӳ курсӗсенче – преподаватель, 3-мӗш рангри капитан. 

Тутарстанăн «Политика енӗпе айăпланнисен Астăвăм кӗнекинче» çапла картса çырнă: «Иванов Василий Иванович 1881 çулта Чăваш Енре, Вăрмар районӗнчи Шăплат ялӗнче çуралнă.  Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче пурăннă.  Священник.  1931 çулхи апрелӗн 22-мӗшӗнче арестленӗ. ТАССР ГПУ тройки 58-11 статьяпа айăпласа («Кулаксен ушкăнӗнче тăнă, Совет влаçӗн мероприятийӗсене хирӗçленӗ») 10 çуллăха концлагере ямалла тунă. СНК ЦИКӗн Президиумӗ 1935 çулхи октябрӗн 17-мӗшӗнчи йышăнăвӗпе айăплав вăхăтне 8 çула çити чакарнă. 1989 çулта реабилитациленӗ». 

Паллах, учительте тăрăшакан Валентина Васильевна ашшӗ «халăх тăшманӗ» пулнине уççăн пӗлтерме пултарайман, ыттисем те ан пӗлччӗр тенӗ-тӗр, пӗр вырăнтан тепӗр вырăна куçса çӳресси çавăнпах çыхăннă пулӗ тетӗп. 1940-мӗш çултан тытăнса вăл Элшелти вăтам шкулта вӗрентет, кунта ялта автомобильпе ӗçлекен Арсентий Серебряковпа çемье çавăрать.  Валентина Васильевнан мăшăрӗ Арсентий Николаевич Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă, Хӗвеланăç фронтӗнче автобатра водитель тивӗçне пурнăçланă.  Шел, 1964 çул вăл, 48-та чухне, пурнăçран уйрăлнă. Валентина Васильевна ӗмӗрӗ вăрăм пулнă темелле – вăл 83 çул та 5 уйăх пурăннă.  Хальхи вăхăтра вӗсен Элшелти кил-хуçалăхӗ тăлăххăн ларать. Хăй вăхăтӗнче чечексемпе илемлӗ пулнă пахчи те тӗрлӗ тӗмсемпе çумкурăк ăшне путнă. Çапах та вăл хăй хуçисене  манман пек…

Элшелӗнче Валентина Васильевнана астăвакансем пур-ха. Хама илсен, эпӗ ăна ачалăхри асăмпа кăна пӗлетӗп. Эпир пуçламăш класра вӗреннӗ чухне ăна сайра-хутра пӗрре куркалаттăмăр – тен, вăл ун чухне шкулта ӗçлеме пăрахнă ӗнтӗ, тен, курма çеç пыркаланă. Çӗнӗ çулхи уявра Валентина Васильевна мандолина каласа ачасене ташлаттаратчӗ. Ахăртнех, музыка енӗпе ятарлă вӗрентекен пулман. Кăштах тулли те çӳллӗ кӗлеткеллӗскерччӗ вăл, пит-куçӗнче яланах йăл кулă çиçнӗ пекчӗ. Сассине хăпартмасăр калаçатчӗ, ачашшăн, илӗртӳллӗн. Вӗсен килӗ-çурчӗ умӗнчи пӗчӗк пахча çуллахи вăхăтра пӗтӗмпех чечек ăшне путатчӗ. Ял çыннисен вăл вăхăтра пӳрт умӗнчи вырăнта чечек ӳстерес  йăла çукчӗ-ха: е хур-кăвакала хупатчӗç унта, е сирень пек тӗмсем ӳстеретчӗç.  Эппин, Валентина Васильевнан илеме ăнланас-туяс туйăм мӗн ачаран пулнă! Çӗрпе ӗçлес туртăм та ашшӗнченех куçнă пулӗ.

1981 çул Элшел шкулӗнчен 1941-мӗшӗнче вӗренсе тухнисен тӗлпулăвӗ пулчӗ.  Сахаллăнччӗ вӗсем, ытларах хӗрарăмсемччӗ. Арçынсенчен нумайăшӗ вăрçă хирӗнче выртса юлнă вӗт! Ахăртнех, вӗсене вӗрентнӗ учительсенчен ялта пӗр Валентина Васильевна çеç пулнă пулас, ăна ятарласа кайса илсе килчӗç.  Аса илекенсем вӗрентекенӗн ырăлăхӗ пирки калаçрӗç. Унăн ăшă кăмăлӗ, ачасемшӗн тăрăшни, лайăх пӗлӳ парас тесе ăнтăлни, вӗсенчен те ытларах ытарайми мандолина кӗвви ӗмӗрлӗхех асра юлнă иккен. Эпир те, вӗсенчен чылай çамрăкраххисем, хамăрăн тӗлпулăва пухăннисем, Валентина Васильевнана вӗренекенӗсем еплерех хисепленине курса савăнтăмăр.   

 Николай Трофимович Зимин учитель-таврапӗлӳçӗ мана çапла пӗлтернӗччӗ: «Эпӗ  те Валентина Васильевнана питӗ лайăх астăватăп. Хăш-пӗр учительсен сăнӗсем, урокра вӗрентнисем пачах та асра юлман темелле, вăл вара яланах куç умӗнче тăнă пек. 

Пирӗн çемьерен Валентина Васильевна виçӗ çынна вӗрентнӗ: мана тата икӗ йăмăка – Тоняпа Ленана. Эпӗ пӗрремӗш класа 1947 çулта кайнă, 5-мӗш класра чухне вăл мана вырăс, чăваш чӗлхисемпе ăс панă, юрлама хăнăхтарнă. Эпир, ял ачисем, мандолина текен музыка инструментне пуçласа Валентина Васильевна аллинче курнă. Ăна каласа пире ташлаттаратчӗ, юрлаттаратчӗ. Юррисене те астăватăп-ха: «По долинам и по взгорьям», «Песня о Щорсе» тата ыттисем те. Тоня йăмăкăм 5-6-мӗш классенче чăваш чӗлхи урокӗсене Валентина Васильевна ирттернине питӗ ыррăн аса илетчӗ. Каярахпа вăл та учителе тухрӗ. Тӗлӗнмелле те, Антонина Трофимовна Валентина Васильевнан тăван ялӗнче çӗнӗ Йӗлмелри шкулта вӗрентрӗ, кунтах çемье телейне тупрӗ, халӗ те унтах пурăнать.  Яла килмессерен çӗнйӗлмелсем Валентина Васильевнана ăшă салам каласа яратчӗç тет.  Ашшӗне астуса тăнине пӗлтеретчӗç тет.

Манăн кӗçӗн йăмăкăма Ленăна пӗрремӗш класран пуçласа вӗрентекенӗ - Валентина Васильевна пулнă. «Вунсаккăррăн учителӗмӗрӗн куçӗнчен пăхса лараттăмăрччӗ, унăн кашни сăмахне ăша хывма тăрăшаттăмăрччӗ», - тет Лена».

Арсентий Николаевичпа Валентина Васильевнан 1948 çулта хӗр çуралнă. Вăл, Галя, Элшелти вăтам шкултан ылтăн медальпе вӗренсе тухнă.  Пӗрле вӗреннӗ Ольга Петровна Петруськина (Элшел ялӗ) çапла аса илет: «Галя сӗре тăрăшуллă хӗрачаччӗ.  11 çул вӗренсе вăл «пиллӗк» паллăсем кăна илетчӗ.  Пуринпе те туслă тăратчӗ. Вăтам шкул хыççăн вăл Пăвари медицина училищинче вӗренчӗ, унтан та хӗрлӗ дипломпа тухрӗ». 

Галина Арсентьевна Элшел çыннинех Емельянов Лев Алексеевича качча кайнă, тивӗçлӗ канăва тухичченех Ешӗлвар районӗнчи Осиново ялӗнче ӗçленӗ, халӗ те унтах пурăнать. Вӗсен икӗ ывăлпа хӗр çитӗннӗ.  Хӗрӗ - Надежда Львовна – ватă кукашшӗ пуçарнă педагогика династине малалла тăсать, вăл ачасене тивӗçлӗ воспитани парассипе тăрăшать. Йăх йывăççине ӳкерет, сăн ӳкерчӗксем, асаилӳсем пухать.

Николай Зимин каласа панинчен: «Эпӗ Элшел шкулӗн директорӗ пулса 1976-2001 çулсенче ӗçлерӗм.  Канăва тухнă учительсем шкул буфетне çăкăр илме çӳретчӗç, Валентина Васильевна та пыркалатчӗ. Кашнинчех ман ӗç пӳлӗмне кӗрсе сывлăх сунатчӗ. «Мӗнле пурăнатăн? Ӗçсем мӗнле, Коля?» - тетчӗ.  «Аван, Валентина Васильевна, пыртаратпăр майӗпе», - теттӗм.  «Васкамалла мар, майӗпен васкаса ӗçлемелле», - тетчӗ кăшт шӳтлесерех. Вăл эпир 5-мӗш класра чухне, класс ертӳçи пулнă та уншăн эпӗ ача, Коля, пулса юлнă.  Çавсене асăнсан, хам та чылай ватăлтăм пулсан та, ăшра ăшă туйăм çуралать, Валентина Васильевна аса килет. Эпӗ вăл йывăр пурнăç çине ӳпкелешнине, мӗскӗнленнине, йынăшнине нихçан та курман, илтмен. Унăн сасси яланах  çӗкленӳллӗччӗ, питӗнче ăшă кулă пурри сисӗнетчӗ, çакă вара пирӗн хăш чухне пусăрăннă кăмăла та çӗклетчӗ. Килӗнче вăл пӗчченех пурăнатчӗ, хӗлле хӗрӗ патне пурăнма каятчӗ, çуркунне каллех Элшелне килетчӗ.  Ун çурчӗ патӗнчен иртсе кайнă чухне пахчинче тем тӗрлӗ чечек илемпе илӗртетчӗ. Валентина Васильевна пурнăçран уйрăлсан юратнă вӗрентекене юлашки çула ăсатма çын нумай пуçтарăннăччӗ, Чăваш Республикинчен те килнӗччӗ. Вӗсем çывăх тăванӗсемех пулнă пулас, Валентина Васильевнана та, ашшӗпе амăшне те ăшшăн асăнчӗç».

Элшел шкулӗн кун-çулӗ питӗ пуян та кăсăклă. И.Я.Яковлев пехилӗпе вăй илсе аталаннăскер, хăйӗн ӗмӗрӗнче миçе ачана пӗлӳ парса пурнăç анлăшне кăларман-ши вăл?! Паллах, шкулта ӗçленӗ кашни вӗрентекен ырă сăмаха, пысăк тава тивӗçлӗ.  Çапах та, ачана пӗлӳ тӗнчине çавăтса кӗрекенӗ пуçламăш классен учителӗ пулнине манар мар.  Валентина Васильевна хăйӗн ӗмӗрӗнче 40 çула яхăн шкул сукмакне такăрлатнă, вӗсенчен ытларах пайӗ – Элшел шкулӗпе çыхăннă. Эппин, пӗлӳ çурчӗн историйӗнче унăн ячӗ яланлăхах ырăпа çырăнса юлнă.

Пирӗн çемьерен Валентина Васильевна виçӗ çынна вӗрентнӗ: мана тата икӗ йăмăка – Тоняпа Ленана. Эпӗ пӗрремӗш класа 1947 çулта кайнă, 5-мӗш класра чухне вăл мана вырăс, чăваш чӗлхисемпе ăс панă, юрлама хăнăхтарнă. Эпир, ял ачисем, мандолина текен музыка инструментне пуçласа Валентина Васильевна аллинче курнă. Ăна каласа пире ташлаттаратчӗ, юрлаттаратчӗ. Юррисене те астăватăп-ха: «По долинам и по взгорьям», «Песня о Щорсе» тата ыттисем те. Тоня йăмăкăм 5-6-мӗш классенче чăваш чӗлхи урокӗсене Валентина Васильевна ирттернине питӗ ыррăн аса илетчӗ. Каярахпа вăл та учителе тухрӗ. Тӗлӗнмелле те, Антонина Трофимовна Валентина Васильевнăн тăван ялӗнче Çӗнӗ Йӗлмелри шкулта вӗрентрӗ, кунтах çемье телейне тупрӗ, халӗ те унтах пурăнать.  Яла килмессерен çӗнйӗлмелсем Валентина Васильевнăна ăшă салам каласа яратчӗç тет.  Ашшӗне астуса тăнине пӗлтеретчӗç тет.

Манăн кӗçӗн йăмăкăма Ленăна пӗрремӗш класран пуçласа вӗрентекенӗ – Валентина Васильевна пулнă. «Вун саккăрăн учителӗмӗрӗн куçӗнчен пăхса лараттăмăрччӗ, унăн кашни сăмахне ăша хывма тăрăшаттăмăрччӗ», – тет Лена».

Арсентий Николаевичпа Валентина Васильевнăн 1948 çулта хӗр çуралнă. Вăл, Галя, Элшелти вăтам шкултан ылтăн медальпе вӗренсе тухнă.  Пӗрле вӗреннӗ Ольга Петровна Петруськина (Элшел ялӗ) çапла аса илет: «Галя сӗре тăрăшуллă хӗрачаччӗ.  11 çул вӗренсе вăл «пиллӗк» паллăсем кăна илетчӗ.  Пуринпе те туслă тăратчӗ. Вăтам шкул хыççăн вăл Пăвари медицина училищинче вӗренчӗ, унтан та хӗрлӗ дипломпа тухрӗ». 

Галина Арсентьевна Элшел çыннинех Емельянов Лев Алексеевича качча кайнă, тивӗçлӗ канăва тухичченех Ешӗлвар районӗнчи Осиново ялӗнче ӗçленӗ, халӗ те унтах пурăнать. Вӗсен икӗ ывăлпа хӗр çитӗннӗ.  Хӗрӗ – Надежда Львовна – ватă кукашшӗ пуçарнă педагогика династине малалла тăсать, вăл ачасене тивӗçлӗ воспитани парассипе тăрăшать. Йăх йывăççине ӳкерет, сăнӳкерчӗксем, асаилӳсем пухать.

Николай Зимин каласа панинчен: «Эпӗ Элшел шкулӗн директорӗ пулса 1976–2001 çулсенче ӗçлерӗм.  Канăва тухнă учительсем шкул буфетне çăкăр илме çӳретчӗç, Валентина Васильевна та пыркалатчӗ. Кашнинчех ман ӗç пӳлӗмне кӗрсе сывлăх сунатчӗ. «Мӗнле пурăнатăн? Ӗçсем мӗнле, Коля?» – тетчӗ.  «Аван, Валентина Васильевна, пыртаратпăр майӗпе», – теттӗм.  «Васкамалла мар, майӗпен васкаса ӗçлемелле», – тетчӗ кăшт шӳтлесерех. Вăл эпир 5-мӗш класра чухне класс ертӳçи пулнă та уншăн эпӗ ача, Коля, пулса юлнă.  Çавсене асăнсан, хам та чылай ватăлтăм пулсан та, ăшра ăшă туйăм çуралать, Валентина Васильевна аса килет. Эпӗ вăл йывăр пурнăç çине ӳпкелешнине, мӗскӗнленнине, йынăшнине нихçан та курман, илтмен. Унăн сасси яланах  çӗкленӳллӗччӗ, питӗнче ăшă кулă пурри сисӗнетчӗ, çакă вара пирӗн хăш чухне пусăрăннă кăмăла та çӗклетчӗ. Килӗнче вăл пӗчченех пурăнатчӗ, хӗлле хӗрӗ патне пурăнма каятчӗ, çуркунне каллех Элшелне килетчӗ.  Ун çурчӗ патӗнчен иртсе кайнă чухне пахчинче тем тӗрлӗ чечек илемпе илӗртетчӗ. Валентина Васильевна пурнăçран уйрăлсан юратнă вӗрентекене юлашки çула ăсатма çын нумай пуçтарăннăччӗ, Чăваш Республикинчен те килнӗччӗ. Вӗсем çывăх тăванӗсемех пулнă пулас, Валентина Васильевнăна та, ашшӗпе амăшне те ăшшăн асăнчӗç».

Элшел шкулӗн кун-çулӗ питӗ пуян та кăсăклă. И.Я.Яковлев пехилӗпе вăй илсе аталаннăскер, хăйӗн ӗмӗрӗнче миçе ачана пӗлӳ парса пурнăç анлăшне кăларман-ши вăл?! Паллах, шкулта ӗçленӗ кашни вӗрентекен ырă сăмаха, пысăк тава тивӗçлӗ.  Çапах та, ачана пӗлӳ тӗнчине çавăтса кӗрекенӗ пуçламăш классен учителӗ пулнине манар мар.  Валентина Васильевна хăйӗн ӗмӗрӗнче 40 çула яхăн шкул сукмакне такăрлатнă, вӗсенчен ытларах пайӗ – Элшел шкулӗпе çыхăннă. Эппин, пӗлӳ çурчӗн историйӗнче унăн ячӗ яланлăхах ырăпа çырăнса юлнă.

 

Василий ЦЫФАРКИН.

Пăва районӗ, 

Элшел. 

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: учитель