ВИÇӖ КУН НУМАЙ-И? ÇУК
Августăн 26–28-мӗшӗсенче Хусанти «Байтик» сывату комплексӗн территорийӗнче черетлӗ XIII «Крутушка» халăхсен хушшинчи этно-фестиваль иртрӗ
Августăн 26–28-мӗшӗсенче Хусанти «Байтик» сывату комплексӗн территорийӗнче черетлӗ XIII «Крутушка» халăхсен хушшинчи этно-фестиваль иртрӗ
Ăна йӗркелекенсенчен пӗри «Вӗрентӳри информацисен технологийӗн центрӗ» тулли мар яваплăхлă обществăн генеральнăй директорӗ, вăлах йӗркелӳ комитечӗн председателӗ Лариса Владимировна Бикмуллина. Çаплах фестивале йӗркелеме «Биектау» ыр кăмăллăх фончӗ, «Гармония» обществăлла тата гражданла пуçарулăхсен фончӗ, Культура пуçарулăхӗсен Президент фончӗ тӗрев паракан «Энто» творчество пӗрлешӗвӗ, ТР Культура министерстви, ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви, ТР Çӳлту муниципаллă район администрацийӗ пысăк тӳпе кӗртнӗ.
Вулакансенчен хăшӗ-тӗр калӗ, тутарстансем çăва тухсан этно-фестивальпе пурăнаççӗ. Чăннипе кашни фестивалӗн хăйӗн «сăнӗ», кураканӗ, стилӗ, тӗллевӗ. Чылайранпа иртекеннисен хăйсен йăли-йӗрки çирӗпленнӗ, çулран çул хутшăнакансене шута илес-тӗк, ку паллă фестиваль куракана (е артиста) тивӗçтернине палăртакан ен. «Крутушка» ыттисен умӗнче нумай енӗпе уйрăлса тăрать. Çулсерен килекенсем фестиваль яланхи пекех ирӗклӗ, «пысăк-пысăк пуçлăхсемсӗр», йӗркеллӗ иртнишӗн килӗштереççӗ. Фестивале уçнă чух та пуçлăхсемсӗр, кулăшсемпе, шӳтсемпе уçăлчӗ. Çӗр каçма юлма палаткăсем хатӗр, кунне виççӗ вӗри апат çиме пулать. Душсем ӗçлеççӗ. Фестиваль картишӗ питӗрӗнчӗк вырăн мар – туяннă билет виçӗ куна çитет. Çакна çирӗплетсе ятарлă сулăсем çыхтараççӗ. Кунпа фестиваль территорийӗнчен хуть мӗн чухлӗ тухсан та кӗнӗ чух билет кăтартма ыйтмаççӗ. Сулла курнипех çырлахаççӗ.
Кунта нихăш фестивальтинчен ытла ачасем нумай, пӗринчен тепри кӗçӗнрех. Вӗсене выляса савăнма та вырăн пур, мастер-классене хутшăнса çӗннине вӗренме те лайăх. Виçӗ кун хушшинче темӗн чухлӗ нумай çын çинче пӗрре те усал сăмах илтни пулмарӗ. Юрлакан-ташлакан пайтах. Санкт-Петербургран килнӗ «Папьемашенники» пукане театрӗн спектакльне пăхакансене курасчӗ сирӗн. Тӗрлӗ çулсенчи çынсем Петрушка шуйттана ырра вӗрентнине кула-кула пăхаççӗ. Пӗчӗкрен пӗчӗк ачисем тенкел çитменнипе çӗр çине ларса пăхаççӗ. Компьютер самани ачисем тесе кам калӗ вӗсене?
Ярмарккăра
Кăçал 100 яхăн сутуçă тӗрлӗ-тӗрлӗ тавар сӗнчӗ. Шамансем çапакан пысăк бубенсем сутса тăракан çамрăк Хусана Инçет Çурçӗртен килнӗ пулӗ тесе пырса калаçрăмăр. Йăнăшнă иккен. Никита Ульяновск облаçӗнчен. Бубенӗсене хăйсем тăваççӗ, пысăккисем 15 пин тенке çитеççӗ хакӗпе. Брезент пек материалтан çавăрса тыттарни йӳнӗрех, 8 пин тенкӗ. Кăшт калаçтарсан 7 пин тенкӗпе те парса яма хатӗр сутуçă. Пакистанран çырăнса илекен качака тирӗсене хыр турачӗ çине карăнтарса тыттараççӗ те бубен хатӗр иккен. Хуть мӗн чухлӗ тӳнклеттер усал вăйсене хăваласа. Пирӗн тăрăхшăн ют музыка хатӗрне ăсталас шухăш мӗнле майпа пуçа кӗнӗ-ши? Хуравӗ пире тата ытларах тӗлӗнтерчӗ, Никита ашшӗ Александр Макаров шаман иккен. Унăн ашшӗ-амăшӗ Çурçӗре ӗçлеме тухса кайнă (Совет Союзӗнче сахал-и стройкăсем çамрăксене пухни. Никита асламăшӗпе аслашшӗ те вӗсенчен пӗринче пулнă. Ывăлӗ çавăнтах çуралса ӳссе çитӗннӗ. Унти халăхсен культурипе интересленни, çутçанталăкпа çывăх пулни унăн ӗненӗвӗ çине пысăк витӗм кӳнӗ. Хирӗçлекенсене вăл: «Пур тӗншӗн те Турă пӗрре», – тесе хуравлать.
Паллах, чипер хӗрарăмсене тата хитререх кăтартма капăрлатмалли алкасем, шăрçасем пайтах пулчӗç. Юлашки çулсенче вăй илнӗ техника эпоксидлă сăмала ăшне чечек-курăк хурса ăсталанă чипер алка, брошь курсан мӗнле туянмăн ӗнтӗ? Анчах ун пек алкасене упрама пӗлмелле иккен. Хӗвел çинче тытсан чечек-курăксем тӗссӗрленеççӗ, илемӗ пӗтет.
Хаклă чулсенчен, çурма хаклă чулсенчен тунă капăрлăхсем ярмарккăра пит нумай пулмарӗç, анчах пурччӗ. Магнитогорскран килнӗ Нелли ӗçӗсем пит илӗртӳллӗ. Сутуçă, хăйех дизайнер та, хăйех шухăшне пурнăçлаканӗ те. Нелли институтра вырăс филологи преподавателӗ пулнă. Те хӗрӗ ювелир ӗçне вӗреннипе, те чулсен асамлă туртăмне парăннипе тем вăхăтран чулсемпе аппаланма пуçланă. Тус-юлташӗсене, хурăнташӗсене ансат япаласем ăсталаса парнеленӗ. 2014 çулхи кризис, аслă вӗренӳ заведенийӗсенче оптимизаци пуçлансан пенсие çывхарса пыракан филологăн юратнă профессирен кайма тивнӗ. Çапла кӗтмен çӗртен хобби профессие çаврăннă. Халӗ Нелли чулсем туянма та хăйех çӳрет, интереслӗ капăрлăхсем те хăйех ăсталать, тӗрлӗ фестивальсене çитсе сутаканни те хăйех. «Крутушкăра» сутуçă иккӗмӗш хут. Кăмăллă кунти атмосферăпа, суту-илӳ те ăнăçлă.
Çӗннине хăнăхма
Фестиваль витӗмӗпе мастер-классем нумай пулчӗç. Вӗсенчен чылайăшӗ тӳлевсӗр. Тӗслӗхрен, варган калама тӳлевсӗрех вӗрентеççӗ, 3-4 пин тенкӗ тăракан музыка инструментне туянма хистемеççӗ те. Сутуçăсемшӗн вӗсен юратнă ӗçӗпе интересленни те паха.
Шупашкарти ташă студийӗ «Огни Белтайна» ирланди тата ытти халăх ташшисене ташлассипе мастер-класс ирттерчӗ. Чăвашсем татах пулчӗç «Крутушкăра». Çӗпрел районӗнчи Упи ялӗнче пурăнакан Наталия Куракина пир станокӗпе килнӗ фестивале. Таврапӗлӳ музейӗсенче кăна тӗл пулакан станокпа ӗçлеме хăнăхасшăнни
сем татăлмаççӗ ку тӗлтен. Н.Куракинăна хӗрӗсем пулăшаççӗ: асли, Маша, Хусанти театр училищинче вӗренет. Виççӗмӗш курс пӗтернӗ кăçал. Вăталăххи Настя тăван ялти вăтам шкула çӳрет. Кӗçӗнни чи маттурри, чи ӗçченни Сантр, мăнакăшӗн ятне панă ăна. Вăл шкула кайма пӗчӗкрех – 4 çул кăна тултарнă.
Наталия Крутушкăна 2013 çултанпа килет. Этно-фестивальсенче тăтăш тӗл пулаймăн ăна. «Эпӗ чӗннӗ çӗре çеç каятăп», – тет Наталия сăпайлăн. Хăй ӗçлекен Упи шкулӗнче ачасене пир тӗртме вӗрентнине кăмăллăн каласа пачӗ.
«Крутушкăра» асанне-кукамайсен ӗçӗпе çитӗннисем те, кӗçӗн çулсенчисем те интересленеççӗ. «Аслăраххисем станок умне ларма именеççӗ, пултараймасран шикленеççӗ», – йăл кулăпа каласа парать Куракина. Кӗçӗнреххисем хăйсене çирӗпрех тыткалаççӗ имӗш, вӗрентекене тимлӗнрех итлеççӗ-ши, вӗренес туртăмӗ пысăк-ши, хăвăрт хăнăхаççӗ пир тӗртме.
Юхрӗ юрă инçете
Кăçал 300 яхăн юрă-ташă ăсти пуçтарăннă «Крутушкăна». Кашни хăйӗн пултарулăхне туллин кăтарттăр тесе тата тепӗр сцена лартнă йӗркелӳçӗсем. Çапла вара артистсем виçӗ сцена çинче юрларӗç, ташларӗç. Шел, чăвашсем пулмарӗç кăçал вӗсен хушшинче. Шанатпăр, ӳлӗм çак çитменлӗх пӗтӗ. Чăваш чӗлхипе, чăваш юррипе фестиваль тата пуянрах пулӗччӗ. Вулакансем килӗшеççӗ пулӗ манпа. Воронеж облаçӗнчи «Терем», Чулхулари «Птица жар», Саранскран килнӗ «Мереме», Балтаси районӗнчи крешӗнсен «Орчык» тата ытти фольклор ушкăнӗсене итлеме питӗ кăсăк пулчӗ. Мӗншӗн тесен унта хутшăнакансем ял-ял тăрăх кинемейсенчен авалхи юрăсене çырса илсе сцена çине тухма хатӗрленӗ. Тумӗсем те чылайăшӗн ятарласа сцена валли çӗлени мар, ӗмӗр каялла çӗленисем. «Мереме» солистки пӗр историе аса илчӗ. Мордва ялӗсене юрăсем пуçтарма тухсан пӗр кинемейрен халăх тумӗ ыйтнă. «Пурччӗ, йытă айне сартăмăр», – пулнă хурав. Кусен йытти çăвăрланă иккен, çурасен айне хайхи кӗпене сарса панă. Фольклористсем вăтанман, йӗрӗнмен кӗпене илнӗ. Кинемее тав туса тутлă кучченеçпе хăналанă.
Кăçал фестивале килнӗ Инди çӗршывӗн Мускаври посольстви çумӗнчи пултарулăх коллективне хапăлласа йышăнчӗç куракансем. Иран, Турци музыканчӗсене итлеме те кăсăк пулчӗ.
Фестивале çӗнӗлӗхсем кӗртме çук та пулӗ тейӗн, апла мар иккен, творчество çыннисем ялан мӗн-тӗр интереслӗреххи, меллӗреххи шутласа кăлараççӗ. Çӗнӗлӗхсем тата тепӗр сцена уçнипех вӗçленмерӗç: музыка инструменчӗсемпе, вăл е ку халăх пултарулăхӗн сулăмӗ çинчен каласа паракан лекцисене программăна кӗртнӗ. Пушкăрт, тутар халăх тумӗсен куравӗ малтанлăха пысăк та мар пулӗ, анчах питӗ кăсăк. Уйрăмах инçетрен (чикӗ леш енчен!) килнисемшӗн. Хусанти, хула таврашӗнчи XIX ӗмӗр вӗçӗнчи – XX ӗмӗр пуçламăшӗнчи вырăс тумӗсен куравне уçнă. Мускав çывăхӗнчи Рыбинск хулинчен Анатолий Чуль ӳнерçӗ революцичченхи фотоаппаратсемпе килнӗ, çакăнтах ӳкерсе сăнӳкерчӗксене пичетлесе панă. Лекцисене кăсăкланса итлекенсем те пулчӗç. Мускавран, Санкт-Петербургран, Хусантан пуçтарăннă кулинарсем тутлă пӗçерме вӗрентрӗç кăна мар, тутантарса та кăтартрӗç.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев