Виçӗ сăлтава пула çӳхелес текенсене ӗмӗтне пурнăçлама çăмăл мар теççӗ тухтăрсем
Паллах, эпир кăна пурте пӗлетпӗр: спортпа аппаланмастпăр, çуллă ăшаланă апат юрататпăр, пылаккине тăтăш çиетпӗр, сăра пӗрмай ӗçекенсен «сăра хырăмӗ» ӳсни те паллă. Анчах кусемсӗр пуçне тата виçӗ сăлтава пула хырăмри çу ӳсет иккен.
Çӳхелес текенсене улма-çырла ытларах çини, шел пулин те, пулăшмасть иккен. Çакна врачсем пӗр шухăшлăн çирӗплетеççӗ. Час-часах хырăм мăкăрăлса тухни çын мăнтăррипе çыхăнмасть, вар-хырăмра сывлăш пуррипе кӳпӗнсе кайнине пӗлтерет теççӗ. Фруктозăна этем организмӗ япăх ирӗлтерет. Организма лекекен фруктозăна çӳхе пыршă шăратса ӗлкӗреймест. Çакна пула хырăм кӳпӗнсе каять. Улма-çырлара фруктоза нумай, кирлинчен çак çимӗçсене ытларах çиекенсем кӳпӗнсе каяççӗ.
Тухтăрсем хăш улма-çырлара «ирӗклӗ фруктозăсем» нумаййине палăртнă: панулми, груша, черешня, арбуз, манго, дыня, хурма, гранат, папайя. Фруктоза шайӗ пӗчӗкрех çимӗçсем те çук мар, тӗслӗхрен, авокадо, апельсин, мандарин, киви, чие çырли, ананас, хура çырла тата банан. Вӗсене çини кӳпӗнтермест.
Кунсăр пуçне шутсăр нумай улма-çырла çиме юраманнине те астумалла. Тӗслӗхрен, кунне икӗ панулми, пӗр пӗчӗк чашăк черешня çини çителӗклӗ.
Çӳхелме тӗллев лартнисен пăтă сахалрах çимелле. Кăшт ӳт хушас текенсемшӗн усăллăрах пулӗç пăтăсем. Тӗслӗхрен, куллен ирсерен услам çупа пăтă çинипех белокпа пуян апатсăр тӗрӗс çӳхелеймӗр. Мӗншӗн тесен, сире темиçе килограмран хăтăлнă пек туйăнсан та чăннипе ку мышцăсен шучӗпе пулнă япала, çу сийӗ çаплипех юлнине пӗлтерет.
Çӳхелес текенсене асăрхаттарас килет: врач пăтă çиме чармасть, 4-5 кашăк пăтă кӗлеткене сиен кӳреймӗ, анчах белоклă апат çиме манмалла мар. Тӗслӗхрен, çăмарта, хек, треска, креветка, кальмар, кăркка тата чăх ашӗ, ӗне, сысна, кролик, така какайӗ.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА хатӗрленӗ.
К.Малышев сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев