Вилекеннисем те, çуралаканнисем те чакнă
2023 çулта республикăра пӗтӗмпе 35,4 пин ача çут тӗнчене килнӗ, 2022 çултинчен 3,2 процент сахалрах ку. Чи нумай ача Пӗтреç, Саба, Çӳлту, Арск, Балтаси районӗсенче çуралнă.
Çуралаканнисем мкăна мар, вилекеннисем те чакнă. 2023 çулта республикăра пурӗ 42,8 пин çын вилнӗ, 2022 çултинчен 4,5 процент сахалрах. Вӗсенчен 47 проценчӗ юн çаврăнăшӗн чирӗсенчен, 16,5 проценчӗ усал шыçӗсенчен вилнӗ, 8 проценчӗн сăлтавӗ вара чирсемпе çыхăнманнине пӗлтернӗ ТР сывлăх сыхлав министрӗ Марсель Миннуллин январӗн 24-мӗшӗнче ведомствăн çулталăкри ӗçне пӗтӗмлетнӗ ларура.
Çын пурăнаслăхӗн вăтам кăтартăвӗ республикăра пӗлтӗр 75,4 çулпа танлашнă. Раççей субъекчӗсен хушшинче ку енӗпе Тутарстан — 12-мӗш, Атăлçи тăрăхӗнче пӗрремӗш вырăнсенче тăрать. Министр ку кăтартăва 2024 çулта 75,57 çула çитерес шутлине пӗлтернӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев