В.И.Ленин пурнăçӗпе интересленекенсене
Лекцие итлекенсене писатель Владимир Ильичăн юлашки çулӗсенчи архиври сăнӳкерчӗксене, Ульяновсен çемйин вăрттăнлăхӗсене, çамрăк Володя Ульянова пӗлнисен асаилӗвӗсене каласа парать
Мартăн 28-мӗшӗнче В.И.Ленинăн музей-çуртӗнче (Ульянов-Ленин урамӗ, 58-мӗш çурт) РФ Писательсен союзӗн пайташӗ Владимир Янович Урецкий «Казанские секреты Ленина и его семьи. Где Бланки жили до Кокушкина и в кого был влюблен Владимир Ильич» лекци вулать. Вăл «Лениниана» проектăн пӗр пайӗ пулса тăрать. Владимир Ульянов-Ленинăн пурнăçӗнчи халиччен эпир пӗлмен пулăмсем, ăна çывăх пӗлнӗ çынсем çинчен каласа парать.
Лекцие итлекенсене писатель Владимир Ильичăн юлашки çулӗсенчи архиври сăнӳкерчӗксене, Ульяновсен çемйин вăрттăнлăхӗсене, çамрăк Володя Ульянова пӗлнисен асаилӗвӗсене каласа парать.
Лекци хатӗрленӗ чух Владимир Урецкий Челябинск облаçӗпе Тутарстан архивӗсенчи сайра тӗл пулакан документсемпе усă курнă.
Сăнӳкерчӗксем ТР Наци музейӗн пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев