Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Витя пек атьсем сахал

Хуть мӗнле суран та вăхăт иртнӗçемӗн пирчет теççӗ те, вăрçăра ывăлне çухатнă аннесем çинчен мар пуль ку сăмахсем. Нурлат районӗнчи Чиешни ялӗнче пурăнакан Екатерина Александровна Иванова-Картамышева та акă, кашни алăк уçăлмассерен ывăлӗ кӗрсе тăрасса кӗтме чарăнмасть. Уншăн вăл сывă, килте кăна мар. Хальхи вăхăтра çуралнă кунне хатӗрленет, пурăннă пулсан январӗн 26-мӗшӗнче Виктор Картамышев 30 тултармаллаччӗ…

«Çуралнă кунӗнче юлташӗсем килмесӗр юлакан марччӗ, кӗтетӗп-ха, пӗлтӗр те кӗрсе тухрӗç», – терӗ тунсăхлăн Екатерина Александровна пирӗнпе телефонпа çыхăнсан. Шел, Тинӗс пехотин Жуков, Ушаков орденӗсемлӗ уйрăм 810-мӗш бригадин (халӗ дивизи) гварди рядовойӗ, Малой позывнойлă Виктор Викторович Картамышева хăй юбиле­йӗн кӗрекинче тăванӗсемпе, çывăх çыннисемпе тата юлташӗсемпе юнашар ларма Турă пӳрмен. 2023 çулта хăй ирӗкӗпе ятарлă çар операцине кайнăскер, 2024 çулхи июнӗн 26-мӗшӗнче паттăррăн пуç хунă.

Витя пултăр 

Çемьери ултă ачаран тăваттăмӗшӗ вăл, пӗртен-пӗр ывăл Картамышевсен. Паллă ӗнтӗ – чи кӗтни. 

– 1996 çулхи январӗн 26-­мӗ­шӗнче Казахстанра çуралчӗ. Эпир ун чухне Костанай (малтан Тур­гай) облаçӗнче пурăнаттăмăр, хам эпӗ чиешнисемех, юлташ хӗрӗпе ӗçлеме кайрăм та пулас мăшăрăма (вăл ман вырăс) тӗл пулса 25 çула юлтăм. Овощехранилищере, кайран шкулта завхозра ӗçлерӗм. Совхоз арканчӗ те пурнăç йывăрланчӗ, ӗç çукчӗ. Çыннисем те тӗрлисемччӗ, телее, пирӗн тӗле япăххисем лекмерӗç. Çапла ывăл виççӗ тултарса тăватта кайсан Чиешнине таврăнтăмăр, – аса илет иртнине Екатерина Александровна.

«Мӗншӗн ывăлăра Виктор ят хутăр, мăшăрăр та Виктор вӗт сирӗн?» – пӗртен-пӗр ывăлӗ валли мӗншӗн çак ята суйланипе интересленетӗп эпӗ. 

– Ывăл çуралсан эпир ăна çемье­пе канашласа Саша ят хума калаçса татăлнăччӗ малтан. Ял Советне çыртарма кайсан ашшӗ пекех пултăр-ха терӗм те Виктор ятпа çыртарса килтӗм. Килте сӗтел хатӗрленӗ, хунямапа хуняçа та лараççӗ. «Атьăр-ха Виктор сыв­лăхӗшӗн ӗçер», – тетӗп. «Ай-яй, мӗнле капла?» – тӗлӗнеççӗ кусем. «Витя тесе ят парас терӗм те çыртартăм», – тетӗп. Çапла Витя пулчӗ. Ир утса кайрӗ, ир калаçма вӗренчӗ. Питех чирлесе те курман вăл пирӗн, лăпкăччӗ, кулса кăна тăратчӗ. Чиешнине таврăннă чухне аванах калаçатчӗ ӗнтӗ. 

Çынсемпе хутшăнма юрататчӗ, пурне те пулăшма хатӗрччӗ тата: «Витя, лавккаран çăкăр кӳрсе пар-ха», – терӗç-тӗк кӳршӗсем, хаваспах чупатчӗ. 26-мӗш числопа ăнмарӗ çав ăна: 26-мӗшӗнче çуралчӗ, 26-мӗшӗнче çара кайрӗ, 26-мӗшӗнче пуç хучӗ (уйăх ячӗсем кăна тӗрлӗрен), çумӗнчи жетонӗ те 26-па вӗçленет тата...» – сасси çӗтрӗ салтак амăшӗн.

Пуртă та пăчкă

 Ял ачи тума пӗлмен ӗç çук. Ашшӗ-амăшӗн шанăçӗ, пулăшуçи Виктор Картамышев мӗн пӗчӗк­рен ӗç çумне çыпăçнă. «Эпир ялан выльăх нумай тытнă та ӗç нумай пулнă пирӗн, мӗнпурӗнче пулăшатчӗ. Пиллӗкмӗш класра чухне ашшӗпе иккӗшех пура пураласа мунча хăпартса лартрӗç. «Чи юратнă теттӳсем хăшӗсем сан, ачам?» – тесе ыйтсан кашнинче: «Пуртă та пăчкă» – тесе шӳтлетчӗ. Апат пӗçересси вара уншăн хоббиччӗ. Çăмарта ăшалама пӗрремӗш клас­рах пӗлетчӗ-ха, пӗр 4-мӗш класран пуль апат пӗçерме пулăшма тытăнчӗ. «Кӳр-ха кăна эпӗ тăвам», – тесе кăна тăратчӗ. Вӗт кукăль пӗçересси унăн ӗçӗччӗ ӗнтӗ. Чустапа та, какайпа та ӗçлеме килӗшетчӗ ăна. Нурлатри аграри техникумӗнче обществăлла апатлану технологне вӗренчӗ, унтах хушма тепӗр професси – повар– илчӗ. Кӳршӗллӗ Вăтам Хăмăшлă шкулне уйăха е уйăх çурра-и, халӗ астумастăп ӗнтӗ, практикăна килсен хăй пуçарăвӗпе килти лапша çăрса каснине халӗ те ăшшăн аса илеççӗ-ха унта. 

Техникум хыççăн Нурлат­ри «Art House» ресторана вырнаçрӗ. Пӗр вăхăт Хусанта, унта та общест­вăлла апатлану енӗпе, ӗçлесе пăхрӗ, пит килӗшсех каймарӗ пулмалла, каялла «Art House» ресторанах таврăнчӗ.

Гварди рядовой

Ывăлӗ 2023 çулта хăй ирӗкӗпе ятарлă çар операцине кайма конт­ракт çырма шухăш тытни, паллах, ашшӗ-амăшне, аппăшӗсемпе йăмăкӗсене савăнтарман. Çитменнине аслă хӗрӗн, Нурлатра пурăнакан Татьянăн, мăшăрне Дениса вăл вăхăтра тулли мар мобилизаци­пе илсе кайнă пулнă ӗнтӗ (шел,  Де­нис Владимирович Ивашкин 2025 çулхи январӗн 20-мӗшӗнче паттăр­рăн пуç хунă. – Авт).

– СВОна каясшăн пулнине пӗлсен çар билетне пытарса хутăм. «Анне, ман çар билетне курман-и эс?» – тесе шырать ку хайхи, пӗлмӗше хутăм. Вăл вара Хусана кайнă та дубликат тутарнă. Йӗре-йӗре ӳкӗтлесен те итлемерӗ. «Юлташсем каяççӗ, юлмастăп, Тăван çӗршыва пулăшăп, ыттисенчен япăх-им эп», – терӗ кăна, – ассăн сывларӗ Екатерина Александровна.

Ятарлă çар операцине хăй ирӗкӗпе кайнă Чиешни каччи нео­нацистсене хирӗç Раççей çарӗн элитин – Тинӗс пехотин – йышӗнче кӗрешни ăнсăртран мар. Профессине пăхсан унта лекмелле те марч­чӗ пек, анчах запасри салтакăн шăпине кун пек чух салтакра илнӗ çар специальноçӗ татса парать. 2015 çулта июнӗн 26-мӗшӗнче çара кайнă Виктор Картамышев Бурятири çар чаçӗсенчен пӗринче служба иртнӗ. Пехота çар машинисен уйрăмӗн командирӗ пулнă вăл унта. Çар билечӗ çине çарпа учет специальноçне 121182-А кодпа палăртнă (А саспалли кунта çар тӗсне – тип çӗр çинчи, Тинӗс-çар флочӗн çыранти çарӗсем – тенине пӗлтерет). Çавăнпа гварди рядовой Виктор Картамышев Тинӗс пехотин Жуков, Ушаков орденӗсемлӗ уйрăм 810-мӗш бригадин (халӗ дивизи) танксене хирӗç пемелли ракетăсен (ПТУР) подразделенине лекни кӗтменлӗх мар. Малтанласа Крым çыранӗсене тăшманран хӳтӗленӗ вăл. Подразделенире чи çамрăккине пула Малой позывной илнӗ. Кайран штаб начальникӗ патне хăй ирӗкӗпе кайса СВО зонине яма ыйтса рапорт çырнă. Екатерина Александровна командирӗсемпе, Виталипе тата Александрпа, халӗ те çыхăнура. Вӗсем каланă тăрăх, Виктор штаб начальникӗ патне кайнине сиссе те юлайман вӗсем.

Шанчăклă юлташ

Виктор Картамышев икӗ хутчен киле кӗске отпуска килсе кайма ӗлкӗрнӗ. Юлашки хутӗнче 2024 çулхи март уйăхӗнче пулнă. Паллă ӗнтӗ, вăрçă çинчен çывăх çыннисемпе калаçман, амăшӗ ыйтсан: «Хӗрарăмпа калаçмалли сăмах мар вăл, анне», – тенӗ çеç. Йывăр чирлесе тăракан ашшӗне те вăрçă çинчен калаçусемпе хумхантарасшăн пулман. Юлташӗсем пирки вара ялан хăпартланса калаçнă. «Унти ачасемпе çав тери туслашрӗ. Мӗнле лайăх атьсем унта, пӗр çемьери пек пурăнатпăр тетчӗ. Юлашкинчен килсен вӗсем валли пысăк курник пӗçерсе пама ыйтрӗ. Эп кукăль те, пышки тата ыттине те пӗçертӗм, ятарласа пулă, сало тăварларăм. Килти апата çиес килет вӗт-ха унта салтаксен. Пӗр ачи Пушкăртстанранччӗ ун: «Малой пăртак кантăр та машинăпа пӗрле килӗр», – тенӗ командирӗсем ăна. Ялти юлташӗсем, виçӗ пӗртăван, ун чух хамăртан пӗр 50 çухрăмри Суходола (Самара облаçӗ) трасса çине ­машинăпа ăсатса ячӗç. Пӗр икӗ-виçӗ кунран çитрӗç пулмалла вӗсем чаçне. «Ачам, илсе çитерейрӗн-и апатусене, пăсăлмарӗç-и?» – тесе ыйт­рăм телефонпа шăнкăравласа. «Веçех аван, анне, пурне те çав тери килӗшнӗ», – тет, çав вăхăтра çывăхӗнчи юлташӗсем мана тав туни илтӗнет», – малалла тăсăлать калаçу. 

 

Юлашки çапăçу

Ывăлӗпе Картамышевсем юлашки хут 2024 çулхи июнӗн 24-мӗшӗсенче калаçнă. Инсульт хыççăн ашшӗ больницăра йывăр выртнине пӗртăванӗсем пӗлтерсен киле килме хатӗрленнӗ вăл, кун çинчен командирӗсемпе калаçса та хунă пулнă ӗнтӗ. «Ывăлăм, мӗнле килен, отпуску çитмен вӗт-ха тетӗп. Вăл вара: «Каларăм вӗт килетӗп тесе, апла килетӗп. Заданирен таврăнатăп та ак», – терӗ», – аса илет амăшӗ юлашки калаçăва. Киле таврăннă-ха вăл, анчах... 

Июнӗн 26-мӗшӗнче çар заданине ăнăçлă пурнăçласа каялла симӗс зонăна таврăннă чухне вӗсен пикапне ирхине 3 сехетсен тӗлӗнче Херсон енчи Каховкăран инçе мар Райское ялӗ патӗнче тăшман дронӗ атакăланă. Машинăри пилӗк салтакран пӗри кăна сывă юлайнă ун чух, вăл та йывăр аманнă. Çав кун ирхине 3 сехет çитме пилӗк минутра Виктор çыхăнура пулнă-ха... 

Виктор Картамышева июлӗн 8-мӗшӗнче тăван ялӗнчи масарта чыслăн пытарнă. Салтака юлашки çула ăсатма командирӗ Виталий кăна ӗлкӗреймен. Пытарсан тепӗр кун çитнӗ вăл Чиешнине. Викторăн вилтăпри умӗнче вара: «Пире иксӗмӗре кăна хăварăр-ха», – ыйтнă вăл хăйпе пӗрле масар çине пынисене. Салтакпа юнашарах ларнăн командир темӗнччен тем çинчен калаçнă ун чух. «Ла­йăх ачаччӗ ывăлăр, чунӗнче йывăр пулсан та кăтартмастчӗ, кулса ирттеретчӗ», – тенӗ вăл ашшӗ-амăшне Виктор пирки. Тепӗр командирӗ Александр Екатерина Александровнăпа çак кунсенче çыхăнăва тухсан та акă çапла аса илнӗ: «Уншăн пурнăçлайман задача çукчӗ. «Лайăх шухăшламалла кăна», – тетчӗ. Передкăна кайма нихăçан та хăрамастчӗ. Ялан çумраччӗ, ялан пулăшма хатӗрччӗ. Салтак кăна мар, лайăх юлташчӗ те вăл. Унăн харизми, прагматизмӗ çитмест пире халӗ те, Витя пек атьсем сахал». 

Раççей Президенчӗн Владимир Путинăн Указӗпе Виктор Картамышева Паттăрлăх орденне панă (вилнӗ хыççăн). 

Вӗсем те хамăн ывăлсем

Украинăри ятарлă çар операцийӗнче пӗртен-пӗр ывăлне çухатнă Картамышевсем халӗ хӗрӗсемпе, мăнукӗсемпе кăна йăпанмалла пек, вӗсем вара ывăлӗн подразделенийӗнчи салтаксене те хăйсен ывăлӗ пекех çывăха хураççӗ, командирӗсемпе çыхăнса халӗсене пӗлсе тăраççӗ, вӗсемшӗн пăшăрханаççӗ. Екатерина Александровна кашни пенси илмессерен почта урлă посылкăпа сало, чей, кофе, сыр, кăлпасси...  тата Виктор юратакан «баунти» канфет ярса парать. Пӗррехинче подразделение çухатса икӗ уйăх шыранă, хӗрӗсем социаллă сетьсем урлă командирне Александра тупсан тин лăпланнă. «Вăрçă пӗтсен хăнана килсе каятăп-ха, тен, кăçал февральтех мăшăрăм ачасемпе пырса кайӗ терӗ-ха Александр», – ывăлӗн вăрçăри юлташӗсене хăйӗн ачисем вырăннех хурса куç пекех кӗтнине пӗлтерчӗ анне.

 

Пӗчӗк Матвей

Ятарлă çар операцийӗнче ывăлӗпе кӗрӳшне çухатнă Екатерина Александровна йывăр хуйхине салтаксене пулăшса пусарма тăрăшать халӗ, кӗмӗл волонтер вăл. Фронта посылкăсем янисӗр пуçне «Все для победы Нурлат» фонда вăй çитнӗ таран гуманитари пулăшăвӗ пухса леçсе парать. Нурлатри волонтерсен фончӗ салтаксем валли туяннă пӗчӗк робот-техникăсене пуç хунă салтак-ентешсен позывнойӗсен ятне парассине йăлана кӗртнӗ. Виктор Картамышева асăнса «Малой» ятлă çакнашкал техникăна та фронта, тусӗсем патне ăсатнă вӗсем. Апла-тăк, Виктор паян та стройрах. Иртнӗ кӗркунне фонд ялти çурчӗ çине асăну хăми çакнă. Картамышевсем хăйсем вара ывăлӗ вӗреннӗ шкул стени çине асăну хăми вырнаçтарнă. 

Хӗвел пек çутă та ырă кăмăллă ывăлӗн ячӗ ан манăçтăр тесе иккӗмӗш çул ӗнтӗ вырăнти клуба Çӗнӗ çулта лотерея вылянтармашкăн асăнмалăх парне илсе параççӗ Картамышевсем. Кăçал Викторăн 30 çуллăхне халалласа термопот туяннă, пӗлтӗр – мультиварка. Термопот выляса илнӗ ­çемье­ парнешӗн ăшшăн тав тăвать вӗсене. Виктор текех çут тӗнчере çукки ачаран пӗрле ӳснӗ юлташӗсемшӗн те пысăк çухату, манмаççӗ вӗсем ăна, ашшӗ-амăшӗ патне килсех çӳреççӗ. 30 çул тултарнă кун та кӗрсе тухасса кӗтет-ха Екатерина Александровна. 

Виктор ятарлă çар операцине кайиччен çемье çавăрса ӗлкӗрейменшӗн чунӗ ыратать пулсан та ашшӗ-амăшӗн, кин пулмалли Карина ывăл çуратса панăшăн савăнать. Хусантан хăнана килсе çӳрекен пӗчӗк Матвейре ывăлӗн сăнне курни малалла пурăнма вăй-хал парать те вӗсене паян. 

 

Картамышевсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Наши герои