Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Витĕр курар

Эпир таврара пулса иртекен ӗçсене куçпа курса йышăнатпăр, хаклатпăр, пӗтӗмлетӳ тăватпăр. Тухтăрсем 90 процент информацие çын куçпа курса пӗлет теççӗ. Куç 2 миллион «ӗç деталӗнчен» тăрать иккен.

Чăнах та куç вăйӗ пурнăçшăн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Çулсем иртнӗ май çакна тата ытларах ӗненетпӗр. Паянхи кун çӗр çинче 37 миллион суккăр çын, вӗсем пачах курмаççӗ, япăх кураканнисем те йышлă – 124 миллион вӗсен шучӗ. Медицина ӗçченӗсем çак картинăна улăштарма ăнтăлаççӗ. Чылай чиртен сывалма çук, шел, анчах чăнлăхран иртеймӗпӗр. Апла пулин те, куç сывлăхне реабилитаци тума тăрăшмалла мар тенине пӗлтермест ку. Çавăнпа куç вăйӗн кунне тӗнче шайӗнчех ирттернинчен тӗлӗнместпӗр те.

Кашни çулах октябрь уйăхӗнче иккӗмӗш кӗçнерникун Пӗтӗм тӗнчери куç вăйӗн кунне палăртаççӗ. 2023 çулта ку уяв октябрӗн 12-мӗшне тивет. Ăна пуçараканӗ Пӗтӗм тӗнчери сывлăх сыхлав организацийӗ.  1998 çултах куç вăйӗ чакнипе аптракансен, пачах суккăрланнисен нушисем çине тимлӗх уйăрма ятарлă кун йышăнма шутланă. Çапла Пӗтӗм тӗнчери куç вăйӗн кунне пӗрремӗш хут 2000 çулта паллă тунă. Кашни çулах ку уява пӗр-пӗр девизпа ирттереççӗ. 

Раççей Пӗтӗм тӗнчери сывлăх сыхлав организацийӗн пуçарăвне 2005 çулта йышăннă, анчах унччен те алă усса ларман – 2003 çулта Мускаври Г.Гельмгольц ячӗллӗ Куç чирӗсен НИИ пуçарăвӗпе Суккăрланассинчен асăрхаттарассипе наци комитетне туса хунă. Çак эрнере Пӗтӗм тӗнчери куç вăйӗн кунне Хусанта мӗнле ирттересси çинчен «Татар-информ» информаци агентствинче пулнă пресс-конференцире каласа пачӗç. Спикерсем республикăри куç сывлăхӗпе çыхăннă лару-тăрупа тӗплӗнрех паллаштарчӗç.

Журналистсемпе тӗлпулăва Республикăн офтальмологи клиника больницин тӗп врачӗн çумӗ, ТР тава тивӗçлӗ врачӗ Елена Александровна Жиденко тата Глаукома кабинечӗн заведующийӗ, пысăк категориллӗ врач-офтальмолог Ольга Германовна Зверева пулчӗç. 

Тӗнчере 2,2 миллиард çын тӗрлӗ куç чирӗпе аптрать. Тухтăрсем малашне çак цифра тата ӳсессе халех калаççӗ. Çакăн тӗп сăлтавӗ гаджетсемпе йӗркерен тухса усă курнипе çыхăннă теççӗ. 

Çавăн пекех ватлăха пула куç чирӗпе аптракансем те йышлă. Кăна спикерсем акă мӗнле ăнлантараççӗ. Маларах тӗрӗс диагноз лартма майсем çителӗксӗр пулнă – технологийӗсем те хальхи пек вăйлă аталаннисем пулман, меслечӗсем те айвантарах пулнă. Мӗн каламалли, пациентсем çийӗнчех больницăна васкаманни те куç вăйне чакарнă.

Ватлăхри макуляторлă дистрофи, глаукома, диабетăн ретинопатийӗ – çак чирсене тӗппипех парăнтарма çук, вӗсемпе пурăнма хăнăхмалла. Офтальмолог патне йышăнăва çӳремелле, çырса панине пăхăнмалла. Чире малалла аталанма памалла мар. 

Эпир ватлăхпа çыхăннă чирсене асăнтăмăр, анчах çамрăксем, питӗ çамрăк ачасем те куç чирӗпе аптранă тӗслӗхсем пур. Çакна пытарма кирлӗ мар. Куç сывлăхӗ çине витӗм кӳрекеннисем те самаях йышлă: генетика, экологи, стресс, пурнăç йӗрки, спортпа аппаланни, инфекци, аманни, ӗç условийӗсем.

Куç сетчаткин чирӗсем юлашки çулсенче йышланнине палăртрӗç спикерсем, çитес 20 çулта çак цифра ӳссех пырасси пирки иккӗленмеççӗ вӗсем. Тутарстанра юлашки çулсенче çывăхрине çеç куракансем (близорукость) йышланнине те пӗлтерчӗç спикерсем. 2022 çулта, тӗслӗхрен, 16 пин çыннăнне çакна тата астигматизм диагноза лартма тивнӗ.

Тепӗр анлă сарăлнă чир, каларăмăр ӗнтӗ, ытларах чухне ватлăхпа çыхăннă – глаукома. Куçри юн пусăмӗ ӳснипе аталанать ку чир. Шала кайнă чирсен шутне кӗрет. Глаукомăна ултавлă чир теме пулать. Малтанах ăна çын сисмест, паллисене асăрхамасть. Самай шала кайсан тин куç ыратма пуçлать. Тухтăр диагноз лартса сиплев çырса панипех вӗçленмест вăл, сиплев хыççăн татах тухтăр патне кайма тивет. Пӗр тапхăр офтальмологсем пациента тата хăçан йышăнăва килмеллине хăйсемех çыратчӗç, эрнере пӗр кун глаукомăпа чирлисене çеç йышăнатчӗç. Халӗ электронлă майпа çырăнма тытăнсан ку йӗркене пăрахăçланă курăнать. Асăнтăмăр ӗнтӗ, питӗ сайра пулсан та глаукома чирне тин çуралнисенне те тупса палăртма пулать. Пӗтӗмӗшле илсен 35 çултан глаукомăпа чирлекенсем тӗл пулма тытăнаççӗ. 55 çулти пациентсенчен чылайăшӗн çак диагнозпа пурăнма тивет.

Куç вăйне упрама пулăшакансенчен пӗри – тӗрӗс пурнăç йӗрки. Паллах, витаминсем çинчен те манмалла мар. Спикерсем çулталăкра икӗ хутчен виçшер уйăх А, Е, цинк витаминсене ӗçме сӗнчӗç, хура çырла çини те куçшăн питӗ усăллă пулнине аса илтерчӗç.

М.Захаров («Татар-информ» ИА) сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Здоровье