Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Владимир Путин Тутарстанри çул-йӗр строительствине ырланă

Тутарстан территорийӗнчи çул-йӗр ӗçӗсене, çав шутра наци проекчӗсен шайӗнчисене те, еплерех пурнăçлани çинчен Рустам Минниханов Раççей Президентне Владимир Путина Мускаври тӗлпулура каласа панă.

Уйрăммăн илсен Рустам Минниханов çӗршыв ертӳçине М12 трассăна тума уйăрнă укçа-тенкӗшӗн тав тунă. 
«М12-шӗн пысăк тав, çӗр миллиарда ӗçе кӗртрӗмӗр. Çиччӗмӗш тата саккăрмӗш участоксем пирӗн çӗр миллиард. Унсăр пуçне Анат Камăпа Çырчалли хӗррисемпе ирсе Екатеринбург енне каятпăр», – цитатăлать Рустам Минниханова Мускав Кремлӗн пресс-служби. 
Рустам Минниханов çавăн пекех Атăл тата Кама урлă хывăнакан икӗ кӗпер пирки доклад тунă. «Нихăçан та кун пекки пулман, советсен вăхăтӗнче те», – тенӗ Тутарстан ертӳçи. Ун сăмахӗсемпе республика та çул-йӗр объекчӗсене тăвас çӗре укçа хывать. 
«Çулсемпе кӗперсем – йăлтах планпа пырать, графиксемпе, Марат Шкирзянович çирӗп ыйтать. Пӗтӗм программа объекчӗсем, «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» проект та – йăлтах пурнăçа кӗрсе пыраççӗ», – тесе пӗлтернӗ Рустам Минниханов.   
Владимир Путин ырласа каланă: «Çапла, малтан мӗн пулнипе халь мӗн пулса пынин хушшинче уйрăмлăх пысăк».
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев