Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Владыка сӑмахӗ: типӗ вӑл диета мар

Çапах ниме пăхмасăр малалла шанса пăхмалла. Аваннине сунса кӗтмелле. Кӳренӳпе, чӗрери чулпа кӗмелле мар çӗнӗ çула.

 Суварта» çӗнӗ рубрика! Ăна Чистай тата Анат Кама епископӗ хăй ертсе пырать. Православи йӗркипе ку вăхăтра раштав типпи. Вăл ноябрӗн 28-мӗшӗнче пуçланнă, январӗн 6-мӗшӗнче вӗçленет. Пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ, ку вăхăтра аш, сӗт юр-варне çимелле мар. 40 куна пыракан типпе хатӗрленмен çынна чăтса ирттерме çăмăл мар. Чунпа хатӗр-тӗк, кӗлӗсене çӳресен – самай çăмăлрах. Хăш-пӗри типӗ тытассине модăна çавăрать. Шел те, ун пеккисем те пур пирӗн хушăра. Мӗнле тытмалла-ха хамăра çак сăваплă вăхăтра? Мӗн юрать, мӗн юрамасть? Çак ыйтусене Чистай тата Анат Кама епископӗ Игнатий архиерей хуравлать.

– Раштав типпи вăл диета мар. Вăл –​ пурнăçра киленӗç кӳрекен япаласенчен, савăнăçран пăрăнма ятарласа йышăнни. Чунпа, кӗлеткепе тасалса, кӗлӗ вуласа сăваплă та аслă уява кӗтсе илме хатӗрленни. Чунӗпе вăйлă, халӗпе çирӗп çын кăна типӗ вăхăтне чыслă ирттереет. Раштав типпи Таса Турă Амăшне виçӗ çулта чухне чиркӗве илсе кӗнипе пуçланать (Введение во храм Пресвятой Богородицы). Çавăнта мӗскӗн чун Турă умӗнче хăй нихăçан та качча каймасса сăмах панă. Пӗтӗм этемлӗх вăл вăхăтра çăлăнăç кӗтнӗ, Мессийăна кӗтнӗ.
Раштав типпинче çулталăк вӗçленет. Çавăнпа çулталăка мӗнле ирттернине тепӗр хут тарăн тишкермелле. Мӗн лайăххине тунă? Ытларах та тума пултарнă, анчах чун сӳрӗклӗхне, çине тăманнипе ним те туман, ытлашши тăрăшман. Çакна ăнланса илсе малашне урăхла пурăнма тăрăшмалла. Сӳрӗклӗхе пула çынна, нушана лекнисене сахал пулăшатпăр. Тăванӗсене, çывăх çыннисене ӗмӗрлӗхе çухатнисем тăванне пурăннă чух кирлӗ чухлӗ пăхманшăн, тимлӗх уйăрманшăн кулянаççӗ. Ку та çыншăн урок пулмалла. Пурăннă чух хаклама пӗлмелле.
Çапах ниме пăхмасăр малалла шанса пăхмалла. Аваннине сунса кӗтмелле. Кӳренӳпе, чӗрери чулпа кӗмелле мар çӗнӗ çула. Чун тӗпне пăхмалла, мӗн упранать унта? Унта начарри, хури, иккӗлентерекенни​ пулсан хăтăлма тăрăшмалла.​ ​
Паллах, апат енчен те хăвăра чарма тăрăшăр. Чирлисене кăна çăмăллăхсем пур. Типӗ диетăна ан çаврăнтăр. Ырă ӗçсем тума тăрăшăр. Ватăсен, тăлăх ачасен çурчӗсенче пурăнакансене, килсӗррисене, чирлисене нумай пулăшăр. Хусанта ак хоспис пур. Хулара пурăнакан чăвашсен мӗншӗн унта каймалла мар? Хосписра​ йывăр чирлӗ ачасем выртаççӗ. Уколсенчен хăраççӗ, çавăнпа тухтăрсене лайăх шприцсем, кирлӗ эмелсем кайса парсан та аван. Ыраттармасан хăрама пăрахӗç тен? Вырăнпа выртакансене пăхма та çын кирлӗ. ​
Типӗ тытни этем вăй-халне çирӗплетет. Ачаран хăнăхтармалла ку йӗркене. Ашшӗ-амăшӗ чиркӗве çӳренине, кӗлӗ тунине, хăйсене ирӗке яманнине курса ӳсекен ачаран çын пулатех. Чиркӗве каяймасан килте ирхипе каçхи кӗлӗсем те пулин вулама тăрăшăр. Ачасем компьютерпа телефонсене сахалрах алла тытчăр. Ку этеме хăйне чарма, алăра тытма вӗрентет. Паллах, ахаль çынна йывăртарах. Эпир граждан обществинче пурăнатпăр. Çапах та май килнӗ таран савăнăçлă мероприятисене сахалрах çӳреме тăрăшăр. Кайсан та хăвăра тирпейлӗ тытăр.
Православи çыннин чунпа Христоспа тӗл пулма хатӗрленмелле. Таса чун, тӗрӗс пурнăç, тарăн та çирӗп ӗненӳ ун валли парне пулӗ. Кашнин Турă умӗнче асăннă парнесемпе тăмалла пултăр. Хăвăрта тăнăçлăха упраса хăварма тăрăшăр. Турă пилӗ сирӗнпе пултăр.
Редакцирен: Хисеплӗ вулакансем, тӗнпе çыхăннă ыйтусем пулсан редакцие ярса парăр, владыка хурав парать.
Чистай тата Анат Кама
епископӗ Игнатий.
Сăнӳкерчӗк chistopol-eparhia.ru сайтран

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев