Вӗрентӳ цифровизаципе пуринчен малтан туслашнă
Тутарстан 2009 çулта «Электронлă вӗрентӳ» платформине йӗркелесе Раççейре пилотлă регион пулса тăчӗ. Питӗ меллӗ платформа. Унта республикăри кашни вӗрентӳ учрежденийӗн – ача садӗнчен пуçласа лицей-гимнази таранччен – хăйӗн порталӗ пур. Шкулпа е ача сачӗпе пӗр-пӗр информаци кирлӗ-тӗк тӳрех унта кӗрсе пăхатпăр. Шкул историйӗнчен пуçласа вӗренекенӗн харпăр дневникӗ таранччен кирлӗ информаци пур. Унтан «Я школьник» платформа хута кайрӗ тата ытти те. Кăçал Тутарстанра Цифровизаци çулталăкӗ пулнă май çӗнӗлӗхсем кӗресси куçкӗрет. Вӗсемпе «Татар-информ» Информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин паллаштарчӗ.
«Вӗрентӳ системи инновацисем ăшне питӗ тарăн кӗрсе кайнă. Раççейӗн вӗрентӳпе çыхăннă тӗллевӗ – пӗтӗмӗшле пӗлӳ шайӗпе тата пахалăхӗпе тӗнчери чи вăйлă 10 çӗршыв шутне кӗресси. Ăна пурнăçлама пире вӗрентӳ системинчи цифра трансформацийӗ пулăшӗ», – терӗ вӗрентӳ министрӗ.
Ильсур Хадиуллин сăмахӗпе, вӗрентӳ вăл чи пысăк хаклăхсенчен пӗри. Çак ăнлав пирӗн пурнăçа тачă кӗрсен çӗршывăн инновацилле ӗçӗсем чăннипе кăтартуллă пулӗç.
Министерствăн цифровизаципе çыхăннă пилӗк ӗçӗ
Министр палăртнă тăрăх, Тутарстанри вӗрентӳ системинче цифра трансформацийӗ 5 енпе аталанса пырать. Çавсен шутӗнче: хальхи инфраструктура, урăхла каласан, паянхи куна тивӗçтерекен компьютер класӗсем, иккӗмӗшӗ – электронлă услугăсем (паяна вӗрентӗвӗн 9 услугине электронлă мая куçарнă), виççӗмӗшӗ – электронлă функцисем (электронлă дневник, журнал, отчетсем, вӗрентекенсемпе ашшӗ-амăшсем валли хатӗрленӗ «Электронлă вӗрентӳ» приложени), тăваттăмӗшӗ – даннăйсен управленийӗ, пиллӗкмӗшӗ – цифра экономики валли кадрсем хатӗрлесси.
Ильсур Хадиуллин сăмахӗпе, кашни çул Тутарстанри аслă тата вăтам пӗлӳ паракан учрежденисенчен çулсерен çӗнӗ компетенцисемпе 4 пин ытла специалист хатӗрлесе кăлараççӗ. Пӗтӗмпе 11 аслă шкулта ИТ-специалистсене хатӗрлессипе ӗç пырать.
Кадрсем, ИТ-куб, хăрушсăрлăх
«Малашне те ИТ-специальноçсемпе республика экономикине кирлӗ кадрсем çителӗклӗ хатӗрлес тесен аслă шкулсен профильне çӗнетмелле, цифра кафедрисене уçмалла. Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсем çинчен каласан, мӗнпур шкула пысăк хăвăртлăхлă интернетпа тивӗçтернӗ. Раççей Федерацийӗн цифра экономикин программи хӳттинче «Цифрăллă шкул» федераллă стандарта хута ярассипе ӗçлетпӗр. Вăл интернет сетьне тухассине хăрушсăрлăхпа тивӗçтерет. 2022 çулта «Цифрăллă вӗрентӳ тавралăхӗ» федераллă проекта пурнăçласси малалла тăсăлать. Ун хӳттинче эпир вӗрентӳ учрежденийӗсене чи çӗнӗ компьютер техникипе тивӗçтеретпӗр», – пӗлтерчӗ министр.
2019 çултан пуçласа 136 вӗрентӳ учрежденийӗн компьютер техникине тӗпрен çӗнетнӗ. Черетре 46 шкулпа 6 вăтам профессилле вӗрентӳ учрежденийӗ тăраççӗ.
Çитӗнӳсен шутне республикăра «Вӗрентӳ» нацпроект хӳттинче ачасем валли ИТ-куб цифра вӗрентӗвӗн центрӗсем уçăлнине кӗртмелле. Вӗсем хальлӗхе Элметри политехра тата Хусанта пур, кăçал «Алабуга» ЯЭЗра уçăлмалла. Çак центрсенче ачасем цифра специальноçӗсемпе паллашма, пуçламăш шайра алла илме пултараççӗ.
Уйрăммăн Ильсур Хадиуллин вӗрентекенсен квалификацине ӳстермелли центрсем çинче чарăнчӗ. Республикăра ку енӗпе пурӗ 17 центр ӗçлет. Çӗннисен шутӗнче ХФУ çумӗнчи икӗ центр. Министр пӗлтернӗ тăрăх, Тутарстанра кăна учительсене электронлă удостоверенипе тивӗçтереççӗ, Раççейре кун пек опыт урăх çук.
Тутарстанри вӗрентекенсене çӗнӗ ноутбуксемпе тивӗçтернишӗн ТР Президентне тав тума та манмарӗ министр. Март уйăхӗччен 12 пин вӗрентекен илӗ ăна, тепӗр 12 пинӗ – сентябрь уйăхӗччен. Çапла учительсен йышӗнчен 68 проценчӗ компьютер паркне çӗнетӗ.
Цифра урокӗсем
Цифровизаци ырлăхӗсем çинчен каласа ку юхăмăн тӳнтер енӗ çинче те чарăнчӗ министр. Пирӗн пурнăçа вăл вирлӗн талпăнса кӗнӗ чухне ачасем виртуаллă тӗнчене куçас хăрушлăх пур. Паянхи технологисемпе тӗрӗс, сывлăхшăн сиенсӗр усă курас тӗллевпе республикăра «Цифра урокӗ» проект хута кайнă. «Ӗçтешсем, эпӗ сире пурсăра та çак проекта хутшăнма чӗнетӗп. Аслă шкулсен преподавателӗсем, предприятисемпе организацисен специалисчӗсем, эсир те, журналистсем, çӗнӗ технологисемпе çыхăннă харпăр опыт пирки шкул ачисене каласа пама пултаратăр. Уроксем 1-мӗш класран пуçласа 11-мӗшсем таранах пулаççӗ. Ачасене технологисемпе тӗрӗс усă курма, виртуаллă тӗнчерен ирӗклӗ пулма вӗрентмелле пирӗн. Çак ӗçре наставник опычӗ паха», – чӗнсе каларӗ Ильсур Гараевич.
Учитель авторитетне тавăрмалла
Журналистсен ыйтăвӗсене хуравласа министр ведомство умӗнче учитель профессийӗн авторитетне ӳстересси тӗп вырăнта пулнине палăртрӗ. Ун сăмахӗпе, 2021 – 2022 вӗренӳ çулӗнче педагогика профессийӗпе тӗллевлӗ направленипе вӗренме илесси 20 процента ӳснӗ. Шел пулин те, вăл та ушкăнсенчи вырăнсене тултарма çитеймен. Педагогика юхăмӗпе вӗренме кӗресси 50 процента кăна пурнăçланса пырать.
«Тӗрӗсех калатăр, учитель профессийӗ патне шухăш-кăмăла улăштармаллах, унсăрăн, Совет тапхăрӗнче учителе мӗнле хисепленӗ, паян та çавăн пек тумасан ним те улшăнмасть. Ку енӗпе ӗç пырать, профильлӗ педклассем уçатпăр. Ачасем 7-мӗш класран пуçласа учитель профессийӗпе тачă паллашма пултараççӗ. Иккӗмӗшӗнчен, Цифровизаци çулталăкӗнче çӗнӗлле хавхалантару мелӗсене тупмалла. Педагог специальноçӗпе вӗренекен студентсен 1-мӗш курсран пуçласа практикăна шкула çӳремелле. Вӗрентӳ тӗнчине пӗр кӗрсен диплом илсен шкула таврăнас шанчăка ӳстерет ку. Аудиторирен ниçта тухмасăр вӗренсен, ачасемпе тӗл пулмасан шанчăк сахалрах пулать», – пӗтӗмлетрӗ шухăшне Ильсур Хадиуллин.
Шкулсенчи кадрсен çитменлӗхне татса парас тӗллевпе Совет тапхăрӗнче усă курнă обязательнăй отработкăна хута ярасси пирки те шутлаççӗ. Тӗллевлӗ направленипе вӗренме кӗрекенсене малашне 3 çулран кая мар ӗçлеттересси пирки ӗнтӗ. Сăмах май, целевиксене патшалăх 15 пин тенкӗ стипенди парса тăрать. Апла пулсан ӗçлесе тавăрмаллах пулать. Енчен те специалист чăн-чăн учитель пулсан вăл шкулта виç çул иртсен те юлатех.
Р.Гали сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев