ВӖРЕНТЕКЕН ПУЛМАХ ÇУРАЛНĂ
Oктябрӗн 5-мӗшӗ – вӗрентекен кунӗ Аксу районӗнчи Мереченте Василий Егорович Мосолова кашни килӗрех астăваççӗ, пурте ырăпа асăнаççӗ
Василий Мосолов Чăваш Республикинчи Куславкка районӗнче 1920 çулта çуралнă, 1937 çул Тӗрлемесри вăтам шкулта вунă класс пӗтернӗ. Çемьере виçӗ ачаран Василий чи асли пулнă. Зоя ятлă йăмăкӗ 30-мӗш çулсенчи выçлăх çулӗсенче чирлесе вилнӗ.1925 çулта çуралнă Иван шăллӗ пиччӗшӗ вӗренсе тухнă шкултах вăтам пӗлӳ илнӗ. Йӗкӗтсем шкулта питӗ тăрăшса вӗреннӗ. Василий пӗчӗкренех учитель пулма ӗмӗтленнӗ, тутар ачисемпе килӗштернӗ, тутарла лайăх калаçнă. 30-мӗш çулсенче ашшӗ завод директорӗ пулса ӗçленӗ, курайман çынсен çăхавне пула Сталин репрессийӗн «арман чулӗ» айне лекнӗ. Амăшӗ икӗ ывăлӗпе тăрса юлнă. Çавăн пек лару-тăрура «халăх тăшманӗн» çемйине пурăнма питӗ йывăр пулнă. «Халăх тăшманӗсен» ачисен этем прависене хӗстернӗ, вӗсене час-часах шанман, ӗçрен кăларса яма пултарнă. Çак пысăк чăрмавлă сăлтавсене пула 17-ри каччă 1937 çулта Тутарстанри Аксу районне тухса кайнă. Кунта унăн тахçанхи ӗмӗчӗ пурнăçланнă: ăна Мереченти пуçламăш шкула çӳрекен ачасене вӗрентме ӗçе илнӗ. Çамрăк вӗрентекен хăйне шанса панă ӗçе тӳрӗ кăмăлпа пурнăçланă. Ачасене ӗçе юратма, спортпа туслă пулма, тăван çӗршыва юратма, тăрăшса вӗренме хистенӗ. Вăл кӗске вăхăтра ачасемпе те, ашшӗ-амăшӗпе те килӗштерсе ӗçлеме тытăннă…
1941 çулхи июнӗн 22-мӗшӗнче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Ытти вăйпитти арçынсемпе пӗрле пултаруллă çамрăк вӗрентекене те чӗнсе илнӗ. 1941-1942 çулсенче пирӗн çарсем чакса пынă тап-
хăрта хӗрлӗармеец Мосолов 119-мӗш стрелковăй дивизире миномётчик пулса тӗрлӗ çар операцийӗсене хутшăннă. 1942 çул Ржевпа Вязьма çар операцийӗ вăхăтӗнче нимӗçсен ункинчен тухнă чухне Белый хули патӗнче урине йывăр амантнă. Тăшман ункинчен дивизин уйрăм ушкăнӗсем кăна тухма пултарнă…
Госпитальте нумай вăхăт сипленнӗ хыççăн ăна врач комиссийӗ инвалид тесе йышăннă, килне янă. Çапла салтак 1943 çулта таврăннă, каллех Меречен шкулӗнче вӗрентме пуçланă. Çав вăхăтрах ăна шкул заведующийӗн ӗçне илсе пыма шанса панă. Ку тапхăрта кӗнекесем çитмен, çыру ӗçӗсене пурнăçлама кивӗ кӗнекесемпе тата хаçатсемпе усă курнă, çырмалли чернила хăрăмран е юман хуппинчен хатӗрленӗ, хутса ăшăтмалли вут-шанка учительпе ачасем вăрмантан пӗчӗк çунашкасемпе туртса килнӗ. Çимелли çитменнипе апата тӗрлӗ курăкпа хутăштарса пӗçернӗ, тăхăнмалли тумтире килте тӗртнӗ пиртен çӗленӗ, ытларахăшӗ çăка хуппинчен тунă çăпатапа çӳренӗ. Çуллахи вăхăтра шкул ачисем колхозра тырă ани çинчи çум курăка çумланă, пучах пуçтарнă, колхоз выльăхӗсене пăхма пулăшнă, йӗтем çинче вăй хунă, хăйсен ӗçӗпе çӗнтерӗве çывхартнă. Вӗрентекенсем ака вăхăтӗнче, тырпул пуçтарса кӗртнӗ чухне ытти колхозниксемпе пӗртан ӗçленӗ. Пысăк уявсенче ял халăхне учительсем ертсе пынипе концертсем, пьесăсем хатӗрлесе кăтартнă. Василий Егоровичăн малашнехи пурнăçӗ йăлтах çак ялпа çирӗппӗн çыхăннă.
40 çул ытла ертсе пынă вăл ачасене пуçламăш пӗлӳ паракан Меречен шкулне. Çак çулсенче вăл пысăк авторитетлă вӗрентекен пулса тăнă. Ачасем малалла вӗренме тăватă çухрăмра вырнаçнă Кивӗ Ӳсел шкулне çӳренӗ, çавăнпа В.Е.Мосолов унти вӗрентекенсемпе тачă çыхăнса ӗçленӗ. Хăйӗн ӗç опычӗпе тӗрлӗ шайри методика пӗрлешӗвӗсенче, уçă уроксенче, районта тухса тăракан «Ял пурнăçӗ» хаçатра, «Пуçламăш шкул» журналта, вӗрентекенсен конференцийӗсенче паллаштарнă. Вăл вӗрентекен класс ачисем пурте шăрçа пек хитре почеркпа çырма вӗреннӗ. Кӗске вăхăтра вырăс чӗлхи тата математика урокӗсем валли хăй шутласа кăларнă методика пособийӗсем (подвижные сигнальные карты) туса хатӗрленӗ. Вӗреннине çирӗплетнӗ чухне вӗсемпе анлăн усă курнă. Ку меслетпе ӗçлени кашни ачана ӳсӗмсем тума, вӗренӳ пахалăхне палăрмаллах ӳстерме пулăшнă. Василий Егорович пур енӗпе те тӗрӗс аталаннă ачасене хатӗрленӗ.
Çитӗнсе пыракан ăрăва вӗрентес тата воспитани парас ӗçри çитӗнӳсемшӗн ăна 1964 çулта «Çутӗç отличникӗ» кăкăр палли парса хавхалантарнă, 1970 çулта – «ТАССР тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ» хисеплӗ ята панă. Çакăн хыççăн ТАССР çутӗç министрӗ М.И.Махмутов ун патне çыру янă: «Хисеплӗ Василий Егорович! Сире «ТАССР
тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ» ята илнипе чун-чӗререн саламлатăп! Çак ята эсир çамрăк ăрăва ӗçчен те хастар, пултаруллă ӳстернӗшӗн тата тарăн пӗлӳ панăшăн тивӗçлӗ!.. Малашне те çирӗп сывлăх, ӗçре çӗнӗ çитӗнӳсем тума сунатăп».
Аксу районӗн вӗрентӳ уйрăмӗ талантлă учителӗн ӗçне темиçе хутчен те Хисеп грамотисем парса хакланă. Вăрçă хыççăн ăна «1941–1945 çулсенчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче Германие çӗнтернӗшӗн», «1941–1945 çулсенчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче мухтавлă ӗçленӗшӗн» медальсем, I степеньлӗ «Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи» орденпа тата юбилей медалӗсемпе наградăланă.
Василий Егорович общество ӗçне хастар хутшăннă: колхоз ферминче, трактор паркӗнче агитатор ӗçне пурнăçланă, ял клубӗн пултарулăх коллективӗн ӗçне хаваспах хутшăннă. Нумай çул хушши вырăнти суйлав учас-
токӗн председателӗн тивӗçне саккунлă йӗркепе илсе пынă.
1945 çулта Зинаида Ефимовна Симаковăпа пӗрлешсе çемье çавăрнă. Çамрăк мăшăр ултă ача çуратса ӳстернӗ: Вячеслав (1946), Светлана (1948), Алик (1950), Алевтина (1954), Таисия (1957), Михаил (1965). Пурне те пуçламăш классенче ашшӗ хăй вӗрентнӗ. Ачисем, ашшӗ пекех, çӗршыв экономикине аталантарас ӗçе пысăк тӳпе хывнă.
Аслă ывăлӗ Вячеслав пуçламăш шкул хыççăн Кивӗ Ӳселӗнчи çичӗ класлă шкула çӳреме тытăннă. Унта ăна районӗпех паллă учительсем К.А.Наумова, Г.Д.Фролов, М.Ф.Андреева, Е.Н.Назарова вӗрентнӗ. Йӗкӗт пур предметпа та «5» паллăпа ӗлкӗрсе пынă, ытларах Ефросиния Назаровна илсе пыракан хими предметне юратнă. 1963 çулта Славик Аксури вăтам шкулта 10 класс пӗтернӗ те Хусанти патшалăх университечӗн хими факультетне вӗренме кӗнӗ. Пултаруллă студента малалла вӗренме аспирантурăра хăварнă. Ашшӗ çулӗпе кайса вăл преподаватель пулса тăнă.
Вячеслав Васильевич икӗ изобретени тунă, монографисем тата 80 ытла наука, наукăпа методика, педагогика публикацийӗсем çырса пичетленӗ. Кандидат диссертацине хӳтӗленӗ хыççăн Хусанти химипе технологи институчӗн Анат Кама филиалӗнчи хими кафедрин доценчӗ пулса тăнă… Çемьере виçӗ ача пăхса ӳстернӗ.
Иккӗмӗш ачи Светлана, 1948 çулта çуралнăскер, Шупашкарти финанспа экономика техникумӗнчен вӗренсе тухнă. Шупашкарти агрегат заводӗнче электрооборудованисен енӗпе бухгалтер пулса ӗçленӗ, мăшăрӗпе пилӗк ача çитӗнтернӗ.
Алик, аппăшӗпе пиччӗшӗ пекех, Аксура вăтам пӗлӳ илнӗ. 1967 çулта Шупашкарти ял хуçалăх институтӗнче агронома вӗренме кӗнӗ. Диплом илнӗ хыççăн çулталăк хушши Псков облаçӗнче хӗсметре тăнă. Демобилизаци хыççăн икӗ çул тăван «Сульча» колхозра агроном пулса ӗçленӗ. Кайран Шупашкара куçса кайнă, Çӗнӗ Шупашкарта милици уйрăмӗнче ӗçленӗ. Мăшăрӗпе пӗр ывăл пурнăç çулӗ çине кăларнă.
Алевтина Кивӗ Ӳселӗнче сакăр класс пӗтернӗ хыççăн Кивӗ Мăкшелӗнчи вăтам шкула çӳренӗ. Икӗ çул Кивӗ Ӳселӗнче воспитатель ӗçӗнче тăрăшнă. 1973 çулта Ульяновскри медицина училищине вӗренме кӗнӗ. Мӗн пенсие кайичченех Аксу районӗнчи Ахматка ялӗнче фельдшерта вăй хунă. Çемье çавăрса ывăлпа хӗр çитӗнтернӗ.
Таисия 1963 çулта шкула кайнă. Кивӗ Ӳселӗнчи шкулта унăн класс ертӳçи Е.Н.Назарова пулнă. Кивӗ Мăкшелӗнчи шкулта вăтам пӗлӳ илнӗ хыççăн Кивӗ Ӳселӗнче воспитателе ӗçлеме вырнаçнă, мӗншӗн тесен вăл вăхăтра пиччӗшӗ Шупашкарта, аппăшӗ Ульяновскра вӗреннӗ. 1975 çулта вара Чăваш патшалăх университечӗн экономика факультечӗн студентки пулса тăнă. Аслă пӗлӳллӗ специалист нумай çул Шупашкарти çăкăр пӗçерекен предприятисенче ертӳçӗ ӗçӗнче вăй хунă. Хăйпе пӗр класра вӗреннӗ Григорий Аркадьевич Карандаева качча тухнă. Çамрăк мăшăр виçӗ ывăл çитӗнтернӗ.
Миша 1980 çул Кивӗ Мăкшелӗнче сакăр класс пӗтернӗ хыççăн Çӗнӗ Шупашкарта химипе технологи техникумне вӗренме кӗнӗ. Вӗреннӗ тапхăрта кӗрешӳ спортӗнче çитӗнӳсем тунă. Ăна ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе спорт мастерӗ ятне панă. Хӗсметре пулнă хыççăн Хӗвел-анăç Çӗпӗрте нефть кăларакан çӗрте ӗçлеме вырнаçнă. Çемье çавăрнă, икӗ хӗр çитӗнтернӗ.
Василий Егорович Мосолов 1985 çулта çемйипе Шупашкара куçса кайнă. Анлă тавракурăмлă педагог унта та ӗçсӗр ларман: Чăваш Республикин вӗрентекенӗсен квалификацине ӳстермелли курсӗсенче пуçламăш класс учителӗсемпе семинарсем ирттернӗ, хăйӗн пуян ӗç опычӗпе паллаштарнă. Хисеплӗ педагог хăйӗн пурнăçне чыслăн пурăнса ирттернӗ. Вăл ку тӗнчене Турă хушнипе вӗрентекен пулма çуралнă. Мереченте кашни килӗрех ăна астăваççӗ, пурте ырăпа асăнаççӗ.
Вăрçă ветеранӗн, тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗн чӗри 1989 çулхи кăрлач уйăхӗнче тапма чарăннă.
Аркадий МИХАЙЛОВ.
Сăнӳкерчӗксем Мосоловсен çемье архивӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев