Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Вӗрентекенсем çурт-йӗр тара илнӗшӗн çулсерен компенсаци илме пултараççӗ

Тутарстанра пурăнакан вӗрентекенсене кашни çул хваттер е çурт тара илнӗшӗн тӳленӗ укçана – çулталăкне 180 пин тенкӗ таран – тăвăрса пама пултараççӗ. Укçа-тенке регион бюджетӗнчен уйăраççӗ.

ТР Министрсен кабинечӗн педагогсене çурт-йӗр тара илнӗшӗн компенсаци тӳлемелли правилӑсене çирӗплетнӗ постановление республикӑн право информацийӗн официаллӑ порталӗнче пичетленӗ.

Патшалӑх е муниципалитет шкулӗсенче ӗçлекен, регионшӑн пӗлтерӗшлӗ должностьсем йышӑнакан вӗрентекенсем пулӑшу илес тесен конкурс иртемелле. Вӗрентекенӗн тата унӑн çемйин хӑй ӗçлекен хулара е районта харпăр хваттер е çурт пулмалла мар.

Кашни çул 350 яхăн учитель пулӑшу илме пултарать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование меры поддержки учитель