Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ВӖРЕНТЕКЕНСЕМ ШКУЛСЕНЧЕ ÇИТСЕ ПЫРӖÇ

Мартăн 28-мӗшӗнче «Учитель пулма чăнкă» I слет иртрӗ

Мартăн 28-мӗшӗнче «Учитель пулма чăнкă» I слет иртрӗ

Ытларикун Хусанти (Атăлçи) федераллă университетăн Филологипе культурăсен хушшинчи коммуникаци институтӗнче «Учитель пулма чăнкă» I слет иртрӗ. Ăна Раççейри Педагог тата вӗрентекен çулталăкне халалланă. Кăçал Тутарстанри шкулсенче профильлӗ пӗлӳ илекен психолог-педагог класӗсенчен пӗрремӗш вӗренекенсем шкулпа сывпуллашаççӗ. 

 

Халиччен математика, технологи, экономика, гуманитари наукисемпе пулнă. Педагог-психолог класӗсене уçасси пӗр ахальтен пурнăçа кӗмен –  хулара та, ялта та вӗрентекен çитменнипе çапла тума тивнӗ. Çак утăм тӗрӗс пулнине вăхăт кăтарт­са парӗ, анчах çӗнӗлӗхе респуб­ликăри шкулсем хавхаланса ӗçе кӗртме пуçлани куç­кӗрет – 150 шкулта 180 психолог-педагог класӗ, 3500 вӗ­ренекен профильлӗ классенчен çак сулăма суйласа илнӗ. 

Слета психолог-педагог кла­сӗсен ертӳçисем, вӗренекенӗсем хутшăннă. Пухăннисене РФ çутӗç министрӗ Сергей Кравцов Педагог тата вӗрентекен çулталăкӗпе видео-куравпа са­ламларӗ, 2023 çулта ирттерме палăртнă мероприятисене асăнчӗ. Çавăн пекех кăçал Константин Ушинский, педагог ӗçне пӗрремӗш тӗпчесе-пӗтӗмлетсе наука шайне çӗкленӗ вӗрентекен, çуралнăранпа 200 çул çитнине аса илтерчӗ. 

Сергей Кравцов та, слета хутшăннă ТР вӗрентӳ тата наука министрӗ Ильсур Хадиуллин та вӗрентекенӗн статусне çӗклесси пирки каларӗç. Учителе хисеплессине, сума сăвассине пурнăçа тавăрмаллине, общест­вăна çӗнӗ çынсем вӗрентсе çитӗнтерекенсене тӗрлӗ катаклизмсенчен хӳтӗлемеллине астутарчӗç вӗсем. Ильсур Хадиуллин шкулсенче вӗрентекен çитменнине пӗтересшӗн пулса аслă шкулсене тӗллевлӗн педагога вӗренме янине калаcа пачӗ. Студентсен стипендийӗ çумне 15 пиншер тенкӗ хушса тӳлени çинчен пӗлтерчӗ. 

ХФУ проректорӗ Тимерхан Алишев, педагогика колледжӗсен пуçлăхӗсем сце­на çине тухса слета килни­сене саламларӗç, вӗрентекенӗн «юратнă вӗрентекен» пулма мӗн тăвасси пирки те пуп­лерӗç. Микрофон алла тытнисенчен нумайăшӗ çакăнта пӗр ырă ене асăнчӗ – вӗренме чарăнмалла мар. Ачасене юратмалла, учителӗн хăйӗн предметне кăмăлламалла, сăмах та çук. Чи кирли – вӗренме юратмалла. 

Слет уçăлсан кӗске тăхтав хыççăн аудиторисенче вӗренекенсемпе, учительсемпе уйрăмшарăн ӗçлӗ калаçусем, мас­тер-классем ирттерчӗç. 

Пӗрремӗш слет педагогика класӗсене аталантарассипе план проектне хатӗрленипе вӗç­­ленчӗ.

 

Татьяна ТАРАСОВА.

«Татар-информ» ИА 

сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев