Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ВӖРЕНТЕКЕНСЕМШӖН УСĂЛЛĂ

«Варкăшра» Ара Мишшин «Тăвалла çул» кӗнекине хăтларӗç

«Варкăш» литература клубӗн хастарӗсем черетлӗ тӗлпулура Ара Мишшин «Тăвалла çул» кӗнекине сӳтсе яврӗç. Кăларăм 2021 çулта Чăваш кӗнеке издательствинче кун çути курнă, унта калавсемпе повесть кӗнӗ. Хайлавсенче çыравçă аслă классенче вӗренекен çамрăксене хумхантаракан темăсене хускатать: шкул пӗтерсен мӗнле професси суйласа илмелле, ăна алла илес тесен ăçта вӗренме кӗмелле, кампа канашламалла... Тӗрлӗ профессие тимлӗх уйăрнă автор: компьютер специалисчӗ, вӗрентекен, çурт-йӗр тăвакан, юрăç, çемье тухтăрӗ, патшалăх службинче тăрăшакан, повар...

Тӗлпулура çыравçă хăйӗн пултарулăхӗпе тӗплӗн паллаштарчӗ.

– Шкулта вӗреннӗ чухне чăваш чӗлхи учителӗ Ефросинья Васильевна сăвă çырма киле ӗç панăччӗ. Атте çинчен виçӗ çаврăмлă сăвă çырса килтӗм, манăн атте радиотелемеханикра ӗçлетчӗ. Çакă манăн чи пӗрремӗш хайлав пулчӗ, икӗ çаврăмне Вăрмар районӗн «Хӗрлӗ ялав»  хаçатӗнче пичетлерӗç, уншăн гонорар та илтӗм, – каласа пачӗ Михаил Николаевич. – Пиллӗкмӗш класра вӗреннӗ чухне пирӗн шкула паллă писатель-поэтсем – Василий Алентей, Леонид Агаков тата Петӗр Хусанкай килсе кайрӗç.

Çак пулăмсем Ара Мишшинче çырас вăрлăха акса хăварнă та. Кайран та, çитӗнсе çитсен, Михаил Николаевичăн ӗçӗ-хӗлӗ пултарулăх çыннисемпе тачă çыхăннă.

– Чăваш Республикин Культура министерствинче ӗçленӗ çулсенче çыравçăсемпе пӗрле чылай çулçӳреве тухнă, вӗсемпе хутшăннă. Тивӗçлӗ канăва тухсан литература ӗçне пуçăнтăм. Манăн хайлавсем пӗр çыншăн та пулин усăллă пулсан хама çӗр çинче ахаль пурăнман тесе шутлатăп, – пӗтӗмлетрӗ Михаил Николаевич.

Ара Мишшин хайлавӗсене Людмила Сачкова çыравçă тӗплӗн тишкерсе тухрӗ.

– «Тăвалла çул» кӗнекери хайлавсенче автор кашни профессие туллин уçса панă – çакă мана уйрăмах килӗшрӗ. Ку кăларăма манăн чи малтанах вӗрентекенсене вулаттарас килет. Хайлавсенчи сăнарсем пӗр-пӗрне хисеплесе калаçаççӗ, вӗсем культурăллă пулни палăрать, – терӗ вăл.

Калаçăвне вӗçленӗ май Людмила Николаевна çыравçа малашнехи хайлавӗсене усал сăнарсене кӗртесси пирки те шухăшласа пăхма сӗнчӗ: «Кӗрешӳре тӗрӗслӗх çуралать».

Раиса Воробьева поэтесса та кӗнекепе кăсăклансах паллашнă, кашни калаврах вулакан валли нумай кирлӗ информаци пуррине каларӗ вăл.

Ольга Федорова кӗнеке редакторӗ авторпа килӗштерсе ӗçленине, кирек мӗнле ыйтăва та тӳрех татса панине палăртрӗ. Ольга Иванова Ара Мишшин «Çамрăк юланутçă», «Пӗрремӗш утăмсем. Первые ступеньки» тата «Пиллӗкмӗш чӗрӗк. Пятая четверть» кăларăмсен редакторӗ пулнă. Аслă классем валли хатӗрленӗ «Тăвалла çул» кӗнекене тишкернӗ май кăмăла кайнă самантсем çинче чарăнса тăчӗ.

Лидия Сарине, Лидия Филиппова çыравçăсем те, Геронтий Никифоров вӗрентекен те, ыттисем те кӗнеке çитӗнекен ăрушăн усăллă пулнине палăртрӗç, çыравçа малашне те литература анинче тăрăшса ӗçлеме вăй-хал, çирӗп сывлăх сунчӗç.

 

Дарья МОРОЗОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев