Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Вӗрентекенсем Çырчаллинче пуçтарăнӗç

Кӑçал вӗрентӳ ӗçченӗсен августри канашлӑвне çурла уйăхӗн 13-мӗшӗнче Çырчаллинче ирттерме палӑртнă. Кун пирки хула мэрӗ Наиль Магдеев пӗлтернӗ.

Республика форумӗ хыççӑн автоградра август уйӑхӗнчи хула конференцийӗ пулать, унта яланхи пекех вӗрентӳ системин ӗçне пӗтӗмлетӗç, отраслӗн чи лайӑх представителӗсене палӑртӗç.

Мэр пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприяти шайӗнче хулари чи лайӑх вӗренӳ учрежденийӗсене преми  парӗç, чи лайӑх шкула, чи лайӑх гимназие тата чи лайӑх ача садне укçа парса хавхалантарӗç, çавӑн пекех вӗрентӳ организацийӗсен педагогӗсемпе ертӳçисене чыслӗç.

«Тав тумалли пур.  Лайӑх ӗçлекенсене, паллах, мухтамалла кӑна мар, пур енчен те хавхалантармалла», – палӑртнă вăл тӗлпулура.

Преми фончӗн виçи иртнӗ çулсен шайӗнче юлассине те каласа хăварнă Наиль Магдеев.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: минобрнауки рт педагогика августовская конференция