Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вӗрентекенсен ыйтăвӗсем нумай

Тутарстанри чăваш вӗрентекенӗсем нумай нациллӗ республикăра чăваш чӗлхине вӗрентес опыта, йывăрлăхсемпе перспективăсене сӳтсе яврӗç.

Иртнӗ эрнере Аксу районӗнчи Сӗнчел шкулӗнче республикăри чăваш чӗлхипе литература учителӗсен семинарӗ иртрӗ. Вӗрентекенсемсӗр пуçне унта Тутарстанри Чăваш наципе культура центрӗсен ертӳçисемпе шкул директорӗсем (пӗтӗмпе 130 çын) килнине хыпарлать район хаçачӗн сайчӗ. Пухăннисем нумай нациллӗ республикăра чăваш чӗлхине вӗрентес опыта, йывăрлăхсемпе перспективăсене сӳтсе яврӗç. Аса илтеретпӗр, семинара ТР Вӗрентӳпе наука министерстви йӗркеленӗ. Ун ӗçне ТР Вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Ильсур Хадиуллин, ТР Вӗрентӳпе наука министерствин Наци вӗрентӗвӗн управленийӗн ертӳçи Лилия Ахметзянова хутшăнчӗç.

Республика шайӗнче иртекен семинара аксусем питӗ тӗплӗн хатӗрленнӗ-мӗн. Хăнасене вӗсем малтан шкулта кӗтсе илнӗ. Иккӗмӗш хутра хатӗрленӗ куравра районти шкул ачисен творчествăри, спортри, наукăри, вӗренӳри çитӗнӗвӗсене, музей, обществăлла организацисен ӗçне кăтартнă. Кивӗ Саврăш, Кивӗ Ӳсел, Кивӗ Тимушкел, Сӗнчел,  Емелькино, Çӗнӗ Тимушкел шкулӗнче вӗренекенсем вара мастер-классем йӗркелесе хăнасене тӗрлеме, вӗт шăрçапа ӗçлеме, хушпу-тухья ăсталама, турилккесем çине ӳкерчӗксем тума вӗрентнӗ. Чăваш тумӗ çинчи тӗрӗсем, чăваш ташшинчи хусканусем мӗне пӗлтернине те ăнлантарнă. Пӗр сăмахпа, чăвашпа çыхăннă пӗр япала та тимлӗхсӗр юлман çав кун.

Сӗнчелӗнчи шкул çулне çитменнисемпе ӗçлекен воспитательсем Вера Львовăпа Людмила Крайнова чăваш ачисене тăван культурăна вăйă урлă мӗнле хăнăхтарнине мастер-класс ирттерсе паллаштарнă. Педагогика опычӗпе районти чăваш чӗлхипе литература вӗрентекен чи лайăх учительсем Галина Максимовăпа Татьяна Романова (Савгачево шкулӗ), Нина Никитина (Емелькино шкулӗ), Луиза Мошкова (Сӗнчел шкулӗ), Валентина Захаровăпа Ирина Васикова (Кивӗ Саврăш шкулӗ), Елена Титова (Кивӗ Ӳсел шкулӗ), Елизавета Павлова (Çӗнӗ Тимушкел), Светлана Ефимова, Татьяна Бульбова, Галина Мулеева ( Кивӗ Тимушкел шкулӗ), Нина Иванова (Емелькино шкулӗ), Светлана Никонова (Чăваш Енрусьел шкулӗ) уçă урок ирттерсе кăтартнă.

  Семинарăн пленарлă пайӗ  вара ялти Культура çуртӗнче иртнӗ.  Ӗçтăвком ертӳçин çумӗ Сергей Александров семинара хутшăннисене саламланă май Аксу районӗнче тӗрлӗ халăх çынни туслă пурăннине,   власть, общественность, вӗрентӳпе культура уйрăмӗсем пӗрле тӗрлӗ мероприятисем ирттерсе халăхсен культурине, йăли-йӗркисене сыхласа хăварма тăрăшнине пӗлтернӗ. Хула шкулӗсенче чăваш чӗлхине вӗрентессин хăйне евӗрлӗхӗпе Анат Камăри 34-мӗш гимнази-интернатăн директорӗ Галина Ляхова, ачасене воспитани парассинче этнокультура компоненчӗпе мӗнле усă курнине Кивӗ Тимушкел шкул директорӗн çумӗ Ирина Муллина, чăваш чӗлхипе литератури урокӗсенчи проект технологийӗпе Кивӗ Саврăш шкулӗн вӗрентекенӗ Ирина Васикова  каласа кăтартнă.

 Паллах, Аксу чăвашӗсен пурнăçӗпе ӗçӗ-хӗлӗ çинчен те каламасăр хăварман. Кун çинчен тӗплӗн Аксу районӗнчи ЧНКЦ председателӗ  Алексей Калуков каласа панă.

Семинара пӗтӗмлетнӗ май ТР Вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Ильсур Хадиуллин семинара питӗ çӳллӗ шайра йӗркеленине палăртса кунта шкул, ашшӗ-амăшӗсем тата общественность тачă çыхăнса ӗçленине каланă. Семинара килнӗ чăваш интеллигенцине тăван чӗлхепе культурăна сыхласа хăварса малалла аталантарнăшăн тав тунă.

Ольга МАКАРОВА. ( Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование