Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вӗри апатпа республикӑри 490 пин ачана тивӗçтереççӗ

Çӗнӗ вӗренӳ çулӗ пуçланнăранпа уйăха яхăн вăхăт иртрӗ. Республикăри шкулсенче апатлану мӗнле йӗркеленине, тӳлевсӗр апатпа кама тивӗçтернине, продукци пахалăхӗшӗн кам яваплине журналистсене «Татар-информ» ИА иртнӗ пресс-конференцире ТР вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Алсу Манибовна Асадуллина, Роспотребнадзорӑн Тутарстанри Управленийӗн ертӳçи Марина Александровна Патяшина, ТР Туянассипе патшалăх комитечӗн председателӗн çумӗ Искандер Гимадиевич Багаутдинов тата «Центр развития закупок РТ» акционерлă обществăн генеральнăй директорӗ Нияз Анирович Газеев каласа пачӗç.

«Тутарстанра 1411 вӗрентӳ учрежденийӗнче  500 пин ытла ача пӗлӳ илет. 1–4 классенче 216 пин ача, 5–11 класра 289 пине яхӑн ача вӗренет. Кӗçӗн классенче вӗренекенсене 2020 çултан Раççей Президенчӗн Владимир Путинӑн хушӑвӗпе тӳлевсӗр апатлантараççӗ.  Вӗри апатпа республикӑри 490 пин ачана тивӗçтереççӗ, ку кӑтарту ачасен пӗтӗмӗшлӗ шутӗнчен  97 процентпа танлашать.  Тӳлевсӗр апатлантарма 2023 çулта 2,5 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ, вӗсенчен 1,5 миллиард тенки федераллă бюджетран. Виçӗ çул хушшинче патшалăхран   пурӗ 4,4 миллиард тенкӗ килнӗ пулсан, республика бюджетӗнчен 2,1 миллард тенкӗ куçарнă», – пӗлтерчӗ Алсу Асадуллина.

Çавăн пекех тăлăх-ачасене, инвалид-ачасене, нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьере çуралнăскерсене,  ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисене те тӳлевсӗр апатлантараççӗ. Кун валли статуса палăртакан документсем кăна кирлӗ.

Шкул столовăйӗсене апат хатӗрлени енчен темиçе пая уйăрма пулать. Апата хăйсем хатӗрлекен организацисем (7,9 %), полуфабрикатсене пӗçӗрсе паракансем (13 %), хатӗр продукципе тивӗçтерекеннисем (7,5 %).  Республикăри шкулсенче çурри, 868 шкул тулашран  апатлану йӗркелекен 14 организаципе ӗçлет, 48 проценчӗ апат хăй хатӗрлет.

Ятарлă апат кирлӗ вӗренекенсем валли (1189 ача) кашни шкул икӗ эрнелӗх меню хатӗрлет. Анчах аллергиллӗ ачасем валли кун пек ятарлӑ апат пӗçерме май çук.

ТР Раисӗ Рустам Минниханов столовăйсене юсама 1 миллард тенкӗ уйăрнине те каласа хӑварчӗ министр çумӗ. Тăватă çул хушшинче  юсав кирлӗ столовăйсен шучӗ самаях чакнă. Хальхи вăхăтра 2025 çулта хăш шкулсенче  юсав ирттермеллине палăртаççӗ.

Апат пахалăхӗшӗн яваплă организаци – Роспотребнадзор. Санитари тухтăрӗсем шкулсене, поставщиксене, апатлантару операторӗсене тӗрӗслесех тăраççӗ.

«Пӗлтӗр 1500 шкула, 9 апатлантару операторне тата 77 апатпа чӗр-тавар турттаракана тӗрӗслерӗмӗр. Йӗркене пăсни 1870 хут палăрчӗ», – пӗлтерчӗ Роспотребнадзорӑн Тутарстанри Управленийӗн ертӳçи Марина Патяшина. Спикер каланă тăрăх  апатпа çыхăннă лару-тăру кашни çул лайăхланса пырать. Санитари службин кăтартăвӗсем  тăрăх кашни шкулта 1-2 йӗркене пăсни пулать, управлени палӑртнӑ пур пӑтӑрмаха та вырӑнтах хăвăрт пӗтерме тӑрӑшаççӗ.

ТР Туянассипе патшалăх комитечӗн председателӗн çумӗ Искандер  Багаутдинов республикăра ятарлă реестр пулни çинчен каласа пачӗ. Унта пахалăх  енчен аванах мар чӗр-тавар кӳрекенсене палăртнă. Кун пек поставщиксене шкулсене урӑх кӗртмеççӗ.

Паянхи кун тӗлне шкулсене тата ача сачӗсене кирлӗ туянусене районсенчи ӗç тăвакан комитет тунине пӗлтерчӗ «Центр развития закупок РТ» акционерлă обществăн генеральнăй директорӗ НиязГазеев.

Ашшӗ-амăшӗсен контролӗ те пысăк витӗм кӳнине каласа хӑварчӗç спикерсем. Хусанта ачасене паракан апата ашшӗ-амӑшӗ кашни кун тӗрӗслет пулсан, республикӑри шкулсенче - администраципе килӗшӳллӗн ирттереççӗ ку ӗçе. Апатланупа çыхӑннӑ ыйтусене хăвăрт татса парас тесен шкул администрацийӗпе ӗçлемелле.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Школьное питание