Вӗсем хӑйсен несӗлӗсене 1670 ҫултан пуҫласа пӗлеҫҫӗ
Конкурса хутшăнни тăхăмсене 13 сыпăк таран тӗпчесе пӗлме пулăшнă
Тутарстанра çак кунсенче «Çемье историйӗнчи ӗмӗрсен ахрăмӗ – Тарихта без эзлибез» республикăри йăх тымарсен конкурсӗн зонăсенчи тапхăрӗсем иртрӗç. Ак, тӗслӗхрен, иртнӗ эрне вӗçӗнче Актанышра пулчӗ. Кунта асăннă районта, ун тавра вырнаçнă ытти районсенче (Мензеле, Заинск, Агрыз, Тукай) пурăнакансем хутшăнчӗç.
Çакнашкал мероприятисене йăхташăмăрсем хастар хутшăнни çав тери савăнтарать. Ак, конкурсăн Актаныш зонинчи тапхăрне те çамрăк чăваш çемйи – Тукай районӗнчи Биклянь ялӗнче пурăнакан Максимовсем хутшăнчӗç. Тутар, вырăс, кӗрешӗн çемйисен хушшинче республикăра йышлăн пурăнакан чăвашсен представителӗсем те хăйсен чысне тивӗçлӗн хӳтӗлерӗç.
Аннăпа Антон Максимовсем конкурса Емельян тата Степан ывăлӗсемпе пӗрле хутшăнчӗç. Вӗсем конкурс валли ятарласа чăваш халăх апат-çимӗçне янтăланă, йăх тымарӗсен хăтлавне, хăйсен йăхӗ пирки районти паллă таврапӗлӳçӗ, çыравçă çырнă «Родовая книга Тегашевых» кӗнеке хатӗрленӗ. Антон енчен йăх историне 1670 çултан пуçласа пӗлеççӗ çемьере.
Максимовсен çемьери йăла-йӗркесене йăхран йăха парса пырасси мăн аслашшӗсенченех тӗп вырăнта. Каласа хăвармалла: Антон Максимов Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнче çуралса ӳснӗ. «Сувар» хаçатра унăн ашшӗпе амăшӗн – Татьяна Владимировнăпа Михаил Львовичăн – çемйи пирки пӗрре мар çырнă ӗнтӗ. Вӗсем хăйсен тăван ачисемпе пӗрлех усрав ачасем ӳстернине те пирӗн вулакансем аван астуса юлнă пулӗ. Антон – Максимовсен аслă ывăлӗ. Халӗ ӗнтӗ унăн хăйӗн çемйи, хăйӗн те икӗ ывăл ӳсет. Ашшӗпе амăшӗн тӗслӗхӗпе çамрăк çемье те обществăлла пурнăçа, тӗрлӗ мероприятие хастар хутшăнать. Куншăн вӗсене мухтамалла çеç, шăпах çакăн пек пултаруллă çемьесем хамăр халăхăн чысне çӳле çӗклеççӗ те.
Йăх историне Максимовсем яланах аван пӗлнӗ. Антонпа Анна конкурса хутшăнма тӗллев лартса вара тата та тӗплӗнрех тӗпчеме шут тытнă. Тăрăшни сая кайман – Антон енчен 13-мӗш сыпăк таран тӗпчесе пӗлнӗ. Калама кăна вӗт!
– Аксу районӗнчи паллă çыравçа, таврапӗлӳçе Ирина Михайловна Степановăна паха кӗнеке çырнăшăн, хамăрăн çывăх тăвана Михаил Павлович Максимова хамăр йăх пирки архиври документсемпе паллашма май туса панăшăн çав тери пысăк тав! – каласа параççӗ Аннăпа Антон. – Çав документсем тăрăх эпир хамăр йăхри çынсем пирки çеç мар, Саврăшпуç ялӗ еплерех пуçланса кайнин историне те пӗлтӗмӗр. Яла пирӗн йăх çынни Вурмандей Тотошкин пуçласа янине çирӗплетекен документсене хамăр куçпа курса ӗнентӗмӗр.
Конкурсăн зонăри тапхăрне хаклакан жюрие Максимовсен йăхӗ пирки çырнă кӗнеке уйрăмах хытă интереслентерчӗ. Вӗсем ăна Хусанти федераллă университетăн музейӗ валли ыйтрӗç. Çемье пуçӗ хаклă кӗнекене асăннă аслă шкулта вӗренекен студентсем валли хаваспах алă пусса парнелерӗ.
Тăрăшса хатӗрленни сая каймарӗ – Максимовсем «Çемье историйӗнчи ӗмӗрсен ахрăмӗ – Тарихта без эзлибез» республикăри йăх тымарӗсен конкурсӗн Актаныш зонинчи тапхăрӗнче 3-мӗш вырăна тивӗçрӗç.
Антонпа Анна, хăйсен ашшӗ-амăшӗсем пекех, ачисене те мӗн пӗчӗкрен йăх-несӗл историне тӗплӗн пӗлсе ӳстересшӗн. Тăваттăри Емельянпа иккӗри Степан çемье хаклăхне мӗн кипкерен туйса ӳсни палăрать. Максимовсем йăх историне пӗлни малалла ăнăçлă пурăнма, аталанма вăй-хăват парать тесе шутлаççӗ. Тӗрӗс те.
Вера АЛЕКСАНДРОВА.
Сăнӳкерчӗк Максимовсен çемье архивӗнчен.
Аннăпа Антон Максимовсен çемйи
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев