Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вӗсене манмалла мар

Районти тата ялти ветерансен юхăмӗн хастарӗсем пуçарнипе иртнӗ эрнекун Совет çарӗсене Афганистанран кăларнăранпа 34 çул çитнине халалласа Çӗпрел районӗнче мероприятисем иртрӗç. Çӗнӗ Йӗлмелӗнче Афган вăрçине хутшăннă Василий Дмитриевич Карсакова чыс туса вăл пурăннă çурт çине асăну хăми вырнаçтарчӗç.

Мероприятие хутшăнакансем иртнине манмалла марри, çар тивӗçне чыслă пурнăçласа хăйсен пурнăçне пулас ăрусемшӗн панă çынсене асра упрамалла пирки нумайăн каларӗç. Ялти Ветерансен канашӗн председателӗ Геннадий Карсаков патриотизм воспитанине вăйлатмалли пирки асăнчӗ. «Щит Отечества» обществăлла организацин Çӗпрел районӗнчи уйрăмӗн ертӳçи Данил Ефимов çапăçусене хутшăннă кашни ветеран вăрçă историйӗн пӗр пайӗ пулнине, пирӗн вӗсем çинчен пӗр самантлăха та манмалла маррине палăртрӗ. Пограничниксен союзӗн Çӗпрел районӗнчи уйрăмӗн председателӗ Альберт Сулейманов çӗнӗйӗлмелсене хӗрӳ точкăсенче пуç хунă ентешӗсене манманнишӗн, вӗсен вилтăприйӗсене пăхсах тăнăшăн, çемйисене пулăшнăшăн тав турӗ. 

Афган вăрçине хутшăннисен ятӗнчен Петр Мулеев сăмах каларӗ. Пӗр класра вӗреннӗ Василий Карсаковпа пӗрле Афганистанра хӗсметре пулнине аса илсе каласа пачӗ. Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗн пуçлăхӗпе Роберт Дружковпа ялти вăтам шкул директорӗ Владимир Мискин та Василий Карсакова ырăпа çеç аса илчӗç. Патриотизм акцийӗ тӗрлӗ вăрçăсенче пуç хунă ентешсене асăнса 1 минут шăп тăнипе вӗçленчӗ. (Геннадий КАРСАКОВ. Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев